Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Атăлҫири регионсен хушшинчи çут çанталăка сыхлакан прокурорпа Вениамин Селифановпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев провел рабочую встречу с Волжским межрегиональным природоохранным прокурором Вениамином СелифановымНарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Атăлҫири регионсен хушшинчи çут çанталăка сыхлакан прокурорпа Вениамин Селифановпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Тĕлпулу вăхăтĕнче ҫут ҫанталăк ресурсĕсене упрас, шыва юрăхсăра кăларассинчен асăрханассипе ҫыхăннă ыйтусем тавра сăмахланă.  

Вениамин Селифанов хăйĕн сăмахĕнче, Хусанта нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче, РФ Патшалăх Думин экологи тата тавралăха упрас ыйтусемпе ĕҫлекен Комитетăн анлă ларăвĕ иртнине пĕлтернĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйту Атăл шывне таса марлăх ярса илессинчен асăрханасси пулнине пĕлтернĕ.

Атăлҫи федераци округĕн прокурорĕ Чăваш Республики тăван тавралăха упрас тата экологи ыйтăвĕсене тивĕҫлĕ шайра татса парассипе ыттисемшĕн тĕслĕх пулнине каланă. Экологи ыйтăвĕсемпе тивĕҫлĕ шайра ĕҫлесе пынине пысăка хурса хакланă сумлă хăна.   Регионта «Сохранение и предотвращение загрязнения реки Волги на территории Чувашской Республики» приоритетлă проектăн паспортне те йышăннă.  Йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе те пысăк проект пурнăҫа кĕртнĕ. «Эпир республикăна ҫитменлĕхсене тупса палăртма кăна килместпĕр, сирĕн паха ĕҫ опытне курса хамăр ĕҫре тĕпе хурса пыма вĕренсе каятпăр», – тенĕ прокурор.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев промышленноҫ пайĕнче экологи хăрушсăрлăхĕ тĕп вырăнта тăнине, Раҫҫей Президенчĕ тата РФ Правительстви те ҫак ыйтусем ҫине пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă, Чăваш Ен Правительствишĕн те малти вырăна тухса тăнине пĕлтернĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Ҫĕнĕ Шупашкарти ТБО хальхи пурнăҫ таппипе пĕтĕмпех тӳр килет. Технологи пысăк, йăлари хытă каяшсене производство типтерлĕ калăплать.  Ҫӳп-ҫапсене суйламалли ятарлă объектсем Канашра, Ҫĕмĕрле хулисенче хута яма плана кĕртнине пĕлтернĕ республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

«Атăла сыватас» федераци программине Чăваш Республики хутшăнма хатĕр. «Пĕрле тăрăшса анлă Атăл шывне усал ҫӳп-ҫапран тасатса хăварасси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ сăмаха пĕтĕмлетнĕ май.  

Фоторепортаж



27 февраля 2018
12:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter