Тăван ҫĕршыв хӳтĕлевҫин кунне халалласа Чăваш Республикинче чаплă мероприяти иртнĕ

Состоялось торжественное мероприятие, посвященное Дню защитника Отечества Нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче Тăван ҫĕршыв хӳтĕлевҫин кунне халалласа Чăваш Республикинче чаплă мероприяти иртнĕ. Уява пухăннисене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă.

«Раҫҫей Федерацийĕ тĕнчери чи вăйлă ҫĕршыв пулса тăчĕ.  Ăна ертсе пыраканĕ Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин.  Вăл ҫĕшывра тăнăҫлăх хуҫалантăр тесе, хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тĕрĕс йышăнусем туса хăварать. Сывлăшри, шыври, чикĕсем хĕррисенче те пирĕн ҫар ҫыннисем хăйсене тивĕҫлипех кăтартса параҫҫĕ. Ҫĕршыва хӳтĕлеме пĕлеҫҫĕ», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Юлашки ҫулсенче ҫар ҫыннисем патне уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрни сисĕнет.  Тăван ҫĕршыва хӳтĕлекенсен чысĕ ҫулран ҫул ӳссех пырать. Чăваш Енрен каякан салтаксем хăйсене кирек-епле ҫарсенче те тивĕҫлĕ кăтартса пама пĕлеҫҫĕ. Вĕсем ҫара хисеплени те куҫкĕретех. Палăртнă плана республика туллин пурнăҫласа пырать. Ҫамрăксем тарса ҫӳремеҫҫĕ, салтака хăйсен ирĕкĕпе пĕтĕм чунран кăмăлласа каяҫҫĕ.  Тата тепĕр пысăк ҫитĕнӳ – пирĕн ҫамрăксем ҫарпа ҫыхăннă аслă шкулсене кулленех ҫулсерен вĕренме кĕни. Пирĕн регионта калăпланакан пысăк техникăсем Раҫҫейшĕн питĕ усăллă, вĕсен пахалăхĕ пысăк пулни куҫкĕретех. 

Михаил Игнатьев ветерансене ҫитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парса ҫитĕнтернĕшĕн мухтаса тав тунă. «Хамăрăн историне пĕлмесен, ăна хисеплемесен пуласлăх пирки калама хĕн», – тенĕ вăл сăмаха тăсса.  

Ҫар ретĕнче тăнисене пурне те, уйрăмах ветерансене, вĕсен ҫемьисене мухтаса тав тунă. «Мухтав та чыс, сире Тăван ҫĕршывăн хӳтĕлевҫисем!» - тенĕ республика Пуҫлăхĕ. 

Чăваш Республикин ҫар комиссарĕ Александр Мокрушин хăйĕн сăмахĕнче мероприятине пухăннисене саламланă май, ҫак уяв патшалăхшăн ҫав тери пысăк пулăм пулса тăнине палăртнă, тĕп мероприятисенчен пĕри тесе хакланă.  «Патриотизм тата Тăван ҫĕршыва юратма пĕлни пире пĕр чăмăра пĕрлештерет, вăйлăрах пулма хистет, мухтава ҫĕнсе илме пулăшать», - тенĕ Александр Мокрушкин. 

Ҫак кун асăннă мероприятине Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин  Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Чăваш Ен Правительствин пайташĕсем тата та ытти официаллă хăнасем пуҫтарăннă.  

Чи сумлă хăнасенчен пĕри – Чечен Республикинче пуҫне хунă салтакăн Игорь Петриковăн Раҫҫей Геройĕн амăшĕ тата Сири Араб Республикинче сарăмсăр пуҫне хунă Валерий Емдюковăн ашшĕ-амăшĕ.

Сумлă ентешсем хушшинче: Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин ветеранĕсен Яков Инедеркинăн (Хĕрлĕ Чутай районĕнчен) тата Семен Спиридоновăн (Елчĕк районĕнчен) тăван хĕрĕсем пулнă.

Уявăн торжествăлла пайĕнче хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă. Вăрҫăра пуҫне хунисене асăнса пĕр минутлăха шăплăха тытнă. «Сыны Отечества» обществăлла организацийĕн пайташĕсем республикăра пурăнакансене ӳлĕмрен те ҫитĕнӳсемпе палăрма суннă. «Эпир хамăр республикăра ӳссе ҫитĕннишĕн мăнаҫланатпăр. Чăваш Ен чысне хӳтĕлесе ҫӳлрен ҫӳле тытса пырассишĕн ырми-канми тăрăшатпăр», - тенĕ Раҫҫей Геройĕ Николай Гаврилов генерал-лейтенант.

«Ҫĕршыв Президенчĕн витĕмлĕхне пула, Тăван ҫĕршыв мăнаҫланса пырать, ҫар вăй илсе ҫĕнĕлле аталанать», - тенĕ «Товарищество офицеров «Сыны Отечества» обществăлла организацийĕн председателĕ Владислав Ильин вице-адмирал.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов хăйĕн сăмахĕнче ҫак хӑюлӑхпа паттӑрлӑх тата хастарлӑх уявӗнче Раҫҫей ҫарӗн пат­тӑрла ӗҫӗсемпе чаплӑ ҫӗнтерӗвӗсене мӑнаҫланса аса илнине, ҫар дежурст­вин­че тӑракан, халӑхшӑн вӑй ху­­расси чун туртӑмӗ, Тӑван ҫӗр­шы­ва хӳ­тӗ­лес­си ва­ра – професси пулса тӑнӑ ҫынсене чысланине палăртнă.

Ҫак кун уява пухăннисене Чăваш наци конгресĕн обществăлла организацийĕн президенчĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов, Сĕнтĕрвăррин епископĕ тата Шупашкар епархийĕн викарийĕ Игнатий  та ăшшăн саламланă.

 Мероприяти уяв концерчĕпе вĕҫленнĕ.  

Фоторепортаж



26 февраля 2018
06:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter