Элĕк районĕнче социаллă экономикăн иртнĕ çулхи аталанăвне пĕтĕмлетнĕ, кăçалхи тĕллевсене палăртнă

Михаил Игнатьев принял участие в подведении итогов социально-экономического развития Аликовского районаНарăс  уйăхĕн 27-мĕшĕнче Элĕк районĕнче анлă канашлу иртнĕ, ĕҫе пухăннисем муниципалитет пĕрлешĕвĕн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрĕсене пăхса тухнă, 2018-мĕш ҫул валли тĕллевсене палăртнă.

Канашлăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев уҫнă, вăлах йĕркелесе ертсе пынă. «Пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, район епле аталанса пыни. Унăн пуласлăхĕшĕн  мĕнле проектсене пурнăҫа кĕртме тĕллев лартни, халăха валли ĕҫ вырăнсем хатĕрлени, ҫынсен ĕҫ укҫин шайне ӳстерсе пыни те пурсăмăра та кăсăклантарать», - тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Ял хуҫалăх валли уйăрнă ҫĕр лаптăкĕсене пусă ҫаврăнăшне кĕртесси, аграри тытăмне вăй илтересси те кун йĕркинче тăнине асăннă республика Ертӳҫи.   

Социаллă темăсем пирки сăмах пуҫарнă май, регион Пуҫлăхĕ ку тĕлĕшпе ыйтусем пĕтĕмпех туллин пурнăҫланса пынине пĕлтернĕ.  Калăпăр, бюджет тытăмĕнче вăй хуракансен шалу укҫин виҫи хăпарса пыни те никамшăн та вăрттăнлăх мар. Ĕҫ ветеранĕсене, нумай ачаллă ҫемьесене тата ытти категорире тăракан граждансене патшалăх вăхăтра укҫа-тенкĕ куҫараса парать.

Паянхи пурнăҫ таппинче, уйрăмах ял халăхĕпе куҫа-куҫăн тĕл пулса калаҫни пысăк витĕм кӳнине палăртнă республика Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май. Граждансем тăтăшах хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем пирки влаҫри ҫынсене пĕлтерни самай пысăк пулăшу, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене татса пама меллĕ тесе асăнса хăварнă Михаил Игнатьев.   

Канашлăвăн кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа район администрацийĕн пуҫлăхĕ Александр Куликов тĕплĕ доклад тунă.

 2017 ҫулта района инвестици сахал мар хывнă предприятисемпе организацисем, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 215,9 млн танлашнă. Палăртма кăмăллă, ял хуҫалăхне аталантарса пыма патшалăх енчен пысăк тĕрев пулнă, аграри тытăмĕнче вăй хуракансем 40,2 млн тивĕҫнĕ. Пĕлтĕр ҫанталăк лăпкă тăманнине кура, хăш-пĕр хуҫалăхсем тăкак тӳснĕ, таварсен калăпăшĕ сахалтарах пулни сисĕнет, кăтарту 5,6 процент чухлĕ пĕчĕкленĕ.  Ҫав вăхăтрах аш-какай, сĕт сăвăмĕ  тирпейлессипе кăтарту хăпарнă. Районта халăхăн вăтам ĕҫ укҫин шай пĕчĕк мар, республикăри ытти районсем хушшинче вĕсем 4-мĕш вырăнта тăраҫҫĕ.

Район хыснин тупăш пайĕ нумайланнă, 20 процент ӳснĕ. Аренда шучĕпе ҫĕрсемпе пурлăхсемпе усă куракансем вăхăтра укҫа куҫарса пани паллă, парăма кĕрсе ӳкнисенчен судпа шыраса илнĕ тĕслĕхсем те пур. Пур-пĕрех яваплăха туйса ĕҫлемен организацисем тăрса юлнă. Вĕсем: «Тепловодоканал» ТМЯО, унăн учредителĕсем – Никифорова А.В. тата Порфирьев Ю.Г.  

Тепĕр ыйту пирки те чарăнса тăнă республика Пуҫлăхĕ. Районта икĕ шкулта хутса ăшăтмалли тытăмсем ҫителĕксĕр ĕҫленине каланă. Муниципалитет пĕрлешĕвĕнче усă курăнман ҫĕр лаптăкĕсем те пур-ха. Енчен те вĕсемпе тухăҫлă ĕҫлесе пырсан, сахал мар пулăшу пулĕ районшăн тенĕ республика Пуҫлăхĕ.  

Вырăнти халăхăн пуҫаруллă проектсемпе ытларах ĕҫлемелле, ял тăрăхĕсенче инфратытăм лайăх енне улшăнса пымалла. Патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курма тăрăшмалла тесе каланă ертӳҫĕсем.

Чăваш Республикин финанс министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Фарида Муратова НДФЛ пирки каласа кăтартнă, ăна район ҫителĕксĕр пухнине пĕлтернĕ.  Муниципалитетра 3143 ҫын «сăрă» схемăпа предприятисенче ĕҫленине пăшăрханса каланă вăл сăмаха тăснă май. Апла пулсан, бюджета 30 млн ытла укҫа пуҫтарăнманни куҫкĕретех.

Элĕк районне социаллă ыйтусене татса пама республика хыснинчен 2017 ҫулта 98,6 млн куҫарса панă, 7,3 пин ҫын вĕсемпе усă курнă, муниципалитетра пурăнакансенчен 47 проценчĕ шутланать.

Районти тĕп врач Валерий Егоров медицина пайĕнче лару-тăру япăх маррине, ФАПсенче кăтартуллă ĕҫленине, халăх кăмăллă пулнине пĕлтернĕ. Патшалăх программипе района пĕр специалиста явăҫтарма шут тытнине ырă хыпара каланă.  Сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче пурлăхпа техника бази пуянлансах пынине те асăнса хăварнă вăл. Пĕр сăмахпа каласан, районта пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсем вăй илсе пыни куҫкĕретех.  

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем: Леонид Черкесов, Николай Малов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Александр Федотов саккунсем йĕркисем ҫинчен каласа кăтартнă, ҫĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă.

Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева хăйĕн докладĕнче ҫĕрсемпе района тухăҫлă ĕҫлесе пыма сĕннĕ. Ырă хыпар пирки те пĕлтернĕ - районта мăшăрсем уйрăлнă тĕслĕхсем питĕ сахал, ыттисемшĕн ку енĕпе вĕсем тĕслĕх вырăнĕнче тенĕ министр.  

Канашлăва ҫак кун ҫакăн пекех Чăваш Республикин экономика министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Инна Антонова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Чăвашпотребсоюз» канашĕн председателĕ Валерий Павлов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «ТУС» АХО генеральнăй директорĕ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов хутшăннă.   

Канашлу ĕҫне пухăннисем районта ФОКра бассейн хута яма пуррипе ҫукки пирки ыйтса пĕлнĕ. Инвестор тупсан, район хăй вăйĕпех ҫак ĕҫе пурнăҫлама пултарĕ тесе каланă республика Пуҫлăхĕ.

Ĕҫе пĕтĕмлетнĕ май, регион Ертӳҫи район пĕлтĕр япăх мар ĕҫленине каланă, малашне те ӳсĕмсемпе палăрма сĕннĕ. Ҫамрăксен патриотизм туйăмне ӳстерсе пырассипе те тăрăшмаллине асăннă.  Пурне те ырми-канми пĕтĕм чун хавалĕпе килĕшсе ĕҫленĕшĕн мухтаса тав тунă.

Фоторепортаж



28 февраля 2018
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter