Кăҫал Чăваш Енре нумай хваттерлĕ 252 ҫурта тĕпрен юсама плана кĕртнĕ

 Нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.  

 Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусене пăхса тухиччен чи малтан, Раҫҫейĕн команди Пхенчханра иртнĕ Олимпиадăра хоккей выляссипе ылттăн медалье тивĕҫнишĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланинчен пуҫланă регион Ертӳҫи хăйĕн сăмахне. «Пирĕн спортсменсем командăра мĕнле пулмаллине, ҫитĕнӳпе ҫирĕплетсе пачĕҫ.  Ҫакă ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Ҫитĕнӳсемпе пирĕн ҫамрăксене вĕрентсе пымалла, патриотизм туйăмне ҫирĕплетмелле", - тесе каланă республика Пуҫлăхĕ.

Ку хутĕнче ĕҫе пухăннисем республикăри нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене йĕркелессипе ĕҫлекен регионти фондăн пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухнă, 2018 ҫулхи кăрлач тата нарăс уйăхĕнчи кăтартусем пирки канашланă.

Организацийĕн генеральнăй директорĕ Олимпиада Епифанова ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене йĕркелемелли программа республикăра 2014-мĕш ҫултан ĕҫе тытăннине палăртнă.   Паянхи кун тĕлне пурĕ 17,5 млн тăваткал метр чухлĕ ҫурт-йĕр тирпейленĕ, вĕсенче пурĕ 736, 9 пин ҫын пурăнать.  Пурĕ регионта нумай хваттерлĕ 1101 ҫурта юсанă, вĕсене валли фонд 1670 млн тăкакланă. «Палăртма кăмăллă, республикăри программăна кĕртнĕ кашни пиллĕкмĕш ҫурта тĕпрен юсаса пĕтернĕ», - тесе пĕлтернĕ Олимпиада Епифанова. 2017 ҫулта пурĕ нумай хваттерлĕ 340 ҫуртра тĕпрен юсав ĕҫне тунă. 2017-2018-мĕш ҫулсем валли йышăннă уйрăм программăпа килĕшӳллĕн, пĕтĕмпе 285 объекта тĕпрен ҫĕнетме плана кĕртсе хăварнă. Пĕлтĕр укҫа-тенкĕне перекетлеме те май килнĕ, кăтарту 263 млн ҫитнĕ тесе палăртнă ертӳҫĕ.  Ҫак укҫапа Шупашкарта лифтсем вырнаҫтарнă, виҫĕ ҫуртра ăшă тата сивĕ  шывпа тивĕҫтермелли системăна та тĕпрен улăштарнине каланă сăмаха малалла тăснă май. 2018­-2020-мĕш ҫулсем валли йышăннă программăна тĕпе хурса, нумай хваттерлĕ 678 ҫурта  тирпейлеме палăртса хунă.  Вăл шутран кăҫал – 252 объект планра пур, вĕсене тĕпрен юсама 813,5 млн палăртса хунине каланă ертӳҫĕ.

Фонд ҫакăн пекех халăхран укҫа пуҫтарассипе те ĕҫлет. «2017 ҫулта кăтарту палăртнă виҫене ҫитнĕ. Пур-пĕрех пур-ха хăшĕ-пĕрисем взноса тӳлеменнисем», - тесе каланă Олимпиада Епифанова.  Пурĕ 2014-мĕш ҫултан пуҫласа халăхран 2,2 млрд пухăннă. Кăтарту 82,9 процентпа танлашать.   Ӳсĕм кашни уйăхрах хăпарса пынине палăртнă вăл сăмаха тăснă май.    Нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 14,7 пин тенкĕлĕх иск заявленийĕсене суда тăратнă. Пурĕ фонд регионта нумай хваттерлĕ 4210 ҫуртра пурăнакан халăхран укҫа-тенкĕ пуҫтарать.

Михаил Игнатьев ҫуртсенчи юсав ĕҫĕсен пахалăх шайĕ пирки кăсăкланнă. Чăваш Енри патшалăх ҫурт-йĕр инспекцийĕн ертӳҫине Виктор Кочеткова ыйтăва тĕрĕслеве илме хушнă.  Ҫĕмĕрле хулинче «ТПК «Премьер» ТМЯО унăн директорĕ Мартыненко Д.Н. хăй ҫине илнĕ ĕҫе кирлĕ пек пурнăҫламанни сисĕнет.  Пурĕ организаци 13 килĕшӳ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Анчах та графика пăхăнса ĕҫлесе пыраймасть. Кун пеккисенчен пăрăнма тăрăшма хушнă фонда, анчах та кăлăхах, ыйту вырăнтан тапранман.  Кирлĕ пек явап тыттармалла тесе каланă республика Пуҫлăхĕ. Пирĕн тӳрĕ кăмăллă подрядчиксемпе яланах ĕҫлемелле, яваплăха туйманнисене пăрахăҫламалла.  Ҫакă пирĕн тĕп ыйту пулса тăмалла тенĕ регион Пуҫлăхĕ. Взноссене тӳлеменнисене те хыпарсене пĕлтерсех тăмалла, хыҫҫăн мĕн кĕтнине ҫынсен лайăх ăнланмалла.

Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов хăйĕн докладĕнче малашне конкурссене тата та ҫивĕчрех йĕркелемеллине каланă.

Ку хутĕнче канашлăва пухăннисем Тăван ҫĕршывăн хӳтĕлевҫин кунне халалласа йĕркеленĕ мероприятисем пирки те чарăнса тăнă. Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Сергей Кудряшов пысăк пĕлтерĕшлисем пирки каласа панă. Пурĕ регионта ҫак куна халалласа сахал мар мероприяти йĕркеленĕ, халăх йышлăн пухăннине пĕлтернĕ.

«Ҫарпа патриотизм енĕпе ҫыхăннă мероприятисен йышĕ ӳсрĕ, апла пулсан, вĕсене хутшăнакансем нумайланнă.  Обществăлла организацисем хастар хутшăнни сисĕнет.  Вĕсем хăйсен паха ĕҫ опытне ҫитĕнекен ăрăва вĕрентсе пыраҫҫĕ», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Сергей Кудряшов.

Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев уяв кунĕсенче регионта мĕнпур  культура пайĕсем ĕҫленине палăртнă.  Регионта районсемпе хуласенче пурĕ 700 ытла мероприяти йĕркеленĕ, 44 пин ҫын хăйсен кăмăлне тултарнине асăннă министр.

Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков кану кунĕсенче республикăра 15 мероприяти иртнине палăртнă, вĕсенчен 5-шĕ Раҫҫей шайĕнче пулнă тесе каланă.

Республикăри районсемпе хуласенче пĕтĕмпе 100 ытла спорт мероприятийĕсем иртнĕ, 8 пин ҫын сывă пурнăҫ йĕркине тытса пырса хăйсен сывлăхне ҫирĕплетнĕ. 



26 февраля 2018
12:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter