Регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Куславкка районĕн ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев провел рабочую встречу с руководством Козловского районаНарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Куславкка районне тухса кайнă.

Муниципалитетра вырăнти актив районăн пĕлтĕрхи ҫулăн ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетет, кăҫал валли приоритетлă тĕллевсене палăртать.  Куславкка районĕн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрне тишкерес ĕҫе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнать.

Канашлу пуҫланиччен чи малтан регион Ертӳҫи муниципалитет вырăнти предприятисемпе организацисенче калăпланса тухнă таварсенчен хатĕрленĕ куравпа кăсăкланнă, пахалăхне хакланă.

Ҫак кун Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Куславкка районĕн ертӳҫипе Юрий Петровпа тата район администрацийĕн пуҫлăхĕпе Андрей Васильевпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Ертӳҫĕсем муниципалитетăн бюджечĕ пирки сӳтсе явнă, районăн малашнехи аталанăвĕн ҫул-йĕрĕсем ҫинчен канашланă.

Регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче сахал мар пĕлтĕр муниципалитет ĕҫ пурнăҫланине асăннă. НДФЛ пухассипе кăтарту пысăк, пурĕ «сăрă» схемăпа ĕҫе вырнаҫнă 778 ҫынна тупса палăртнă, хальхи вăхăтра вĕсемпе ĕҫлев договорĕсене ҫирĕплетнине палăртнă.

Вырăнти администрацийĕнче тимлекенсен депутатсемпе килĕшсе алла-аллăн тытăнса пĕр-пĕринпе тухăҫлă ĕҫлесе пыма тăрăшмалла.  Районăн ҫитĕнĕвĕсене чакарса лартма юрамасть. Вăхăтра халăха кăсăклантаракан ыйтусене татса памалла, кун пирки ҫирĕппĕн каланă регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев.

"Ĕҫ укҫин парăмĕсем пачах та пулмалла мар, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне ӳстерсе пырассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемелле. Вĕрентĕве, сывлăх сыхлавне аталантарасси те кун йĕркинче тăмалла. Халăха ĕҫ вырăнĕпе тивĕҫтерес ыйту ҫине те пысăк тимлĕх уйăрмалла",- тесе асăнса хăварнă регион Пуҫлăхĕ, ялсене специалистсене явăҫтарас ыйтăва та куҫран вĕҫертме юрамасть тенĕ сăмаха пĕтĕмлетнĕ май.  

Фоторепортаж



07 февраля 2018
16:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter