Чăваш Республикинче «Сыны Отечества» Мускаври пĕрлешĕвĕн регионти уйрăмĕн ятарлă представителĕсем пулнă

Михаил Игнатьев встретился с членами товарищества офицеров «Сыны Отечества»Нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикине «Сыны Отечества» Мускаври пĕрлешĕвĕн регионти уйрăмĕн ятарлă представителĕсем килсе ҫитнĕ. Офицерсем Чăваш Енри паллă ентешсем. Сумлă хăнасем Тăван ҫĕршывăн хӳтĕлевҫин кунĕ умĕн пирĕн республикăра пулнă. Чи малтан офицерсем Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ  Атăлҫи федераци округĕн Чăваш Енри кадетсен корпусĕнче строительство ĕҫĕпе кăсăкланнă, каярах Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче хастар яш-кĕрĕмпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Правительство ҫуртĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавран килсе ҫитнĕ хăнасемпе тĕл пулнă. Уҫă калаҫăва ҫакăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев хутшăннă.    

«Эсир региона килни ҫитĕнекен яшсемпе хĕрсене хавхалантарать, вĕсен патриотизм туйăмне вăйлатма пулăшать.  Сирĕнпе тĕл пулса калаҫни вĕсен асĕнче ĕмĕрлĕх тăрса юлать», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Хăнасене Чăваш Республикине хисеплесе килнĕшĕн мухтаса тав тунă.

«Сыны Отечества» Мускаври обществăлла организацийĕн председателĕ Владислав Ильин вице-адмирал, пĕр пухăннă пек чухне, хăйĕн шухăш-кăмăлĕ пирки каласа кăтартнă, республикăра ырă улшăнусене курса ĕненнине пĕлтернĕ.  

«Ҫав тери чаплă пысăк проект  пурнăҫа кĕни пире хавхалантарса тăрать.  Енчен те объект вăхăтра пурнăҫа кĕрес пулсан, чăннипех те ĕҫлекенсем пысăк хисепе тивĕҫ», - тесе палăртнă хăй шухăшне вăл.

Сăмаха май, нарăс уйăхĕнче Мускавра ҫар служащийĕсене халалласа торжествăлла пулăм пулса иртнине пĕлтернĕ.   Совет ҫарне йĕркеленĕренпе 100 ҫул ҫитнине тата «Сыны Отечества» организаци йĕркеленсе кайнăранпа 15 ҫул ҫитнине халалланă мероприятисем ҫав тери курăмлă пулнине асăннă вăл сăмаха тăснă май.  Республика организаципе яланах тачă ҫыхăну тытнине, пĕр-пĕриншĕн усăллă ĕҫсем пурнăҫланирне палăртнă сумлă хăнасем. «Пирĕн ĕҫсем – Чăваш Ен мăнаҫлăхĕ.  Республика ҫитĕнĕвĕ пире ĕҫлеме тата та хавхалантарса пырать», - тенĕ  вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.

«Тăван ҫĕршыв хӳтĕлевҫин кунĕ патшалăх шайĕнчи уяв пулса тăчĕ.  Ватти-вĕтти ҫĕршывăмăр пуласлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшни куҫкĕретех. Апла пулсан, пирĕнтен кашни Тăван ҫĕршыва хӳтĕлеме яланах хатĕр», - тенĕ Владислав Ильин.

Михаил Игнатьев офицерсем кулленех регионта иртекен мероприятисене хутшăннине пĕлтернĕ.  Ҫитĕнекен ăру ҫар тивĕҫне пурнăҫламаллине лайăх ăнланать.  Ҫулсерен салтака кайнă яшсем контрактпа ĕҫлеме юлни те ҫакнах ҫирĕплетсе парать.   Чи пахи яшсем ҫар ретне хаваспах тăраҫҫĕ тенĕ хăнасем.

Раҫҫей Геройĕ, Николай Гаврилов генерал-лейтенант тата Валерий Андреев контр-адмирал Чăваш Ен Пуҫлăхне Михаил Игнатьева регионта кадетсен юхăмне вăй илтерсе пыма витĕм кӳнĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Ачасем Чăваш Енрен вĕренсе тухнă хыҫҫăн, час-часах аслă шкулсене малалла ăс пухма кĕнине ырăпа каланă сумлă ентешсем.

Валерий Андреев регионта кадетсен юхăмĕнче тăрăшакансем тĕрлĕ ăмăртусенче яланах малти вырăна тухнине пĕлтернĕ,  уншăн вĕрентекенсене мухтаса тав тунă. Тĕлпулу вăхăтĕнче ытти ыйтусене те тĕплĕн сӳтсе явнă. 

Фоторепортаж



26 февраля 2018
06:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter