Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн Арбитраж судне йĕркелесе янăранпа 25 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ мероприятине хутшăннă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев принял участие в торжественном мероприятии, посвященном 25-летию со дня образования Арбитражного суда Чувашской РеспубликиНарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн Арбитраж судне йĕркелесе янăранпа 25 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ мероприятине хутшăннă.

Республика Пуҫлăхĕ судьясене, аппаратра ĕҫлекенсене, Чăваш Республикин Арбитраж сучĕн хисеплĕ ветеранĕсене ҫак уявпа саламланă, республикăра пурăнакансен ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшса ĕҫленĕшĕн мухтанă. «Чăваш Республикин Арбитраж сучĕн паха ĕҫ опычĕ пур.  Юристсем хушшинче чăнласах та вĕсен авторитечĕ ҫав тери пысăк.  Кирек епле экономика енĕпе ҫыхăннă йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене те вĕсем саккунсене пăхăнса ҫирĕп татса пани куҫкĕретех», - тенĕ Михаил Игнатьев пухăннисене саламланă май.  Регионăн инвестици климатне лайăхлатса пырас ĕҫе те вĕсем пысăк тимлĕх уйăрни никамшăн та вăрттăнлăх мар тенĕ сăмаха тăснă май. Суд пайĕнчи практика ĕҫĕпе РФ ытти субъектсенче те хапăл тусах усă курни паллă.

Чăваш Енри Арбитраж сучĕн председателĕ Олег Бойко хăйĕн ĕҫчешĕсене тав тунă, шанса панă ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫланăшăн ырланă. Патшалăхпа общество интересĕсене, граждансен прависемпе ирĕклĕхĕсене тухăҫлăн хӳтĕлекенсене темĕнле йывăр ыйтусене те тивĕҫлĕ татса панине асăннă. Нор­мӑсене йӗркелесе ҫирӗплетес ӗҫ-хӗлре те, регион аталанӑвӗшӗн пысӑк пӗлте­рӗшлӗ шутланакан ыйтусене татса парас енӗпе те тачӑ ҫыхӑну йӗр­ке­леннине палăртнă.

Ҫак кун судра тăрăшакансене Чăваш Республикин прокурорĕ Василий  Пословский, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисем, республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсен пуҫлăхĕсем саламланă, субъектра ҫирĕплĕхе тата ăнăҫлăха тивĕҫтерсе, судра ĕҫлекенсем хăйсен умне лартнă тĕллевсене малашне те пысăк ăсталăхпа пурнăҫласа пырасса шанса каланă.

Яланхиллех торжествăлла пулăмра хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса чысланă. 

Фоторепортаж



05 февраля 2018
10:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter