Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕпе Рафаэль Марданшинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Михаил Игнатьев провел рабочую встречу с депутатом Госдумы РФ Рафаэлем МарданшинымЧăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕпе, строительство тата саккунсен ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕн ҫумĕпе Рафаэль  Марданшинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

 Рафаэль Марданшин хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республики пирки ырăпа каланă, тĕп хула ҫав тери хăтлă та илемлĕ тесе ҫирĕплетнĕ,  Чăваш Енре ҫул-йĕрсем паха тесе хакланă. Чăваш Республикин тĕп хулинче питĕ чаплă тенĕ. Пурăнма халăх валли условисем те меллĕ тесе ҫирĕплетсе каланă сумлă хăна. Сахал мар регионта ертӳҫĕсем ĕҫ пурнăҫланине асăннă сăмаха малалла тăснă май Рафаэль Марданшин.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн сăн-сăпатне ырă енне улăштарма, халăх валли хăтлă условисем йĕркелеме Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ йышăнакан пуҫаруллă проектсем чылай витĕм кӳнине палăртнă. Калăпăр, «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» ҫĕршыв Ертӳҫин пуҫаруллă приоритетлă проекчĕ хăйех пысăк тĕрев пачĕ тенĕ вăл. Чăваш Республикинче ҫул-йĕрсене тирпейлесе сарма 1 млрд 461 млн тенкĕ тăкаклама палăртса хунă. «Вырăнти культура ҫурчĕ» тата «Пĕчĕк хуласенчи парксем» ятлă проектсем  Чăваш Енре халăхăн кăмăлне тултарнă, питĕ килĕшнĕ.  

Ертӳҫĕсем тĕлпулу вăхăтĕнче ытти ыйтусене те анлăн сӳтсе явнă.

Фоторепортаж



28 февраля 2018
08:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter