Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Йĕпреҫ районĕн ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев провел рабочую встречу с руководством Ибресинского районаНарăс уйăхĕн  27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Йĕпреҫ районне ĕҫлĕ визитпа кайнă. Муниципалитетăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене тишкерĕҫ, кăҫалхи ҫул валли  тĕллевсене палăртĕҫ.  

Канашлу ĕҫне тытăниччен, Михаил Игнатьев Йĕпреҫ районĕн ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Уҫă калаҫăва Йĕпреҫ районĕн пуҫлăхĕ Александр Яковлев тата район администрацийĕн ертӳҫи Сергей Горбунов хутшăннă.

Тĕплĕ калаҫу вăхăтĕнче пуҫлăхсем бюджет ыйтăвне, пурлăхсемпе пухăнса кайнă парăмсене парса татассине, электроэнерги пайне вăйлатассине, строительство ĕҫĕсене ӳстерессине, социаллă сферăна, инфратытăма ҫĕнетессине, халăх валли ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем йĕркелессине тата та ытти нумай ыйтусем тавра калаҫнă.  Ял тăрăхĕсенче тирпей-илем кĕртес ыйту та кун йĕркинче тăнă.

Калаҫу вăхăтĕнче ял хуҫалăхне аталантарасси пирки сăмахланă, АПК производствисене хута ярасси пирки чарăнса тăнă, уй-хир ĕҫĕсене вăхăтра тытăнасси те пĕлтерĕшлĕ тесе каланă.  Ял ҫыннисен шалу укҫин виҫине хăпартса пымаллине те палăртнă ертӳҫĕсем.  

Фоторепортаж



27 февраля 2018
16:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter