Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Тĕп суйлав комиссийĕн членĕпе Антон Лопатинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев провел рабочую встречу с членом ЦИК России Антоном Лопатиным Нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Тĕп суйлав комиссийĕн членĕпе Антон Лопатинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Уҫă калаҫăва ҫакăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ –  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев, Чăваш Республикинчи Тĕп суйлав комиссийĕн Председателĕ Александр Цветков хутшăннă.

Ертӳҫĕсем тĕлпулу вăхăтĕнче 2018 ҫулта пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Раҫҫей Президентне суйламалли йĕркелӳ ĕҫĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă, суйлавҫăсене валли хăтлă условисем йĕркелесе тăратасси те кун йĕркинче пулнине асăннă.   Кашни суйлав участокĕнче сăнавсем пулмаллине, пĕр сăмахпа каласан пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланмаллине палăртнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче регионти Тĕп суйлав комиссипе пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлесе пынине пĕлтернĕ.  Суйлава ирттерме субъект хатĕр тесе асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май, влаҫ органĕсенче тăрăшакансем регионта, ҫĕршывра тăнăҫлăх хуҫалантăр тесе тухăҫлă ĕҫлесе пынине каланă.  «Пирĕн тĕп тĕллев – суйлава йĕркеллĕ, уҫăмлă, саккунсене пăхăнса  ирттересси», - тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Тĕп суйлав комиссийĕн пайташĕсем сахал мар вĕрентӳ ĕҫĕсене ирттернĕ, йĕркелӳ тапхăрĕ аван пулса пынă.   «Йĕрке пăснă тĕслĕхсем пачах та ҫук. Республика лайăххисен шутĕнче тăрать», - тесе хакланă регион ĕҫне сумлă хăна – Раҫҫей Федерацийĕн Тĕп суйлав комиссийĕн членĕ Антон Лопатин.

Фоторепортаж



26 февраля 2018
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter