Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе, Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕпе Валерий Павловпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Михаил Игнатьев провел рабочую встречу с председателем совета Чувашпотребсоюза Валерием ПавловымНарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе,  Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕпе Валерий Павловпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Валерий Павлов организацийĕн ĕҫ-хĕлĕпе паллаштарнă, 2017 ҫул ҫитĕнĕвĕсем пирки каласа кăтартнă.  Пĕлтĕр предприяти пĕтĕмпе 11 млрд  700 млн тенкĕлĕх тавар тирпейлесе кăларнă. Налуксене те пĕтĕмпех тӳлесе пынă. Чăвашпотребсоюзĕн пурлăхпа техника базине пуянлатса ҫĕнетме  пĕлтĕр 200 млн тăкакланнă.  Ял тăрăхĕсенче пĕтĕмпе ҫĕнĕ 140 объект уҫнă.  

Республика Пуҫлăхĕ организаци ертӳлĕхне, унта тăрăшакансене ырласа тав сăмахĕсем каланă, тухăҫлă ĕҫленĕшĕн мухтанă. «Ялсенче пурăнакансене эсир кирлĕ таварсемпе тивĕҫтерни ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тесе каланă регион Пуҫлăхĕ  Михаил Игнатьев Валерий Павлова.

Валерий Павлов вĕсен организацийĕ Раҫҫейри малта пыракан виҫĕ предприяти шутĕнче тăнине пĕлтернĕ.  Муркашсем, Ҫĕрпӳсем, Етĕрнесем лайăх ĕҫленине ырланă Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ.  Ишлейри райпо хăйне евĕр пысăк ӳсĕмсем туса пынине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Вĕсем ыттисене кая хăварса пĕлтĕр пĕрремĕш вырăна ҫĕнсе илнине асăннă.

Лавккасенче ытларах Чăваш Республикинче тирпейленсе тухакан таварсем тенĕ, эрех-сăра та хамăр тăрăхрах калăпланнисем, ку енĕпе кăтарту 85 процентпа танлашать тесе каланă.

Эрех-сăра сутнинчен кашни тенки тенĕ пекех бюджета витĕм кӳрет.  Тепĕр тесен, вăл тупăшран каярах социаллă пурнăҫ условийĕн шайне те ӳстерсе пыма меллĕ. Михаил Игнатьев Чăвашпотребсоюз ĕҫченĕсене малашне те ҫитĕнӳсем туса пыма вăй-хал суннă.

Калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусем тавра та сăмах пуҫарнă.

Фоторепортаж



26 февраля 2018
13:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter