Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ

Нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ларăва республика Правительствин Председателĕ Иван Моторин йĕркелесе ертсе пынă.  

Чăваш Ен Правительствин членĕсем сусăр ҫынсене ĕҫ вырăнĕпе тивĕҫтерессипе ҫыхăннă саккун проектне тишкернĕ.

2018 ҫулта утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа, енчен те предприятисемпе организацисенче 35-100 ҫын ĕҫлет пулсан, 2 процент ҫак категорири ҫынсем пулма пултарасси паллă.  Енчен те организацисенче 100 ҫынран та ытла нумайрах ĕҫлет пулсан, вĕсен йышĕ 3 процентран та иртме пултарĕ. Енчен те ҫак саккун проекчĕ пурнăҫа кĕрсе юлсан, сусăр ҫынсем валли тата та ҫĕнĕ 500 ĕҫ вырăнĕ хатĕрленесси куҫкĕретех пулĕ.  Кун пирки паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче республикăн ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Лариса Арсентьева тĕплĕн каласа ăнлантарнă.      

 Ку хутĕнче ларăва пуҫтарăннисем спортпа ҫыхăннă саккун проектне те тишкернĕ.  Саккун проекчĕ Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командин членĕсене медицина тĕрĕслевне кăлармаллине пăрахăҫлама ыйтать.

Ларура 2018 ҫулта республикăри нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене йĕркелессипе ҫыхăннă укҫа-тенкĕ ыйтăвĕсене те хускатнă.  Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов хăйĕн сăмахĕнче регионти нумай хваттерлĕ ҫурт-йĕрсене тирпейлессипе ĕҫлекен фонд  1 млрд 626 млн укҫана перекетленине каланă. Фонд вăл укҫана ытти юсав ĕҫĕсене йĕркелеме те куҫарма пултарассине асăннă министр.

 «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» приоритетлă проекта пурнăҫа кĕртме Чăваш Республикин хыснинчен укҫа-тенкĕне уйăрса памалли йĕрке пирки те сăмахланă. Ăна 2018-мĕш ҫул тата планпа килĕшӳллĕн 2019-мĕш ҫул валли пăхса хăварнă. Ҫак йышăну проектне Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Иванов хатĕрлесе тăратнă.  Калăпăр, министр палăртнă тăрăх, 2018 ҫулта программăна пурнăҫа кĕртме  1 млрд 461 млн тенкĕ уйăрнă, ĕҫе 75 объектра йĕркелеме тĕллев лартнă, пĕтĕмпе 143 ҫухрăм ҫулсем сарма плана кĕртнĕ.

2019-мĕш ҫул валли, ĕҫ хучĕпе килĕшӳллĕн, приоритетлă проекта пурнăҫа кĕртме 1 млрд 369 млн тенкĕ уйăрнă. Хальлĕхе пĕтĕмпе 25 объекта тĕпрен улăштарма тĕллев лартнă.

Иван Моторин аукционсен срокĕсем пирки кăсăкланнă, вĕсене пурнăҫлассипе ĕҫсем мĕнле пынине ыйтса пĕлнĕ.

Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Владимир Иванов пĕлтернĕ тăрăх, 2018 ҫулта объектсене хута яма 75-шĕнчен 67-шĕпе аукцион ирттерме йышăннă. Ытти юлнисемпе пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче ĕҫсене вĕҫне-хĕрне ҫитерме палăртса хунине пĕлтернĕ министр хăйĕн сăмахĕнче.

Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев хăйĕн докладĕнче федераци хыснинчен Чăваш Ен бюджетне субсиди мелĕпе куҫакан укҫа пирки каласа кăтартнă. Вăл пулăшăва районсенчи культура ҫурчĕсен пурлăхпа техника базине ҫĕнетме тăкакланассине палăртнă.   Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, субсиди мелĕпе Вăрнарти шкул валли кĕвĕ хатĕрĕсем туянма 235,6 пин тенкĕ куҫарса пама йышăннине те палăртса хăварнă.

Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева коммерциллĕ мар обществăлла организацисене, паллах социаллă ыйтусемпе ĕҫлекеннисене, пурлăх енчен тĕрев памалли йышăну проектне тăратнă.  Вăл пулăшăва епле йĕркепе твĕҫтермелли пирки те ĕҫ хутĕнче тĕплĕн ăнлантарса панă.  Усă курăнмасăр тăнă ҫуртсене НКОсене ҫăмăллăх меслечĕпе арендăна пама ирĕк пулĕ, анчах та ҫакна пурин те лайăх ăнланмалла, вăл килĕшӳсен икĕ ҫултан ытлашши пулмалла мар.

Ларура ытти ыйтусене те тĕплĕн пăхса тухнă кашнинпех тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.



28 февраля 2018
14:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter