Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «МРСК Волги» — «Чувашэнерго» ПАО филиалĕн управленийĕн центрĕн ĕҫĕпе паллашнă
Нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «МРСК Волги» — «Чувашэнерго» ПАО филиалĕн управленийĕн центрĕн ĕҫĕпе паллашнă.
Республика Пуҫлăхĕ энергетика тытăмĕнче вăй хуракансене ҫутҫанталăк кăларса тăратнă сиенсене сирсе ярассипе тухăҫлă ĕҫленĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Регионти халăха электроэнергипе вăхăтра тата туллин тивĕҫтернине асăннă вăл сăмаха тăсса.
Аса илтеретпĕр, нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕнче ҫанталăк лăпкă тăманнине кура, таврара асар-писер юрлă ҫумăр алхаснă. Чăваш Енре 12 районта электричество пĕтсе ларнă.
Энергетиксем хăйсен професси пĕлĕвне тĕпе хурса, вĕсенчен кашни кăлтăка сирсе ярассипе ырми-канми талăкĕпе ĕҫлени куҫкĕретех. Кĕске вăхăт хушшинче специалистсем чăрмавсене сирсе янă. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсенче резервсемпе те усă курма тӳр килнĕ. Оперативлă хыпарсем тăрăх, регионта пулнă кăлтăксене нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнче каҫхине 16 сехет тĕлне пĕтĕмпех ĕҫ-пуҫа вĕҫне- хĕрне ҫитернĕ.
«Энергетиксем талăкĕпе ĕҫленĕ. Машинăсем чарăнса ларсан, ятарлă вырăнсене вĕсем йĕлтĕрсем сырса авари пулнă вырăнсене ҫитнĕ. Ҫурран та сахал мар кĕрт тăрăх утнă. Ҫаксем пĕтĕмпех специалистсем хăйсем ҫине илнĕ ĕҫе яваплăха туйса тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫланине ҫирĕплетеҫҫĕ», - тесе пĕлтернĕ «Чувашэнерго» филиалĕн директорĕ Дмитрий Иванов.
2014-мĕш ҫулта ҫакăн пекех таврара асар-писер ҫанталăк алхаснăччĕ. Пăрлă ҫумăр, йĕпе юр Чăваш Республикин пĕрре виҫҫĕмĕш пайне ҫутăсăр тăратса хăварнăччĕ. Кун хыҫҫăн, республика ертӳлĕхĕ ҫӳлерех асăннă компанипе пĕрле хушма мерăсем йышăнса хăварма килĕшнĕ пулнă. «МРСК Волги» — «Чувашэнерго» ПАО филиалĕн уйрăм мероприятийĕсене инвестици программине кĕртсе хăварма май килнĕ. «Палăртнă ĕҫсене пурнăҫланине кура, тин ҫеҫ регионта пулнă кăлтăксене вăхăтра сирсе яма витĕм кӳни те куҫкĕретех», - тесе уйрăммăн палăртса хăварнă субъект Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.
«МРСК Волги» АУО генеральнăй директорĕн ҫумĕ - «Чувашэнерго» филиалĕн директорĕ Дмитрий Иванов хăйĕн сăмахĕнче, ҫутҫанталăк сиенĕ, регионта пурăнакан 14 пин ҫынна ҫутăсăр хăварнине пĕлтернĕ. Икĕ кун хушшинче халăхран 7 пин ҫăхав килсе ҫитнине асăннă.
Ҫанталăк лăпкă тăманнине кура, «МРСК Волги» – «Чувашэнерго» ПАО филиалĕнче инкекрен асăрханса ятарлă режим йышăнса хăварнă. Пĕтĕмпе ҫутҫанталăк сиенне сирсе яма 42 бригада ĕҫленĕ, 255 ҫынна явăҫтарнă, пурĕ 108 единица техника ҫула тухнă.
Дмитрий Иванов хăйĕн сăмахĕнче «Чувашэнерго» филиалĕн электрикĕсем Ҫĕрпӳ районĕнче те кăлтăксене сирсе ярассипе курăмлă ĕҫленине пĕлтернĕ, мĕншĕн тесен вăл вырăнти объектăн районти тĕп больницăна электричествăпа тивĕҫтермелле пулнă.
«Республика ертӳлĕхĕпе, ГКЧС службипе пĕр-пĕринпе ăнланса тухăҫлă ĕҫленине кура, инкексене вăхăтра сирсе яма май килчĕ. Электриксем те питĕ ăста пулни куҫкĕретех. Хăйсем умне лартнă тĕллевсене туллин пурăҫларĕҫ», - тенĕ вăл сăмаха тăснă май.
Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров «Система 112» питĕ лайăх ĕҫленине асăннă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансем те вăхăтра кирлĕ пек мĕнпур мерăсене йышăннине пĕлтернĕ вăл. «Система 112» службăна ахаль кунсенче талăкра 1 пин ҫурă ытларах шăнкăравсем килеҫҫĕ пулсан, кăлтăксем пулнă кун вара виҫĕ пин ҫурă ытла шăнкăрав пулнине асăннă председатель.
Тĕлпулу вăхăтĕнче «МРСК Волги» — «Чувашэнерго» инвестици программине анлăн сӳтсе явнă.
Дмитрий Иванов хăйĕн сăмахĕнче электроэнергетика комплексне аталантарса пырассипе тĕллевлĕн ĕҫлесе пынине каланă. 2018-мĕш ҫулта плана кĕртнĕ ĕҫсене пурнăҫлама 500 млн яхăн палăртса хунине асăннă. Объектсене модернизацилеме тата реконструкцилеме пăхса хăварнине те пĕлтернĕ.
«Чăрмав кӳрекеннисене вăхăтра ҫĕнетмелле. Объектсене ҫитес ҫулсенче майлаштарса пĕтермелле», - тенĕ Михаил Игнатьев. Кун йĕркинчи тепĕр ыйту – муниципалитетсенче хуҫасăр сарăлса выртакан ҫыхăнусем. Вĕсене учета илсе, ĕҫ хучĕсене тирпейлесе тăратмалла. «Южнăй» подстанци чи аслисенчен пĕри унăн пулăшăвĕпе регионта 25 проценчĕ усă курать.
«Юлашки виҫĕ ҫул хушшинче пирĕн подстанцисем темĕнле пысăк чăрмава та тӳсме пултарчĕҫ. Ҫĕнетни паллă, объектсем пĕр чарăнми ĕҫлени куҫкĕретех. Кĕске вăхăт хушшинче кăлтăксене тупса палăртса сирсе яма май килчĕ», - тенĕ вăл.
Регион Пуҫлăхĕ пĕлтĕр раштав уйăхĕнче республикăра «МРСК Волги» ПАО филиалĕн «Коммунальная» 110 кВ объектне вырнаҫтарса ĕҫлеттерме май килнине асăнса хăварнă. «Унта пĕтĕмпех «ЧЭАЗ», «ЭКРА», «Бреслера» предприятисенче калăпланса тухнă хатĕрсене вырнаҫтарнă. Подстанци ҫав тери чаплă, усă курма та меллĕ», - тенĕ Дмитрий Иванов.
Михаил Игнатьев объектсенче хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан хатĕрсемпе чăнласах та усă курни вырăнлă тесе сăмаха пĕтĕмлетсе хăварнă, кирек-епле ҫутҫанталăк пăтăрмахĕсене те вăхăтра сирсе яма пулать тенĕ. Малашне те организацире ĕҫлекенсене ҫитĕнӳсемпе палăрма чĕнсе каланă.