Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫĕрпӳ районĕнче ĕҫлĕ визитпа пулнă, унта муниципалитетăн пĕлтĕрхи ҫулшăн ĕҫ кăтартăвĕсене анлăн пăхса тухнă

Нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫĕрпӳ районĕнче ĕҫлĕ визитпа пулнă, унта муниципалитетăн пĕлтĕрхи ҫулшăн ĕҫ кăтартăвĕсене анлăн пăхса тухнă, 2018-мĕш ҫул валли тĕллевсене палăртнă.  Анлă лару ĕҫне районти тĕп Культура ҫурчĕнче йĕркелесе ирттернĕ. Вырăнти актив чылай пуҫтарăннă.  Яланхиллех канашлăва уҫиччен, чи малтан республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитет пĕрлешĕвĕн ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу туса ирттернĕ. Каярах  ҫамрăк яш-кĕрĕме, хисепе тивĕҫнисене, стипенди илнине ҫирĕплетекен свидетельство парса хавхалантарнă. Ҫак кун ертӳҫĕсем район хатĕрленĕ куравпа та паллашнă.

Михаил Игнатьев канашлу ĕҫне тытăннă май, ҫакăн йышши мероприятисенче пĕлтĕрхи ҫула пĕтĕмлетни кăна мар, малашлăх валли палăртнă тĕллевсем те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăнса хăварнă. Виҫĕ ҫуллăха йышăннă республика бюджетне тĕпе хурса, приоритетлă ыйтусене пурнăҫа кĕртессишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемеллине каланă.

Вырăнта ĕҫлесе пурăнакансене, ҫĕре хисеплесе тухăҫлă усă курнăшăн мухтаса тав тунă.  Шăпах та, ял ҫынни тăрăшнине кура, районăн ӳсĕмĕ курăмлăнах хăпарса пынине асăннă.

Чи пахи - муниципалитет пĕрлешĕвĕнче вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕ анлă аталанса пыни. Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, района аталанса вăй илме чăрмав кӳрекен ыйтусене вăхăтра татса парассишĕн пурин те ҫине тăрсах ĕҫлемеллине каланă.  Ҫулсерен активпа тĕл пулса калаҫни туххăмрах ыйтусене татса пама витĕм кӳрет тесе сăмаха малалла тăснă вăл.  

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Ҫĕрпӳ районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫласа пыракан Алла Волчкова тĕплĕ доклад тунă.

Ҫĕрпӳ районĕн пĕрлештернĕ бюджечĕ 2017 ҫулта 1 млрд 183 млн танлашнă. 2016-мĕш ҫулхипе танлаштарсан кăтарту 2 хут пысăк пулни курăнать.  Налукран хыснана 267,9 млн пухăннă, кăтарту 106,5 процентпа танлашать.  Ку енĕпе ытти районсемпе хуласем хушшинче муниципалитет пĕрлешĕвĕ тĕслĕх вырăнĕнче.  Район бюджечĕн тăкак пайĕ 1 млрд 185 млн танлашнă, планпа пăхса хăварнинчен 94,1 процент пулать.

2017 ҫулта инвестициллĕ 27 проекта пурнăҫа кĕртнĕ, вĕсем пурĕ 174,7 млн пулнă.  Халăх валли ҫĕнĕ 200 вырăн хатĕрленĕ.  Районта таварсен ҫаврăнăшĕн калăпăшĕ чылай ӳснĕ, 112,6 процентпа танлашнă, ытти районсем хушшинче 7-мĕш вырăнта тăрать муниципалитет пĕрлешĕвĕ. Ҫĕрпӳре ĕҫлекенсен вăтам шалу укҫин виҫи те самай пысăкланнă, хальлĕхе вăл 21378,1 тенкĕпе танлашать.  

Ял хуҫалăхне аталантарассипе те ҫитĕнӳсем пур, аш-какай тирпейлессипе кăтарту хăпарнă, сĕт сăвăмĕ те ӳснĕ.

Пур-ха йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем те. Вĕсем: районта ҫурт-йĕр ҫавăрассипе сахалтарах ĕҫленĕ.  Планпа пăхса хăварнинчен пĕтĕмпе те 65,7 процент ҫеҫ пурнăҫлани сисĕнет. «Енчен те ҫуртсем хута ямастпăр пулсан, ҫамрăксем ăҫта пурăнма юлаҫҫĕ, вĕсене хăтлă условисем кирлĕ-ҫке-ха», - тесе каланă республика Пуҫлăхĕ.

Алла Волчкова хăйĕн сăмахĕнче ҫитес тапхăрта хулара «Севернăй» ҫĕнĕ микрорайон ҫĕклеме тĕллев лартнине асăннă, ăна валли ҫĕрсене йĕркене кĕртсе пĕтермеллине те палăртнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ку хутĕнче муниципалитетра пурăнакансен нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене тунăшăн, взноссене вăхăтра тӳлесе пыманнине пăшăрханса каланă. Халăхпа ытларах ăнлантару ĕҫĕсене йĕркелеме хушнă. Ҫынсем каярах епле инкексемпе тĕл пулма пултарассине те каласа кăтартмалла тенĕ вăл сăмаха тăсса. Ҫĕрпӳ районĕнче нумай хваттерлĕ ҫуртсенче пурăнакансем пĕтĕмпе те планпа пăхса хăварнинчен 63 процент ҫеҫ укҫа пуҫтарса ҫитерни сисĕнет тенĕ ертӳҫĕсем канашлура.

«Енчен те халăх хăй взносне тӳлемест пулсан, администраци кăна ыйтни ҫителĕксĕр, управляющий организацисене те ҫак ĕҫе явăҫтармалла.  Пĕр сăмаха каласан, ҫынсене пĕтĕмпех ĕҫ-пуҫ мĕн патне илсе ҫитерме пултарассине лайăх ăнлантарса памалла», - тесе ҫирĕппĕн каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин финанс министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Фарида Муратова бюджет политикин ыйтăвĕсем пирки чарăнса тăнă.  Пĕлтĕр республика хыснинчен муниципалитет пĕрлешĕвне пĕтĕмпе каялла тавăрса памалли мар пулăшăва 917 млн куҫарса панине пĕлтернĕ финанс министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ. Кăтартăва 2016-мĕш ҫулхипе танлаштарас пулсан, 2,6 хут нумайрах пулни курăнать.  Чи нумай укҫа Ҫĕрпӳри шкула хăпартса лартма тăкакланă, ăна валли республика бюджетĕнчен 530 млн яхăн куҫарнă. «Южнăй» микрорайонта 1000 ачана вырнаҫтармаллăх ҫĕнĕ шкул ҫĕкленнĕ.  

Фарида Муратова вырăнти бюджета тултарассипе ертӳлĕхсене ҫине тăрсах ĕҫлеме сĕннĕ, ресурссемпе пĕлсе тата тĕрĕс усă курса пымаллине каланă. Енчен те предприятисемпе организацисем ҫĕрсемпе тата пурлăхпа аренда шучĕпе усă кураҫҫĕ пулсан, укҫана вăхăтра куҫарса пымалла. Хăйсем ҫине илнĕ тивĕҫе таса чунпа пурнăҫламаннисем пирки халăхпа пĕрле пухăнса сӳтсе явмалла, явап тыттарассишĕн те ĕҫлемелле. Калăпăр,  парăмҫăсем ҫаксем: «Молочный завод «Цивильский» ТМЯО,  «Волгомост» – Мостоотряд №3 ПАО, «Чувашский бройлер» АУО, «Радуга» ТМЯО, «Мой дом» ТМЯО, «Цивил» СП, Агрофирма «Куснар» АХО, «Вымпел»  ТМЯО, «Унга»  ТМЯО     тата ыттисем те.

 Тепĕр пысăк ыйту – халăх предприятисенче суя ĕҫ хучĕсемпе ĕҫлени. Вĕсене пула та бюджета 43,2 млн ҫителĕксĕр пуҫтарăнса пырать.

Районти тĕп врач Валенина Озерова хăйĕн докладĕнче муниципалитетра медицина ĕҫченĕсем ҫителĕксĕр тесе палăртнă,  «Земский доктор» тата «Земский фельдшер» патшалăх программисем витĕм кӳрессине шанса каланă. Сăмаха май, республика Правительствине районти сиплев учрежденине тĕпрен юсав ĕҫне йĕркелеме 35 млн тенкĕлĕх пулăшу куҫарса панăшăн тав сăмахĕсем каланă. Район федераци трассипе ҫывăх, ăна кура ҫулсем ҫинче пулнă инкексенче айăпланнă ҫынсене час-часах вĕсем патне вырнаҫтарнине каланă вăл сăмаха тăсса.  Больница ҫывăхĕнче травмоцентр хута яма пулмасть-ши тесе ыйтнă вырăнти тĕп тухтăр ертӳҫĕсенчен.

Чăваш Республикин экономика министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Инна Антонова   предпринимательлĕх пайĕ пирки тарăнрах чарăнса тăнă.  НФЦ бизнес тытăмĕнче вăй хуракансене сахал мар пулăшу панине асăннă. Районта вак тата вăтам бизнес куҫкĕретех лайăх аталанса пырать тенĕ министрăн пĕрремĕш ҫумĕ хăйĕн сăмахĕнче. Вĕсем патшалăх пулăшăвĕсемпе те пĕлсе тата тĕрĕс усă курса пынине палăртнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ лавккасенче ытларах Чăваш Республикинче тирпейленсе тухакан таварсем пулмаллине асăрхаттарнă вырăнти ертӳлĕхе.

Ҫĕрпӳ районĕн прокурорĕ Рамиль Рафиков саккунсен йĕркисем пирки каласа хăварнă, муниципалитет вĕсемпе пĕлсе еплерех усă курни ҫинчен чарăнса тăнă.

Кун йĕркинчи тепĕр пысăк ыйту – ял хуҫалăх валли уйăрнă ҫĕр лаптăкĕсене пусă ҫаврăнăшне кĕртесси. Кунпа та ҫивĕч ĕҫлемеллине асăрхаттарнă республика Пуҫлăхĕ.

Районти шалти ĕҫсен пайĕн пуҫлăхĕ Николай Зологин хăйĕн докладĕнче муниципалитет пĕрлешĕвĕнче оперативлă лару-тăру пĕр тикĕс лайăх пулса пынине пĕлтернĕ, анчах та   наркотик сарăлни кăштах сисĕнет тенĕ пуҫлăх. Ял тăрăхĕсенче профилактика ĕҫне ытларах ирттерме чĕнсе каланă, ыйтăва никамăн та куҫран вĕҫертме юраманнине палăртнă сăмаха малалла тăснă май.

Район пуҫлăхĕ Татьяна Баранова хăйĕн сăмахĕнче муниципалитет пĕрлешĕвĕнче депутатсем пĕр-пĕринпе ăнланса тухăҫлă ĕҫлесе пынине асăннă. «2018 ҫул валли лартнă тĕллевсем паллă, вĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн пурин те ҫине тăрсах ĕҫлемелле», - тенĕ ертӳҫĕ.  

Канашлу вăхăтĕнче республика Пуҫлăхĕ халăхăн ыйтăвĕсем ҫине те хурав панă.  Муниципалитет пĕрлешĕвĕнче  «Волгамост» ПАО япăх ĕҫленине кура, Ҫĕрпӳн аслă кĕперĕ вăхăтра йĕркене кĕрсе пыман.  Кăҫал ҫĕнĕ подрядчик тупса палăртма конкурс палăртнă. Пысăк Ҫавал кĕперне  иккĕмĕш тапхăрпа строительство ĕҫне пуҫласси паллă.  Объекта 2019-мĕш ҫул вĕҫĕ тĕлне тĕпрен туса пĕтерсе хута яма плана кĕртсе хăварнă.

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, пĕтĕмĕшле район активлă аталаннине, кăтартусем те пуррине палăртнă.  Малашне те ӳсĕмсемпе палăрма вырăнти халăха пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлеме чĕнсе каланă.  

Фоторепортаж



27 февраля 2018
07:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter