Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн транспорт Министрĕ Максим Соколов йĕркелесе ертсе пынă видеоканашлăва хутшăннă

Михаил Игнатьев принял участие в селекторном совещании по вопросам реализации приоритетного проекта «Безопасные и качественные дороги»Нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн транспорт Министрĕ Максим Соколов йĕркелесе ертсе пынă видеоканашлăва хутшăннă.  Кун йĕркинчи тĕп ыйту – «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» приоритетлă проект пурнăҫа епле кĕрсе пыни.  

«Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» Президент йышăннă проект иккĕмĕш ҫул ăнăҫлă пурнăҫа кĕрсе пырать», - тенĕ Максим Соколов хăйĕн сăмахĕнче. 2017 ҫулта раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче РФ Правительствин хушăвĕпе килĕшӳллĕн, Раҫҫейри 36 субъекта 31,25 млрд тенкĕ пайласа панине палăртнă канашлура. «Кăҫал та регионсене пĕлтĕрхи пекех укҫа-тенкĕ уйăрма бюджетра пăхса хăварнă, унăн калăпăшĕ 34 млрд 200 млн танлашать», - тесе пĕлтернĕ ырă хыпара РФ транспорт Министрĕ.

«Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» приоритетлă проект планне пурин те туллин пурнăҫлассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемелле.  2018 ҫулта 30 пин те 800 ҫухрăм ҫул-йĕрсем тирпейлесе сарма плана кĕртсе хăварнă. Пĕтĕмпе планпа пăхса хăварнинчен 61 процент пулĕ. Енчен те пĕлтĕр кăтартăва 44 процент ҫеҫ ҫитермелле пулнă пулсан, ăна субъектсем 50 процента ҫити хăпарнă.

«Чи кирли ҫулсем ҫинче инкек пулнă тĕслĕхсен шутне чакарасси. Кăтартăва 34 процента ҫити сахаллатасси тĕп тĕллевсенчен пĕри», - тенĕ Раҫҫей Федерацийĕн транспорт Министрĕ.

Чăваш Республикинче «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» проектпа  2017 ҫултан  ĕҫлеме пуҫланă.  Пирĕн регион  36 субъект хушшинче тăрать.  Ҫак программăпа 4 муниципалитетра ĕҫлеҫҫĕ: Шупашкарта, Ҫĕнĕ Шупашкарта, Муркашра Шупашкар районĕнче.

2018 ҫулта 75 объект тĕпрен ҫĕнетме плана кĕртсе хăварнă, вĕсене пурнăҫлама 1 млрд 461 млн уйăрнă.

Патшалăх программине пурнăҫа кĕртес ыйтăва Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫирĕп тĕрĕслевре тытать.

Регион Ертӳҫи ҫапларах каланă: «Паха ҫул-йĕрсем сарса пымасăр, пурăнмалли условисене лайăхлатма хĕн.  Автомашина ҫулĕсене ҫийĕнчех ҫĕнетсе тăмалла.  Раҫҫей Федерацийĕн стратеги аталанăвĕн приоритетлă проекчĕ Раҫҫей Президенчĕн пуҫарăвĕпе пулнă.  Ăна Чăваш Енре пурăнакансем хапăл тусах йышăннă.  Пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри – автомашина ҫулĕсене тивĕҫлĕ шайра тытса тăрасси», - тенĕ. 

Фоторепортаж



27 февраля 2018
13:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter