Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Элĕк районĕн ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев провел рабочую встречу с руководством Аликовского районаНарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Элĕк районне тухса кайнă. Унта вăл муниципалитет пĕрлешĕвĕн пĕлтĕрхи ҫулăн ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе тата 2018 ҫул валли тĕллевсене палăртассипе ҫыхăннă канашлăва хутшăнать.  

Чи малтан кун йĕркипе килĕшӳллĕн  республика Пуҫлăхĕ Элĕк районĕн пуҫлăхĕпе Владислав Волковпа тата район администрацийĕн ертӳҫипе Александр Куликовпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

2017 ҫулта муниципалитетра ҫурт-йĕрсем хăпартассипе сӳрĕк ĕҫленине, палăртса хунă планран пĕтĕмпе те 65 процент ҫеҫ пурнăҫа кĕртнине каланă республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Александр Куликов хăйĕн сăмахĕнче пĕтĕмпе 76 ҫурт районта хута янине пĕлтернĕ, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 6524 тăваткал метр чухлĕ йышăннине асăннă. «2018 ҫулта плана кĕртсе хăварнă мĕнпур ĕҫсене туллин пурнăҫлама тĕллев лартатпăр. Пурĕ 10 пин тăваткал метр чухлĕ ҫурт ҫĕклеме плана кĕртнĕ»,  тесе каланă муниципалитет пĕрлешĕвĕн ертӳҫи.

Ку хутĕнче тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем ЖКХ парăмĕсем пирки те канашланă. Газшăн, ҫутăшăн парăм 2,8 млн пухăннине пăшăрханса пĕлтернĕ. Пĕлтĕрхинчен ҫак кăтарту 1,6 процент пысăк тенĕ республика Пуҫлăхĕ.

Вырăнти ертӳҫĕ управляющий компанисемпе тăтăшах парăмсене парса татмалли пирки ятарлă ĕҫсем йĕркеленине палăртнă.

Ырă ен пирки те каласа хăварнă  районăн ҫут ҫанталăк газĕшĕн парăм пĕр пус та пухăнман.

2018 ҫулта халăхăн пуҫаруллă 9 проектне пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнине, ял тăрăхĕсенче ҫынсем инфратытăма ҫĕнетессишĕн сахал мар тăрăшнине палăртнă.  Патшалăх программипе тухăҫлă усă курма, граждансен проекчĕсене ытларах пурнăҫа кĕртме сĕннĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Икĕ ен ку хутĕнче район бюджечĕ пирки те чарăнса тăнă,  муниципалитетăн социаллă пурнăҫĕпе экономикине кирлĕ пек шайра аталантарса пымалли мелсем пирки канашланă.

Фоторепортаж



27 февраля 2018
14:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter