Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Россельхозбанк» АО Правленийĕн Председателĕн ҫумĕпе Оксана Лутпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Михаил Игнатьев встретился с заместителем Председателя Правления АО «Россельхозбанк» Оксаной ЛутНарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Россельхозбанк» АО Правленийĕн Председателĕн ҫумĕпе Оксана Лутпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Кулленхи актуаллă ыйтусене сӳтсе явма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов, «Россельхозбанк» АО Чăваш Енри уйрăмĕн директорĕ Ирина Письменская хутшăннă.  

Кун йĕркинчи тĕп ыйту – пĕр-пĕрин хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарасси, Чăваш Ене комплекслă аталантарассипе палăртнă проектсене пĕрле хутшăнса витĕм кӳресси. 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Россельхозбанк» АО ертӳлĕхне региона вăй илме тивĕҫлĕ тĕрев панăшăн мухтанă, пĕр-пĕринпе тухăҫлă ĕҫлесе пынине палăртнă, пĕр-пĕриншĕн сахал мар усăллă йышăнусем тунине каланă.

Республика Пуҫлăхĕ «Россельхозбанк» АО субъектра агропромышленноҫ комплексне аталанса пырассипе йышăннă инвестициллĕ проектсене пурнăҫа кĕртме витĕм кӳнине  мухтаса каланă. 

Палăртнă тăрăх, Раҫҫей Ял хуҫалăх банкĕ Чăваш Ен экономикине 63 млрд ытла пулăшу панă. Вăл кредит укҫинчен 70 проценчĕ ял хуҫалăх тытăмне куҫнă. Куҫарнă укҫа-тенкĕпе пĕтĕмпе субъектра пысăк инвестициллĕ 130 проект пурнăҫа кĕртнĕ.   

2014-мĕш ҫулта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата «Россельхозбанк» АУО хушшинче пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ пулнă.

2017-мĕш ҫулта «Росельхозбанк» АО регионти ял хуҫалăх пайне 531,9 млн кредит куҫарса панă.

Паянхи пурнăҫ таппинче Раҫҫей Ял хуҫалăх банкĕ сахал мар  хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан тĕрлĕ пулăшусемпе халăха тивĕҫтерет.  

Регионта 24 офис муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче вырнаҫнă. Кăтарту ҫав тери пысăк ытти банксемпе танлаштарсан, вĕсем иккĕмĕш вырăнта пулни куҫкĕретех.

РФ Президенчĕ Владимир Путин пуҫарăвне тĕпе хурса, халăх банкран активлă кредит илме пуҫларĕ, ял хуҫалăх тытăмне аталантарма ҫынсем  пĕтĕмпе 26 млрд тенкĕлĕх ҫак ҫӳлерех асăннă банкран кредит туяннă.  «Агропромышленноҫ комплексне аталантарас» приоритетлă наци проекчĕ субъектра анлăн пурнăҫа кĕчĕ. Ҫынсем харпăр хăй хуҫалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх самăртса ĕрчетме пуҫларĕҫ, ял хуҫалăх пайне пысăк тимлĕх уйăрма тытăнчĕҫ.  «Патшалăх пысăк тĕрев пани савăнтарать, ҫак кредитсене илнĕ чухне процент ставки чи пĕчĕкки пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Халăх кредитсемпе техника, хуралтăсене ҫĕнетнĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ, ӳсен-тăран лаптăкĕсене ӳстернĕ, усă курăнман ҫĕр лаптăкĕсене те пусă ҫаврăнăшне чылай кĕртнĕ. Ялта пурăнакансен пурнăҫ условийĕн шайĕ куҫ умĕнчех ырă енне улшăнса пычĕ. Шăпах та, ҫакă пурсăмăра та хавхалантарчĕ», - тенĕ вăл сăмаха тăсса. 

Паянхи куна ял хуҫалăхĕпе тăрăшакансем пĕтĕмпе 90 заявка банка тăратнă, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 879 млн танлашать. «Халăх сире шанать тата ĕненет. Ҫакă, эсир пысăк хисепе тивĕҫнине ҫирĕплетет», - тесе хушса каланă сăмаха май регион Пуҫлăхĕ.

Оксана Лут хăйĕн сăмахĕнче, вĕсен банкĕ Чăваш Республикинче тата та пулăшупа тивĕҫтерессин калăпăшне ӳстерме плана кĕртнине пĕлтернĕ.  Паянхи пурнăҫра вĕсен кредичĕсемпе ял хуҫалăхра ĕҫлекенсем кăна мар, ҫул-йĕр строительствипе тимлекенсем, электротехника кластерĕнче тăрăшакансем те анлă усă курни сисĕнет тенĕ хăна.

«Сирĕнпе кăмăллă эпир, инвестициллĕ проектсене пурнăҫа кĕртессипе пĕрле килĕшсе ĕҫлеме яланах хатĕр», - тенĕ Оксана Лут.   Хальхи вăхăтра банк «Ренова» ГК перспективлă проектне пурнăҫа кĕртме сахал мар тĕрев парать.  Регионта теплица комплексĕ вăй илесси те куҫкĕретех.

2016-мĕш ҫулта раштав уйăхĕнче Японине Раҫҫейĕн официаллă делегацийĕ ĕҫлĕ визитпа кайнă, ун чухне Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев та ҫак йышра пулнă. Палăртнă мероприятинче «Ренова» ГК Директорсен канашĕн Председателĕ Виктор Вексельберг тата Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев теплица комплексĕн строительство ĕҫне  субъектра пуҫарасси пирки килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ. 

Регионта ҫитес ҫулта кĕркунне пысăк технологиллĕ теплица комплексĕн пĕрремĕш пайĕ пурнăҫа кĕресси те паллă.

Фоторепортаж



07 февраля 2018
15:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter