Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе актуаллă ыйтусене сӳтсе явнă

Нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.  Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри – «Электронлă бюджет» обществăлла финанспа епле усă курни.   

Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕччен, Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, федераци хыснин тĕп пайлавҫипе Чăваш Республикине субсиди уйăрса памаллин килĕшӳ хутне алă пусса ҫирĕплетмелле.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина кăҫал федераци бюджетĕнчен регион бюджетне  18 751,2 млн трансферт мелĕпе куҫассине пĕлтернĕ. Кăтарту пĕлтĕрхинчен 8,7 процент пысăк тесе хакланă вăл. 4 275,2 млн субсиди илме Чăваш Енри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсемпе пĕрле 39 килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетмеллине асăннă сăмаха тăснă май.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, субсидисене вăхăтра туянас тесессĕн, кирек-епле ĕҫ хутне те вăхăтра тата тивĕҫлĕ шайра йĕркелесе тăратмаллине асăннă. «Мĕнпур ĕҫсенчен кашнин хăйĕн яваплă министерстви пур. Сирĕнтен ҫирĕп ыйтăпăр», - тенĕ вăл.

Кăҫал «Раҫҫей йĕлтĕр йĕрĕ» Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче XXXVI-мĕш хут йĕркеленсе иртĕ. Унăн хатĕрленӳ тапхăрĕсем пирки Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков тĕплĕн каласа кăтартнă. Кăҫал ăмăртусене пĕтĕмпе 60 пин ытла ҫын старта тухма кăмăл тунă.

Чăваш Енри тĕп ăмăрту нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче хулари аэропорт ҫывăхĕнче иртĕ. Унта 13 пине яхăн ҫын старта тухĕ. Республикăри чи вăйлă спортсменсемпе пĕрле ыттисем те йĕлтĕр ҫине тăма кăмăл тунă.  

Ăмăртусен тĕп судьи Васильев Валерий Витальевич, вăл Чăваш Республикин тава тивĕҫлĕ тренерĕ шутланать. Кăҫал спортсменсем 3;5;10 ҫухрăмра хăйсен вăйĕсене виҫĕҫ. Врачсем йĕлтĕрпе чупма ирĕк панă пулсан, ҫынсен пĕр иккĕленмесĕрех старта тухма юрать.  

Яланхиллех мала тухнисене медальсем, дипломсем тата асăнмаллăх парнесем кĕтеҫҫĕ.  Чи ватă ҫынна тата чи ҫамрăк йĕлтĕрҫĕне уйрăм парнесем парса хавхалантарĕҫ.  

Аса илтеретпĕр, «Раҫҫей йĕлтĕр йĕрĕ» чупу Чăваш Республикинче 2005-мĕш ҫултан пырать. Республикăри районсемпе хуласенче пурăнакансем  пĕр харăссăн йĕлтĕр ҫине тăрса старта тухаҫҫĕ.

Михаил Игнатьев трассăсене кирлĕ пек шайра якатса ҫитерме хушнă, хăрушлăхсăр темине те куҫран вĕҫертме юраманнине асăрхаттарнă.

Алексей Ладыков хăйĕн сăмахĕнче ҫак палăртнă кун халăха ятарлă вырăнсене илсе ҫитерме хушма транспортсем пулассине пĕлтернĕ. Кунсăр пуҫне автомашинăсене вырнаҫтарса лармалли вырăнсем те чылай пулĕҫ тенĕ.

Сăмаха май, кăҫал нарăс уйăхĕн 9-25-мĕш кунĕсенче Пхёнчхань хулинче хĕллехи Олимп вăййисем пулассине каланă Михаил Игнатьев. Унта Чăваш Республикинчен Татьяна Акимова тата Лана Прусакова спортсменсем старта тухассине пĕлтернĕ. «Олимп юхăмĕ политикăна куҫрĕ пулин те, Олимпиадăра пирĕн ентешсем старта тухни ҫав тери пысăк чыс.  Пирĕн ҫитĕнекен ăрăва тĕслĕх вырăнне илсе кăтартма майсем пур. Апла пулсан эпир вăйлине, чăтăмлине ҫирĕплетет ҫакă», - тенĕ регион Ертӳҫи.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хăйĕн сăмахĕнче тракторсен завочĕн парăмĕсем пирки чарăнса тăнă, иртнĕ эрнере Раҫҫей Федерацийĕн Энергетика министерствинче канашлу ĕҫĕнче парăмсене шайлаштарасси пирки йышăну туса хăварнине ырă хыпара каланă.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хальхи вăхăтра тракторсен завочĕн ĕҫне йĕркелесе пырассипе «Ростех»  патшалăх корпорацийĕ икĕ управляющий компани ҫирĕплетнине палăртнă.  «Заказсем пур. «Промтрактор-Промлит» ТМЯО тата «Шупашкарти агрегат завочĕ» АУО ĕҫе кӳлĕнесси паллă», - тенĕ вице-премьер.   

Палăртма кăмăллă заводăн паянхи куна халăх умĕнче нимĕнле парăм та ҫук, ĕҫ укҫине туллин тивĕҫтернĕ. «Предприятийĕн кăштах йывăрлăхсем пур-ха.  «Ростех» пысăк компани ĕҫе вĕҫне-хĕрне ҫитерессе шансах тăратпăр, патшалăх заказĕсем чылай», – тенĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Правительство членĕсене ҫĕнĕ объектсене хута яма проектпа смета хучĕсене вăхăтра хатĕрлесе тăратас ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрма хушнă. Шупашкар ертӳлĕхĕн ку енĕпе ҫитменлĕхсем чылай.  Атăл ҫыранĕ хĕрринче пысăк хутлă ҫуртсемпе йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем те пур-ха. «Юханшыв порчĕ ҫывăхĕнче тата тепĕр пысăк капмар ҫурт ҫĕкленет. Мĕншĕн ҫак объектсене ҫĕклесе лартма ирĕк панă хула влаҫĕ? Атăл енне килленсе пăхма ҫынсене чаратăр», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Ку ыйту ҫине тимлĕх уйăрманни куҫкĕретех, регионăн тĕп архитекторĕ Александр Шевлягин мĕншĕн ыйтăва тĕплĕн тишкермен? Хуравĕ ҫук.  «Мĕншĕн ҫакăн пек кăлтăксем хулара пулса иртеҫҫĕ? Сирĕн ĕҫ хучĕсене пăрахăҫламалла пулнă, ăна валли полномочисем те пысăк», - тенĕ сăмаха тăсса. «Волжский-3» микрорайонта суту-илӳ ҫуртне хăпартнă. «Малашлăхра унта ҫулсен ҫаврăмĕ пулмалла.  Халĕ шкул тума пуҫланă.  Ӳлĕмрен транспортсем епле ҫӳрĕҫ? Ҫак ыйту пурне те пăшăрхантарĕ», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ.   «Кашни ертӳҫĕн хăйĕн хыҫҫăн ырă ĕҫ хăварассишĕн тăрăшмалла. Йывăрлăхсем туса пымалла мар», - тенĕ хула ертӳлĕхне республика Пуҫлăхĕ.

«Университет» микрорайонта ача сачĕ пур, ăна аренда шучĕпе предприяти регистрациленĕ.   Кунта та йывăрлăхсем пур-ха.  Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министерстви объектăн лицензине пăрахăҫламалли пирки суда тухнă.  «Садике предприниматель уҫсан тӳрех эпир сире пурне те асăрхаттарнă, ашшĕ-амăшĕсене унта ачасене илсе ҫӳретме хаклă, 15 пин пулать тесе.  2-3 ҫул та иртмерĕ  ман шухăшсем патне хула пырса та тухрĕ. Пирĕн паллах, ачасен прависене хӳтĕлессишĕн ҫине тăмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Ку енĕпе лару-тăрăва уҫăмлатма ятарлă службăра тăрăшакансене те явăҫтармалла. Май пулсан, ҫурта патшалăх ҫине куҫарсан та меллĕ пулĕ.

Паян республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев иртнĕ эрнере Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче «Раҫҫей лидерĕсем» конкурс ҫĕнтерӳҫисемпе тĕлпулу ирттернине пĕлтернĕ.  Министрсене ҫамрăксемпе тĕлпулусем йĕркелесе ирттерме сĕннĕ, вĕсен пуҫаруллă шухăшĕсене тĕпе хума, проектсен ĕҫĕсене вĕсене экспертсем пек явăҫтарма чĕнсе каланă. 



05 февраля 2018
15:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter