Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр хула администрацийĕн ертӳҫипе Юрий Боголюбовпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр хула администрацийĕн ертӳҫипе Юрий Боголюбовпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

 

  

Михаил Игнатьев тин ҫеҫ суйланнă ҫĕнĕ ертӳҫĕне тухăҫлă ĕҫлеме чĕнсе каланă, ăнăҫусем суннă. «Шанатăп, эсир хăвăра шанса панă ĕҫе тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫласса. Хулана эсир питĕ лайăх пĕлетĕр, муниципалитетăн социаллă пурнăҫĕпе экономика лару-тăрăвне те ҫирĕп чухласа тăратăр. Чылай ҫул хулара тĕп врач пулса тăрăшнă, каярах муниципалитетра депутат ĕҫĕнче вăй хунă», - тенĕ вăл.

Тĕп ыйтусенчен пĕри – вырăнти бюджета туллин тултарса пырасси.  Укҫа-тенкĕпе пĕлсе тата тĕллевлĕн усă курасси те ҫирĕп тĕрĕслевре пулмалла тесе асăрхаттарнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Тепĕр йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусенчен пĕри – предприятисемпе организацисен ертӳҫисем хăйсем патĕнче тăрăшакансене конвертпа шалу укҫине тивĕҫтерни. ЖКХ тытăмĕнчи кăлтăксем те кун йĕркинчех тăнине палăртнă регион Пуҫлăхĕ. «Йĕрке тумалла, ҫитĕнӳсем патне ăнтăлассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемелле», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Юрий Боголюбов хăйĕн сăмахĕнче муниципалитетра пурăнакансен пурнăҫ условийĕн шайĕ пысăк пултăр тесе ҫине тăрсах ĕҫлеме шантарнă.

Пĕр пухăннă пек чухне ертӳҫĕсем хулан социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрĕ пирки те сăмах пуҫарнă, пуласлăхри тĕллевсене сӳтсе явнă.

Фоторепортаж

  



05 февраля 2018
07:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter