Правительство ҫуртĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Раҫҫей лидерĕсем» Пĕтĕм Раҫҫейри конкурсра ҫурма финала тухнисемпе тĕлпулу ирттернĕ

Михаил Игнатьев встретился с участниками Всероссийского конкурса «Лидеры России» Нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Раҫҫей лидерĕсем» Пĕтĕм Раҫҫейри конкурсра ҫурма финала тухнисемпе тĕлпулу ирттернĕ.

Уҫă калаҫура республика Пуҫлăхĕпе пĕрле конкурса хутшăннă 16 ентеш пулнă. Палăртса хăваратпăр, пирĕннисем Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче йĕркеленĕ конкурсра 20-мĕш вырăна тухнă, Атăлҫи федераци округĕпе илес пулсан хисеплĕ 3-мĕш вырăнта.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫĕнтерӳҫĕсене ăшшăн саламланă. «Ҫак ҫитĕнӳ сиĕн професси пĕлĕвĕ пысăк пулнине ҫирĕплетет. Сирĕн пултарулăхăр та куҫкĕретех», - тенĕ вăл.

«Раҫҫей лидерĕсем» конкурс пĕлтĕр старт илнĕ. Ăна Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин тĕплĕн сăнаса тăрать.  Регион Ертӳҫи хăйĕн сăмахĕнче ҫак конкурс чи хастаррисене тупса палăртма пулăшнине каланă, тивĕҫлĕ граждансене суйласа илме ирĕк парать тенĕ вăл сăмаха тăсса.   

Регионсенчи лидерсене тĕрлĕ проектсене пурнăҫа кĕртес ĕҫре те экспертсем вырăнне явăҫтарма тĕллев лартнă, Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн 2030-мĕш ҫулсем валли палăртнă стратегиллĕ ĕҫ хутне те хутшăнтарма плана кĕртнĕ.  Кун пек йышăнусем туса хăварни патшалăх тата муниципалитет шайĕнче ыйтусене татса панă чухне йăнăшсем тăвассичен пăрĕ тенĕ ертӳҫĕсем.

Оксана Ачкасовăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, Чăваш наци телерадиокомпанийĕн директорне  ҫирĕплетнĕ.  Конкурса хутшăннисем кирек-епле проект ĕҫĕсене те хутшăнма хатĕр пулнине пĕлтернĕ.  Чи анлă сарăлнисенчен пĕри – вĕрентекенсен проекчĕ. «Пирĕн хамăрăн шухăшсемпе тата пĕлӳпе ыттисене паллаштарма пысăк кăмăл пур», - тесе пĕлтернĕ вăл.  

«Промышленная техника» ТМЯО генеральнăй директорĕ Александр Дмитриев хăйĕн сăмахĕнче паянхи пурнăҫ таппинче федераци шайĕнче йышăнакан проектсем ытларах чухне управленецсен принципĕсене тĕпе хурса йĕркеленсе пынине палăртнă, регионта проектсемпе ĕҫлекенсемпе тачă ҫыхăну тытма хатĕррине асăннă.

Цифровизаци енĕпе тимлекен РУСАЛ инжиниринг Департаменчĕн ертӳҫи Евгений Гаврилов субъектра IT-технологи тытăмĕнче ытларах кадрсем хатĕрлемелли ыйтăва хускатнă. Унăн шухăшне «ЭЛАРА» АО информаци технологийĕсемпе ĕҫлекен директор ҫумĕ Сергей Воробьев та ырланă, республикăри районсенче кадрсем хатĕрлессипе ятарлă программа ĕҫлеттерсе  ярсан аван пулнă пулĕччĕ тенĕ.

«Финам Чебоксары» ТМЯО суту-илӳ енĕпе ĕҫлекен пай ертӳҫи  Дмитрий Краснов халăхсен финас пĕлĕвĕн шайне ӳстерсе пымалли пирки асăннă. Вĕрентӳ ыйтăвĕ те кун йĕркинче тăмаллине каланă.  Тепре чухне йывăр ҫемьесенче аслисем хăйсен ачисене кирлĕ пек шайра воспитани паманни те куҫкĕретех тенĕ сăмаха тăсса. «Пирĕн ҫитĕнекен ăрăва лайăх пĕлӳпе тивĕҫтерессишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемеле. Пуласлăх, тепĕр 10-20 ҫултан вĕсенчен те сахал мар килет», - тенĕ вăл.  

Ачасен юхăмне вăй илтерсе ярас ыйту пирки Чăваш Енри УФАС ертӳҫи  Вячеслав Борисов хускатнă.

Ял хуҫалăхне аталантарасси ҫинчен Шупашкарти  «Мегастрой» тата «Агава» ТМЯО управляющийĕ Андрей Степанов чарăнса тăнă. Сăмаха май, Чăваш Республикин ял хуҫалăх таварĕсене тирпейлессипе паха ĕҫ опычĕ пулнине каланă, хаксем те таварсен пысăк маррине ҫирĕплетнĕ.

Михаил Игнатьев республика Правительстви ҫак асăннă ыйтупа ҫĕнĕ проектсем пурнăҫа кĕртме шут тытнисене яланах витĕм кӳме хатĕррине пĕлтернĕ.

«Автолайн» ТМЯО директор ҫумĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Роман Каляев конкурс ĕҫĕ пирки каласа кăтартнă, хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ. «Республика чăнласах та хăйне тивĕҫлипех кăтартрĕ. Тĕслĕхрен, ҫурма финалта Марий Элран – 3 ҫын пулнă, Киров облаҫĕнчен – 5 ҫын, Пермь крайĕнчен – 21, Чăваш Республикинчен – 19.  Ҫакă хăйех пирĕн регионăн пысăк потенциал пуррине ҫирĕплетсе парать», - тенĕ вăл.

Ку хутĕнче уҫă калаҫăва пуҫтарăннисем налук ыйтăвĕсене те хускатнă, пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрлемелли ҫине тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă, ҫак ыйтупа аслă шкулсемпе те тачă ҫыхăнса пымаллине асăннă.

«Альянс-Авто» ТМЯО реклама тата маркетинг ертӳҫи Надежда Белова хăйĕн сăмахĕнче Мускаври ĕҫ опычĕпе паллаштарнă.  Ытларах аслă шкулсенче Чăваш Енрен вĕренсе тухнă ентешсем ĕҫленине пĕлтернĕ. РФ Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕн площадкинче студентсемпе ятарлă тĕлпулусем йĕркелеме сĕннĕ Надежда Белова.

Тĕлпулу самантĕнче регионта хăшĕ-пĕрисен газшăн, ҫутăшăн пухăнса кайнă парăмсем пирки те сăмах пуҫарнă.  Ҫак ыйтăва «Ҫĕнĕ Шупашкарти Коммуналлă сетьсем» МУП пай пуҫлăхĕ пулса ĕҫлекен Кирилл Курочкин хускатнă.  Управляющий компанисем вăхăтра укҫа куҫарса паманнишĕн, муниципалитетăн парăм чылай пухăнса пынине пĕлтернĕ. Уйрăмах «Коммуналлă технологисем» хăйсен тивĕҫне кирлĕ пек шайра пурнăҫламаҫҫĕ тенĕ вăл.

Регион Пуҫлăхĕ ҫак палăртнă предприяти Шупашкарта та Ҫĕнĕ Шупашкарта та чылай парăм пухса янине палăртнă.

Калаҫу вăхăтĕнче пухăннисем пуласлăхра Чăваш Республикинче ЖКХ пулăшăвĕсемпе усă курнăшăн куҫарнă укҫасене пĕрлехи центр урлă ĕҫлеттересси те паллă тенĕ. Кун пек йĕрке тĕллевсĕр укҫа-тенкĕпе тăкакланассинчен пăрнине каланă вĕсем.  

Тĕлпулу ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ -  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев хăйĕн сăмахĕнче, «Раҫҫей лидерĕсем» Пĕтĕм ҫĕршыв шайĕнче йĕркеленĕ конкурс ҫĕнтерӳҫисен субъектăн кадрсен резервне тăма ирĕк пуррине палăртнă. Паянхи куна РФ Президенчĕ ҫумĕнчи управленецсен резервĕнче Чăваш Енрен хисеплĕ ертӳҫĕ  Иван Моторин пулнине пĕлтернĕ. Маларах вăл резервра Михаил Игнатьев тăнă, каярах Сергей Гапликов, Надежда Прокопьева пулнă.   

Федерацийĕн управленецсен резервĕнче республикăран 14 ҫын шутланса тăрать. 2009-мĕш ҫултан пуҫласа унта пĕтĕмпе регионтан 133 ҫын пулнă, РФ Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи резервра Чăваш Республикинчен 11 ҫын шутланса тăрать.  Чăваш Енре  ҫак хисеп 389 ҫынна ҫитнĕ тесе пĕлтернĕ Юрий Васильев.

Калаҫăва пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев паянхи тĕлпулăва хутшăннисем республика ертӳлĕхĕн витĕмлĕхне шанма пултарассине палăртнă. «Эпир пĕр-пĕриншĕн усăллă та кăсăклă та», - тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.

Аса илтеретпĕр, «Раҫҫей лидерĕсем» Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнчи конкурсăн финалĕ  Сочире нарăс уйăхĕн 6-11-мĕш кунĕсенче пулать. Унта ҫĕршыври 54 регионтан 300 участник пуласси паллă. Чăваш Енрен Чăваш наци телерадиокомпанийĕн директорĕ Оксана Ачкасова пулĕ. Тĕлпулăва пуҫтарăннисем ăна ăнăҫусем суннă.  

Фоторепортаж

  



05 февраля 2018
09:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter