Чăваш Ен Правительствин команди Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн командипе хоккей вылянă

Состоялся товарищеский хоккейный матч между сборными Правительства и Госсовета ЧувашииНарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче «Шупашкар-Арена пăр керменĕнче Чăваш Ен Правительствин команди Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн командипе хоккей вылянă. Юлташла матч хĕрӳ пынă.  

Правительство командине Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн ушкăнне  Председателĕ  Валерий Филимонов  йĕркелесе пынă.

Ҫакнашкал юлташла ăмăртусене ирттересси ҫирĕп йăлана та кĕнĕ ĕнтĕ. Спорт пурне те пĕр чăмăра пухса, пĕр шухăшлă пулса тухăҫлă ĕҫлеме те сахал мар витĕм кӳрет. Палăртса хăвармалла, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем регион Пуҫлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тăтăшах тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене хутшăнаҫҫĕ, ҫакăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем хăйсен Председателĕпе Валерий Филимоновпа спортăн тĕрлĕ енĕпе хăйсен ăсталăхне туптаса пыраҫҫĕ.  Ҫитĕнӳсем те ҫук мар, тĕрлĕ шайри ăмăртусенче малти вырăна тухни те ҫакнах ҫирĕплетет.  Апла пулсан, республикăра сывă пурнăҫ йĕркине тытса пырассипе ĕҫсем курăмлă пулса пыраҫҫĕ.   

Ĕнер ҫак ăмăртусене Пхенчханра иртнĕ Олимпиада ăмăртăвĕсене халалланă. Пирĕн Раҫҫей команди ылттăн медале тивĕҫни пурсăмăра та тата та ытларах спорта ҫӳреме хавхалантарса ячĕ.  Матч ҫав тери чаплă иртнĕ. Куракансем куҫ вĕҫертмесĕр пăхни никамшăн та вăрттăнлăх пулмарĕ, кашни ҫын чăтăмсăррăн ҫитĕнӳсене кĕтнĕ. Раҫҫейĕн пĕрлештернĕ команди юлашки тапхăрта хăйсен хирĕҫле командине кая хăварса мала тухрĕ.  Пуҫласа 26 ҫул хушшинче Раҫҫей команди  Олимп вăййисенче ылттăн медале илме пултарчĕ.  

Ĕнерхи юлташла ăмăртура командăсем пĕрне-пĕри ăнланса пас пама пĕлнине ҫирĕплетрĕҫ, мала тухассишĕн кашни спортсмен хĕрӳ тупăшрĕ, туслăх пур-пĕрех ҫĕнтернĕ.

Фоторепортаж



27 февраля 2018
09:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter