Чăваш Енре Раҫҫейри каратэ федерацийĕн IX-мĕш чемпионачĕ старт илнĕ

В Чувашии стартовал IX чемпионат и первенство Федерации каратэ России по всестилевому каратэ Нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарта Раҫҫейри каратэ федерацийĕн IX-мĕш чемпионачĕ старт илнĕ.

Ăмăртусенче чи вăйлин ятне ҫĕнсе илессишĕн Раҫҫей Федерацийĕн 29 регионĕнчен 2 пин ытла тĕрлĕ ҫулсенчи яш-кĕрĕм пухăннă.  

Старта тухма кăмăл тунисене тата йĕркелӳҫисене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă.

«Каратэ кăмăл-туйăма ҫирĕплетме витĕм кӳрет, ҫĕнтерӳ патне ăнтăлма пулăшать. Эсир спортпа туслă ачасем. Сывă тата ăнăҫлă пулассишĕн ырми-канми хăвăра шеллемесĕр тăрăшатăр», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. «Федерация каратэ по версии Всемирной конфедерации каратэ»  Пĕтĕм Раҫҫейри обществăлла организацийĕн Президентне Вячеслав Тимофеева спортăн ҫак тĕсне аталантарма пысăк тĕрев панăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  Чăваш Енре каратэ спортне хапăл тусах яшсемпе хĕрсем ҫӳреҫҫĕ. Спортăн ҫак енĕ регионта лайăх аталаннă, ҫирĕп йăлара пулса пырать. Республикăра пин ытла ҫамрăк спортăн ҫак тĕсĕпе хăйсен ăсталăхне туптама ҫӳреҫҫĕ.  Вĕсен хушшинче нумайăшĕ тĕрлĕ шайри ăмăртусенче тахҫанах ҫитĕнӳсемпе палăрнă ĕнтĕ.

Раҫҫей Президенчĕн политики тĕп приоритечĕсенчен пĕри -  сывă наци ҫитĕнтересси тесе уйрăммăн палăртса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   Ҫак ыйту ҫине регионта пысăк тимлĕх уйăраҫҫĕ.  Ҫулсерен субъектра спорт объекчĕсем хута каяҫҫĕ. Халăх сывă пурнăҫ йĕркине пăхăнса пурăнать. Республикăра Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче сахал мар тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем иртеҫҫĕ, 2018 ҫулта ун йышши ăмăртусене 50-ран та иртсе плана кĕртсе хăварнă.

«Федерация каратэ по версии Всемирной конфедерации каратэ» Пĕтĕм Раҫҫейри обществăлла организацийĕн Президенчĕ Вячеслав Тимофеев спортсменсене вăй-хăват сунса, ҫитĕнӳсем тума суннă.

Ҫак кун мероприятине пухăннисене Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков та саламланă.

Фоторепортаж



26 февраля 2018
08:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter