Террора хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ

Состоялось заседание антитеррористической комиссии Чувашской Республики

Нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев террора хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн ларăвне ертсе пынă.

Ларăва пухăннисем террортан хӳтĕленес тесе йышăнса хăварнă саккунсен йĕркисене пăхăнассине,  2018 ҫулта футболла выляссипе  тĕнче чемпионатне ирттернĕ чухне, транспорт инфратытăмĕпе ҫыхăннă объектсенче, хăрушсăрлăхпа тивĕҫтермеллине тĕплĕн сӳтсе явнă.  

Чăваш Республикин транспорт  тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕн ҫумĕ Сергей Яхатин хăйĕн докладĕнче террора хирĕҫ кĕрешессипе хатĕрленсе ирттернĕ ĕҫсемпе паллаштарнă.  АТК ларăвĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Президентне суйламалли кун, пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче те, хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси малти вырăна тухса тăмаллине палăртнă.  

Чăваш Республикинчи Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков хăйĕн сăмахĕнче суйлава хатĕрленсе мĕнпур влаҫ органĕсенче ĕҫлекенсене явăҫтарнине  пĕлтернĕ.    

Ку хутĕнче ĕҫе пухăннисем Интернет сетьĕнче терроризм идеологине сарассинчен сыхă пулмалли пирки те палăртнă, комплекслă планпа килĕшӳллĕн ыйтусене ҫивĕч тĕрĕслесе тăмаллине асăннă.  Чăваш Республикинче административлă право йĕркине ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварнă,  ҫак ĕҫе РФ  2006-мĕш ҫулта пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче 35-мĕш №-лĕ федераци саккунне тĕпе хурса йышăннă.  Енчен те Чăваш Енри террора хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн йышăнăвĕсене пурнăҫламасан, граждансене явап тыттарма ирĕк пур, пĕр пинрен пуҫласа виҫĕ пин таран штраф тӳлеттермелле йышăннă, енчен те должноҫри ҫынсем пулсан, вĕсене пиллĕк пинрен пуҫласа вун пиллĕк пин таран укҫа тӳлеттерме май пур. Предприятисемпе организацисене алă пинрен пуҫласа ҫĕр пин таран тӳлеттерме йышăнса хăварнă.  Кун пек саккунсене Атăлҫи федераци регионĕсенче: Оренбургра, Пензăра, Саратов облаҫĕсенче йышăннă.  

«Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси патшалăх приоритечĕ.  Пирĕн йĕрке тăвассишĕн хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех пурнăҫлама тăрăшмалла»,  тесе ҫирĕппĕн каланă сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

 

Фоторепортаж



27 февраля 2018
14:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter