Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Йĕпреҫ районĕнче ĕҫлĕ визитпа пулнă, унта муниципалитетăн пĕлтĕрхи ҫулшăн ĕҫ кăтартăвĕсене анлăн пăхса тухнă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев принял участие в подведении итогов социально-экономического развития Ибресинского районаНарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Йĕпреҫ тăрăхĕнче пулнă, районăн пĕлтĕрхи ҫулшăн ĕҫ кăтартăвĕсене пăхса тухнă, социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвне хакланă, 2018-мĕш ҫул валли тĕллевсене палăртнă.

Анлă канашлу ĕҫне пуҫличчен чи малтан республика Ертӳҫи муниципалитет пĕрлешĕвĕ хатĕрлесе тăратнă куравпа паллашнă, район ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ, ҫамрăк яш-кĕрĕме, хастарлăхпа палăрнăшăн, пысăк ҫитĕнӳсем тунăшăн стипендине илнине ҫирĕплетекен свидетельство парса хавхалантарнă.

Канашлăва пуҫланă май, Михаил Игнатьев район активне уҫҫăн калаҫма чĕннĕ, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки пĕлтерме каланă, кирек-епле ĕҫе те пĕрле сӳтсе явма сĕннĕ. «Ыйтусене вăхăтра татса пани – халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатма пулăшать», – тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче республика хыснине каялла тавăрса памалли мар укҫа федераци бюджетĕнчен сахал мар куҫнине пĕлтернĕ канашлăва пухăннă халăха. Пулăшăва регионти социаллă пурнăҫпа экономикăна аталантарма тăкаклатпăр тенĕ вăл. Республика бюджетĕнчен вырăнти хыснасене сахал мар укҫа-тенкĕ куҫарса панине те палăртса каланă вăл сăмаха тăсса.

Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджетĕнче социаллă политикăна вăй илтерме 12 млрд 750 млн тенкĕ пăхса хăварнă. «Ҫак укҫасем пĕтĕмпех вăхăтра районсемпе хуласен бюджетне куҫса объектсене хута яма тăкакланса пыраҫҫĕ. Халăхăн социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене туллин тивĕҫтернĕ, малашне те ҫак ĕҫе курăмлă пурнăҫласа пыма тăрăшăпăр», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Канашлăвăн кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Йĕпреҫ районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Сергей Горбунов анлă доклад тунă.  

2017 ҫулта Йĕпреҫ районĕн бюджечĕ 409,7 млн танлашнă, тăкак пайĕ – 415 млн пулнă.

Муниципалитет пĕрлешĕвĕнче пурĕ 2017 ҫулта 14 программăпа ĕҫленĕ, вĕсене пурнăҫа кĕртме 436,3 млн тăкакланă. Республика бюджетĕнчен – 281,6 млн, вырăнти бюджетран – 154,7 млн укҫа пĕтернĕ.   

2018 ҫулта районта 15 программăпа ĕҫлеме тĕллев лартнă, вĕсене пурнăҫа кĕртме 437,4 млн пăхса хăварнă, вăл шутран республика хыснинчен – 280,6 млн, вырăнти бюджетран – 156,8 млн плана кĕртнĕ.

2017 ҫулта производствăсен тавар калăпăшĕ хăпарнă  – 2,5 процент ӳсни курăнать. Шалу укҫи районта ĕҫлекенсен – 7,7 процент пысăкланнă, кăтарту 19 пин те 182 тенкĕне ҫитнĕ.  

Пĕлтĕр ял хуҫалăх таварĕсене тирпейлессипе те курăмлă ĕҫленĕ, аш-какай туса илессипе кăтартусем аван, 11,9 процента ҫити ӳснĕ, сĕт сăвăмĕ – 17,1 процент хăпарнă. Мăйракаллă шултра выльăх шучĕ хуҫалăхсенче нумайланнă, кăтарту 5,2 процент пысăкланнă.

Сергей Горбунов хăйĕн сăмахĕнче районта ял хуҫалăх пайĕнче ĕҫлекенсем патшалăх пулăшăвне пĕлтĕр сахал мар тивĕҫнине пĕлтернĕ, инвестициллĕ ҫĕнĕ 3 проект пурнăҫа кĕртнине каланă, кăҫал тата та тепĕр виҫĕ проектпа ĕҫлеме плана кĕртсе хăварнă тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Районăн ҫитменлĕхсем те пур-ха. Муниципалитетра пĕлтĕр ҫурт-йĕрсем хăпартассипе айванрах ĕҫленĕ.

Регион Пуҫлăхĕ ял тăрăхĕсен ертӳҫисене таврана илемлетессипе, халăх валли чаплă условисем йĕркелесе тăратассипе ҫине тăрса ĕҫлемеллине асăрхаттарнă, пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пымаллине, инфратытăма вăй илтермеллине каланă. Ку хутĕнче ертӳҫĕсем ЖКХ ыйтăвĕсем пирки те чарăнса тăнă. «Муниципалитет пĕрлешĕвĕ пĕлтĕр НДФЛ налукне 5 млн 873 тенкĕ пухса ҫитермен. Енчен те ҫак ыйтăва туллин тивĕҫтернĕ пулсан, ЖКХ йывăрлăхĕсем те пăрахăҫланнă пулĕччĕҫ. Республика хыснинчен тата халăхран пухăнакан укҫасемпе тухăҫлă тата тĕрĕс усă курма тăрăшмалла», - тесе асăрхаттарнă республика Пуҫлăхĕ вырăнти ертӳлĕхе.

Михаил Игнатьев ҫамрăксене воспитани парас ыйтăва хускатнă, граждансен кăмăл-сипет туйăмне ырă енне куҫарса пырасси те кун йĕркинчех тăмаллине асăннă.

Чăваш Республикин финанс министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ  Фарида Муратова вырăнти бюджета тултармалли резервсем пирки каласа кăтартнă.  Районта пĕтĕмпе 4 пин ҫын ытла официаллă майпа предприятисенче ĕҫлемеҫҫĕ, ҫакă та пысăк чăрмав кӳрет пурне те тенĕ вăл сăмаха тăсса. Вĕсем «сăрă» схемăпа ĕҫлесе пынине кура, бюджета кирлĕ пек виҫепе укҫа-тенкĕ ҫителĕксĕр кĕрсе пынине палăртнă министрăн пĕрремĕш ҫумĕ, кăтарту 40 млн та иртсе пырать тенĕ вăл сăмаха тăсса.

Фарида Муратова  район 2017 ҫулта республика хыснинчен халăхăн социаллă ыйтăвне татса пама 94,7 млн тивĕҫнине пĕлтернĕ. Пурĕ 7,8 пин ҫын патшалăх пулăшăвĕпе усă курнине каланă. ЖКХ пулăшăвĕсемпе усă курнăшăн, 6,1 пин ҫын 30 млн ҫăмăллăх субсидийĕсемпе усă курнă.  Ачасемшĕн уйăхсерен куҫакан укҫана 1,5 пин ҫын тивĕҫнĕ.  Амăшăн капиталне те илекенсен йышĕ 55 ҫемьене ҫитнĕ, вĕсем пĕтĕмпе 3,2 млн усă курнă.

2018 ҫулта района социаллă пулăшупа тивĕҫтерме республика хыснинчен  95,9 млн куҫарма пăхса хăварнă.

«Района патшалăх енчен тĕрев пулĕ, анчах та сирĕн хăвăрăн та тупăшсене ӳстерсе пырассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемелле», - тесе каланă вăл.   

Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин ертӳҫи Марина Кадилова хăйĕн докладĕнче районăн газшăн, электроэнергишĕн сахал мар парăм пухăнса кайнине асăннă, кăтарту 1,3 млн ҫитнине пĕлтернĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан 11,8 процент чухлĕ пысăк пулни курăнать. «Парăмҫăсемпе тĕл пулса тăтăшах калаҫмалла.  Суда та иск хучĕсене тăратмалла», - тенĕ ертӳҫĕ.

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем: Николай Малов тата Леонид Черкесов саккунсен йĕркисем пирки чарăнса тăнă, ҫĕнĕлĕхсем ҫинчен каласа кăтартнă.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, экологи тата экономика ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕ Сергей Павлов гидротехника сооруженийĕ пирки чарăнса тăнă, ăна муниципалитетăн харпăрлăхĕ ҫине куҫарсан, района кăштах та пулин ҫăмăллăх кӳрессине асăннă.

Канашлу ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев вырăнти бюджетăн тупăш пайне ӳстерессипе ҫине тăрсах ĕҫлеме хушнă район ертӳлĕхне.  Халăх валли ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрлесси те кун йĕркинчех тăмаллине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.

«Ҫитĕнӳсем пур, ҫук мар. Потенциалпа пĕлсе тата тĕрĕс усă курса пыма тăрăшмалла. Эпир вăхăтра ҫынсен ыйтăвĕсене татса панинчен, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайĕ лайăхланса пырасси пĕтĕмпех килет», - тесе каланă сăмаха пĕтĕмлетсе республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Фоторепортаж



28 февраля 2018
08:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter