Чăваш Енре ҫутҫанталăк инкекĕсенчен асăрханас тĕлĕшпе ятарлă вăйлатнă режим йышăннă

Чрезвычайлă лару-тăруран асăрхаттарас тĕлĕшпе, Чăваш Республикинче вышкайсăр лару-тăрăвăн тата ҫутҫанталăк инкекĕсен сиенне пĕтерес ĕҫпе  Чăваш Енри ТП РСЧС пысăк тимлĕх уйăрмалли пирки ятарлă вăйлатнă режим йышăннă.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн, 2018-мĕш ҫулта нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнчен пуҫласа ҫак йĕрке пулмаллине ҫирĕплетнĕ. Мĕнпур тытăмри службăсен кулленех хатĕр пулмалла.

Енчен те ăнсăртран чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухас пулсан, Чăваш Республикинчи ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсемпе район тата хула администрацийĕсенче инкексене сирсе ярассипе тĕрлĕ техника тăрăмĕн хатĕр пулмалла.

Республикăри вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче те пĕрлехи ТП РСЧС режимне тытса тăма сĕннĕ, управлени пуҫлăхĕсен е тата должноҫри ҫынсен кунне-ҫĕрне пăхмасăрах дежурствăра пулмалла, ҫыхăну сечĕсен ҫирĕп йĕркепе ĕҫлемелле.

Республикăри мĕнпур районсемпе хуласенче чрезвычайлă кăлтăксем сиксе тухас пулсан кирлĕ пек мерăсем йышăнма пĕлмелле, вĕсенчен асăрханассипе йышăннă планăн йĕрки те питĕ ҫирĕп пулмаллине асăннă. Енчен те чрезвычайлă лару пулса тухрĕ пулсан, оперативлă мĕнпур хатĕрсене ĕҫе кĕртме тăрăшмалла.

Чăваш Республикин Гражданла хӳтĕлев ĕҫĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн патшалăх комитечĕн тата Чăваш Республикин Гражданла хӳтĕлев ĕҫĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн тата ҫутҫанталăк инкекĕсен сиенне пĕтерес ĕҫĕн тĕп управленийĕн, район, хула администрацийĕсен кулленех мониторинг туса тăмалла, планпа килĕшӳллĕн ĕҫсене пурнăҫласа пымалла.  



06 февраля 2018
10:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter