Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ

Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.  Ҫанталăк лăпкă тăманни – ЖКХ пайĕнче тăрăшакансемшĕн канăҫсĕрлĕх ҫуратать.  Ҫулсем ҫинче пирĕнтен кашнин тимлĕхе ҫухатма юрамасть, пур ҫĕрте те тирпейлĕх хуҫаланмалла. Ҫак сăмахсемпе пуҫланă паянхи ĕҫлĕ канашлăва регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Енре ҫанталăк асар-писер тăрать. Йĕпе, юрлă ҫумăр ҫăвать.  Автомашина ҫулĕсем ҫинче уйрăмах пăрлаклă.  

Оперативлă службăсем пĕлтернĕ тăрăх, нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнче ирхине 8 сехет тĕлне регионта 12 муниципалитетра электроэнерги  пĕтнĕ. Аварисене сирсе ярассипе ятарлă службăсем ҫĕрĕпе ĕҫленине каланă паянхи ĕҫлĕ планеркăра, хальлĕхе хăш-пĕр муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче ĕҫ хĕрӳ пынине те асăнса хăварнă.

Нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне субъектра 7 районта йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăва тĕпрен татса панă. Хальхи вăхăтра 8 пин те 350 ҫын - Каҫал енре, Элĕкре, Вăрнарта, Ҫĕрпӳре, Пăрачкавра ҫутăсăр тăрса юлни сисĕнет.   Регион Пуҫлăхĕ «Чувашэнерго» ĕҫченĕсене тимлĕхе ҫухатманнишĕн, ҫĕрĕпе ĕҫленĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.

Регион Пуҫлăхĕ субъектра хальхи вăхăтра социаллă сферăсем те электричествăсăр тăрса юлнине палăртнă, вĕсене резервсем ҫине куҫарма сĕннĕ. Типĕ йăмрасем хуҫăлса ӳкнĕ тĕслĕхсем те пур-ха, вĕсене те тирпейлесе пуҫтармаллине асăрхаттарнă.

Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕн ҫумĕ Евгений Павлов хальхи тапхăрта ҫулсем ҫинче пĕтĕмпе 240 техника ĕҫленине пĕлтернĕ, аэропортра расписанисене улăштарнине те палăртнă.

Михаил Игнатьев хушма техника тата ҫынсене ытларах явăҫтармаллине асăннă, пăрлă ҫулсене ятарлă хатĕрсем сапса тирпейлемеллине каланă.

Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров хăйĕн докладĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хушăвне тĕпе хурса, регионти ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем, вырăнти хăй тытăмлăх пайĕнче вăй хуракансем кунне-ҫĕрне пăхмасăр ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илнине палăртнă, кулленех хатĕр тăнине каланă, ҫĕрле кĕҫĕр ытларах Канаш, Муркаш районĕсенче лару-тăру япăхланнине пĕлтернĕ вăл.

Ҫĕнĕ Шупашкар хулин администрацийĕн пуҫлăхĕ Ольга Чепрасова хăйĕн сăмахĕнче муниципалитетра пĕтĕмпе 9 единица техника, ирхине паян тата та ҫавăн чухлех машина-трактор ĕҫленине пĕлтернĕ.

Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков докладра муниципалитет пĕрлешĕвĕнче пĕтĕмпе нарăс уйăхĕнчен пуҫласа кулленех 57 техникăпа юрсене тасатса пынине каланă.  Нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнче пуҫласа ирхине 126 ятарлă техника хатĕрлесе тăратнине асăннă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионти мĕнпур службăсенче тăрăшакансем ҫутҫанталăк сиенĕпе хирĕҫ кĕрешессипе паха ĕҫ опычĕ пулнине палăртнă.  Калăпăр, 2014-мĕш ҫулта пăрлă ҫумăр ҫунине кура, таврана инкек ярса илнĕччĕ, ун чухне ятарлă службăсенче тимлекенсем вăхăтра кăлтăксене сирсе яни никамшăн та вăрттăнлăх марррине тепĕр хут аса илсе хăварнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ министерство ертӳҫисене, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансене инкексем пулас пулсан, вăхăтра кирлĕ пек мерăсем йышăнса хăварма пĕлмеллине асăрхаттарнă.  «Ҫутҫанталăк пирĕн тӳсĕмлĕхпе ҫирĕплĕхе тĕрĕслет. Эпир кирек-епле йывăрлăха та парăнтарма пĕлетпĕр.  Пур служба та яланах хатĕр тăрать», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Водительсене ҫулсем ҫинче уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă регион Пуҫлăхĕ. Автомашинăсене кирлĕ кирлĕ мар ҫĕре лартса хăварма юрамасть, сăлтавсăр ҫула тухмасан та юрĕччĕ тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.



05 февраля 2018
13:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter