Шупашкарта Владислав Ильинăн вице-адмиралăн парнисене ҫĕнсе илессишĕн, Чăваш Енри ял тăрăхĕсенче пурăнакан яшсем хушшинче волейбол выляссипе спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ

Михаил Игнатьев открыл республиканский турнир по волейболу на призы вице-адмирала Владислава ИльинаНарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарта Владислав Ильинăн вице-адмиралăн парнисене ҫĕнсе илессишĕн, Чăваш Енри ял тăрăхĕсенче пурăнакан яшсем хушшинче волейбол выляссипе спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ.

Ҫак мероприятине Тăван ҫĕршыв хӳтĕлевҫин кунне халалласа ирттернĕ.  Чи малтанах пухăннисене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă, кун пек ăмăртусем кăҫалхипе иккĕмĕш хут регионта иртнине пĕлтернĕ. Владислав Ильин вице-адмирал ыттисемшĕн тĕслĕх пулнине, ăнсăртран мар, ҫак мероприятине унăн ячĕпе халалласа ирттереҫҫĕ тенĕ Михаил Игнатьев. «Сыны Отечества» Мускавра офицерсен йышне пирĕн Чăваш Енрен тухнă паллă ентешсем йĕркелесе пыраҫҫĕ, вĕсем чăннипех те ҫамрăксене патриотла воспитани парас ĕҫе сахал мар витĕм кӳнине палăртнă республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

«Раҫҫей Президенчĕн тĕп политикисенчен пĕри – обществăра сывă наци тытса пырасси, халăха сывă пурнăҫ йĕркине пăхăнса пыма вĕрентесси. Ҫирĕп сывлăхлă, анлă тавракурăмлă ăру ҫитĕнтересси. Кам спортпа туслă, вĕсен ҫитĕнӳсем те ҫук мар», - тесе каланă республика Пуҫлăхĕ.

Мероприятине пухăннисене Михаил Игнатьев Тăван ҫĕршыв хӳтĕлевҫин кунĕ ячĕпе хĕрӳллĕн саламланă, ашшĕ-амăшĕсене хăйсен ывăл-хĕрĕсене Раҫҫейшĕн тава тивĕҫлĕ граждансем пулма тĕрĕс-тĕкел ҫитĕнтернĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.

Мускавра пурăнакан офицерсен «Сыны Отечества» пĕрлешĕвĕн регионти уйрăмĕн председательне, Чăваш Енри Каҫал ен районĕнче ҫуралса ӳснĕ паллă ентешĕмĕре, Владислав Ильина обществăлла ĕҫ-хĕле хастар хутшăннăшăн, ҫитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕҫре пысăк витĕм кӳнĕшĕн, яш-кĕрĕме пархатарлă ĕҫсем тума вĕренсе пынăшăн Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Тав ҫырăвне парса чысланă.    Вице-адмирал хăйне ҫакăн пек пысăка хурса хакланăшăн тав сăмахĕсем каланă Чăваш Ен Пуҫлăхне Михаил Игнатьева, регионта спорта аталантарма пысăк тĕрев панăшăн мухтанă. Михаил Игнатьев хăй спорта ҫӳрени – чăннипех те ҫитĕнекенсемшĕн тата ыттисемшĕн те ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулса тăнине палăртнă. Волейболра чи туслă, вăйлă команда мала тухтăр тесе каланă Владислав Ильин.

 Спорт ăмăртăвĕсем Вăрнар районĕнчен килнĕ Нурăсри кадетсен коллективĕн тата Чăваш Республикин аэробика спорчĕн федерацийĕн ятарлă номерĕсемпе пуҫланнă.  Хыҫҫăн, спортсменсем старта тухнă.  Ку хутĕнче хĕрӳ тупăшура мала тухассишĕн ҫак ушкăнсем кĕрешнĕ: Йĕпреҫсем, Канашсем Каҫалсем, Тăвайсем. Мала тухнисем Владислав Ильинăн Кубокне тивĕҫнĕ. 

Фоторепортаж



26 февраля 2018
07:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter