Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Куславкка районĕн 2017-мĕш ҫулăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă анлă канашлăва хутшăннă

Михаил Игнатьев принял участие в подведении итогов социально-экономического развития Козловского района

Нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Куславкка районĕн 2017-мĕш ҫулăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă анлă канашлăва хутшăннă. Муниципалитет пĕрлешĕвĕнчи активăн канашлăвне районăн Культура центрĕнче йĕркелесе ирттернĕ.

Мероприяти пуҫланиччен, чи малтан Михаил Игнатьев район халăхĕ хатĕрленĕ куравпа паллашнă, хыҫҫăн муниципалитет ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тĕлпулăва пухăннисем умĕнче калаҫнă май, ҫакăн йышши мероприятисене йĕркелесе ирттерни – пĕлтĕрхи ĕҫсен пĕтĕмлетĕвне хакласси кăна мар, кăҫалхи ҫул тата пуласлăх валли тĕллевсене палăртасси те кун йĕркинче тăнине палăртнă. Каласа хăвармалла, муниципалитетсен ĕҫне пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă пулăм, кăҫал Куславкка районĕнчен пуҫланнă.

Регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче республика Правительствин 2018-мĕш ҫулăн приоритетлă ҫул-йĕрĕсем пĕтĕмпех Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Ҫырура анлăн палăрнине каланă.

Предпринимательлĕх тытăмне аталанса пыма хăтлă условисем йĕркелесе тăратасси пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри пулса тăнине асăннă Михаил Игнатьев, муниципалитетра активлă пуҫаруллă ҫынсем сахал мар тенĕ.  Вĕсем хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан производствăсем ĕҫлеттерме хатĕр, халăх валли пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем те йĕркелесе пама хастар, пуласлăх ҫине те тĕллевлĕн пăхни куҫкĕретех тенĕ сăмаха тăсса. Тĕслĕх вырăнне «Автофургон» ТМЯО ĕҫне асăнса хăварнă.  Предприяти таварсем калăплассипе чаплă ĕҫлет, таварсен калăпăшĕ 722 млн танлашать, маларахри ҫулсенчен 35 процент пысăк пулни сисĕнет тенĕ регион Ертӳҫи.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ район халăхне мухтаса тав сăмахĕсем каланă, 2017-мĕш ҫула район тухăҫлă вĕҫленине, кăтартусем хăпарнине палăртнă, экономика пайĕнчи кăтартусем пачах та чакманнине асăннă. «Куславккасен потенциал, пуласлăх лайăх.  Унпа кăтартуллă усă курма кăна пĕлмелле», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ.

Куславкка районĕн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн тĕп ҫул-йĕрĕсемпе муниципалитет пĕрлешĕвĕн администрацийĕн ертӳҫи Андрей Васильев тĕплĕн паллаштарнă. Куславкка районĕн социаллă сферине тата экономикине мĕнпур ҫăлкуҫсенчен 2017-мĕш ҫулта 288 млн тенкĕлĕх инвестици хывнине палăртнă (ӳсĕм -104,3 процент).   Пĕлтĕрхи ҫул районта 10 инвестициллĕ проект пурнăҫа кĕртессипе тимленĕ, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 163 млн танлашать.  Вăл проектсенчен 6-шĕпе ĕҫе туллин тивĕҫтенĕ, халăх валли ҫĕнĕ 51 ĕҫ вырăнĕ хатĕрленĕ.

Андрей Васильев каланă тăрăх, пĕлтĕрхи ҫулăн тĕп кăтартăвĕ – промышленноҫ тата ял хуҫалăх пайĕнчи ĕҫсем ӳсĕмлĕ пулни. Вак бизнесăн пĕтĕмлетĕвĕсене илмесĕр, Куславкка районĕнчи организацисемпе предприятисен пĕтĕмĕшле таварсен ҫаврăнăшĕ 2017-мĕш ҫулта 1 755,5 млн танлашнă, ӳсĕм 22,3 процент ҫити хăпарнă. Республикăра ытти муниципалитетсемпе танлаштарсан виҫҫĕмĕш вырăнта тăратпăр тесе пĕлтернĕ район администрацийĕн пуҫлăхĕ.

Районта ача ҫураласлăхĕн кăтартăвĕ анса ларнă.  Ҫав вăхăтрах пурнăҫран уйрăлса кайнин кăтартăвĕ пĕчĕк пулни хавхалантарать.

Районăн тĕп больницин сиплев корпусĕпе поликлиникине тĕпрен юсав ĕҫне тăваҫҫĕ.  Объектсене ҫĕнетме республика бюджетĕнчен 11 млн уйăрнă.

Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусенчен пĕри – районта вилнисен сăлтавне тупса палăртмалли учреждени (морг) ҫукки пăшăрхантарать.

Куславккасем хăйсен ҫыннисемпе мăнаҫланаҫҫĕ, вĕсем кулленех Пĕтĕм Раҫҫей, республика тата район шайĕнче ирттерекен конкурссенче мала тухса хисепе тивĕҫеҫҫĕ.

Район халăхĕ хушшинче паллă спортсменсем чылай. Тĕнче, Европа шайĕнче пулнă ăмăртусенче мала тухса, район чапне ӳстерсе пыраҫҫĕ.

Ăнсăртран мар пулĕ, «Атǎл» ФОК республикăри чи лайăх ĕҫлесе пыракан виҫҫĕшĕн шутĕнче тăрать.   Палăртмалла, пĕлтĕр утă уйăхĕнче Куславккара виҫҫĕмĕш хут триатлонпа Раҫҫей Кубокне йĕркелесе ирттернĕ. Йĕркелӳҫĕсем хулара триатлонпа Раҫҫей чемпионатне те ирттерме сĕнӳ тăратнă.

2018-мĕш ҫулта муниципалитет пĕрлешĕвĕ хутса ăшăтмалли системăсене тĕпрен модернизацилеме тĕллев лартать.  Кармăшри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулăн спортзалне тĕпрен юсав ĕҫне ирттерме плана кĕртсе хăварнă. Муниципалитет пĕрлешĕвĕнче ФАПсене, Культура ҫурчĕсене ҫĕнетес ыйту та кун йĕркинчех тăнине пĕлтернĕ вырăнти ертӳҫĕсем.  Районти халăхăн пуҫаруллă сĕнĕвĕсене шута илсе инфратытăма аталантарса пырас ыйту ҫине те пысăк тимлĕх уйăрма шутланă, пĕтĕмпе 6 проекта районта пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă.

Регион Пуҫлăхĕ районта сывлăх сыхлавĕн пайĕнче специалистсем ҫителĕксĕр пулнине асăннă, шăпах та, ҫак ыйту вырăнти халăхшăн йывăрлăх кăларса тăратнине палăртнă. «Земский доктор»  патшалăх программи кăҫалтан пуҫласа районсенче анчах мар, 50 пинрен кая мар ҫын пурăнакан хуласенче те пурнăҫа кĕресси паллă.   Ҫак программăпа килĕшӳллĕн, ялсене фельдшерсем те килсе ĕҫлеме пултараҫҫĕ, вĕсене пĕр хуччен 500 пин парса хавхалантараҫҫĕ. «Сывлăх сыхлавĕнчи йывăрлăхсене пирĕн тĕпрен татса памалла. Ҫакă тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать», – тенĕ Михаил Игнатьев.

Куславкка районĕнчи И.Е. Виноградов ячĕллĕ тĕп больницăн аслă врачĕ  Марина Макарова хăйĕн докладĕнче кăҫал сывлăх сыхлавĕн пайне пурĕ 5 врач тата 5 фельдшер килессине ырă хыпара пĕлтернĕ. Больницăра ĕҫлекенсем тĕллевлĕн тăрăшаҫҫĕ, ытларах та ытларах района ҫамрăк специалистсене илсе килессишĕн тимлеҫҫĕ тенĕ вăл. Сиплев учрежденийĕсене тĕпрен юсанă хыҫҫăн, республика Ертӳҫине килсе курма йыхравланă, ҫĕнĕ йышши пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе паллаштарма шантарнă.

Регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев район активĕпе ытти актуаллă ыйтусене те сӳтсе явнă. Халăха кăсăклантаракан ыйтусем: сĕт хакĕ пĕчĕк пулни, ялсенче шыв ҫукки, ҫамрăк учительсене пулăшу парасси, вĕрентӳ тытăмне хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси, туризма вăй илтересси, коррупципе кĕрешесси, обществăна хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси, тавралăха тирпей-илем кӳртесси тата та ытти нумай ыйтусем кун йĕркинче тăнă. 

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хăйĕн докладĕнче ҫемьесене тата ачасене патшалăх енчен тĕрлĕ пулăшу куҫни пирки каласа кăтартнă.

Кăҫал ҫак ĕҫсене пурнăҫлама республикăна 6 млрд яхăн куҫарма плана кĕртнĕ.  Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ федераци тата республика шайĕнче  ятарлă программăпа куҫакан амăшĕн капиталĕ пирки тĕплĕн каласа ăнлантарнă. Сăмаха май, Раҫҫей Президенчĕ йышăннă ытти пуҫаруллă ĕҫсем ҫинчен те чарăнса тăнă, кăҫалтан пуҫласа ҫемьере пĕрремĕш ача ҫуралсан уйăхсерен патшалăх укҫан парса пулăшу кӳрĕ, хваттерсем илме те чылай ҫăмăллăхсем пуррине каласа хăварнă.

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикинче нумай ачаллă ҫемьесен шучĕ самай ӳснĕ, кăтарту 43 процент хăпарнă. Атăлҫи федераци тăрăхĕнче пирĕн субъект мăшăрсем уйрăлманнин кăтартăвĕпе пĕрремĕш вырăнта, Раҫҫейре вара саккăрмĕш вырăна тухнă. 

Министр хăйĕн сăмахĕнче ҫынсене ĕҫпе тивĕҫтересси пирки ыйту ҫинчен те чарăнса тăнă. Кăҫалтан пуҫласа ҫу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Раҫҫей Президенчĕн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, уйăхсерен чи пĕчĕк ĕҫлесе илнĕ укҫа виҫи 11 163 тенкĕрен кая пулмалла мар. Кун пирки ĕҫпе тивĕҫтерекенсен лайăх астуса тăмаллине асăрхаттарса хăварнă министр. 

Чăваш Республикин финанс министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Фарида Муратова хăйĕн докладĕнче Куславкка районĕн 2017-мĕш ҫулхи пĕрлештернĕ бюджечĕн тĕп кăтартăвĕсем ҫинчен каласа панă. Муниципалитет пĕрлешĕвĕн харпăр хăй тупăшне ӳстерсе пырассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемеллине асăннă вăл, хăш-пĕр предприятисенче НДФЛ бюджета хывассине сăлтавсăр чакарса лартнине палăртнă. Уйрăм предприятисенче халăха «сăрă» схемăпа шалу укҫине тӳлени сисĕнет, ăна пула хыснана кирлĕ пек шайра укҫа кĕрсе пыманни курăнать тесе пĕлтернĕ. Муниципалитетăн харпăр хăй пурлăхĕпе тĕллевлĕн усă курма тăрăшмалла, укҫа-тенкĕне арендăшăн организацисенчен  вăхăтра тата туллин илсе пымаллине каланă. «Кăҫал кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне муниципалитет пурлăхĕсемпе усă курнăшăн парăмсем предприятисемпе организацисен 435 пин пухăнса кайнă», – пĕлтернĕ Фарида Муратова. Ҫак виҫерен чи пысăк парăм 253,6 пин «Агроинвест» ТМЯО, унăн генеральнăй директорĕ Щетинкин В.С., учредителĕ Павлов В.А. 

«Пуҫаруллă халăхăн проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе  пулăшу паракан предпринимательсене ырлатăп. Вĕсем хăйсен ырă ятне хăварассишĕн тăрăшаҫҫĕ. «Агроинвест» ТМЯО пула, бюджета 253 пин кĕмен. Кун пек пачах та тума юрамасть», тесе каланă республика Пуҫлăхĕ, ыйтупа тарăнрах ĕҫлеме хушнă вырăнти ертӳлĕхе.  

Чăваш Республикин экономика министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Инна Антонова ытларах район инвестици явăҫтарассипе епле ĕҫлени ҫинчен чарăнса тăнă.  Вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче вăй хуракансене ҫăмăллăх кредичĕсемпе анлăрах усă курма чĕнсе каланă. Куславккари НФЦ ĕҫне пăхса тухнă, районти лавккасенче таварсен хакĕсем ҫинчен чарăнса тăнă, эрех-сăра ҫаврăнăшне тишкернĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Дент-а-мед»  ТМЯО тĕп врачĕ Юрий Зорин хăйĕн докладĕнче халăха хумхантаракан ыйтусем пирки пĕлтернĕ. «Земский доктор»  патшалăх программине ялта шкулта ĕҫлекен ҫамрăк учительсем валли те йĕркелеме май ҫук-ши тесе ыйтнă депутат.  Автомашина ҫулĕсене сарасси те кун йĕркинче тăнине асăннă. Паянхи пурнăҫ таппинче ҫаксем питĕ актуаллă тесе каланă вăл.  «Проект ҫав тери хаклă, тен ӳлĕмрен кун пек ĕҫе вĕренӳ пайĕнче те пурнăҫа кĕртĕҫ», - тесе каланă хăй шухăшне Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Мероприяти вĕҫленес умĕн, Куславкка районĕн пуҫлăхĕ Юрий Петров канашлăва пухăннисене пурне те, нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче пулакан «Раҫҫей йĕлтĕр йĕрĕ – 2018» спорт уявне тухма йыхравланă, йĕлтĕрсем сырса чупăва хутшăнма чĕнсе каланă.  Хĕллехи Олимп вăййисем иртеҫҫĕ, унта Чăваш Республикинчен Татьяна Акимова тата Лана Прусакова, вĕсене те хавхалатармаллине палăртнă.

Канашлу ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев субъект обществăлла финанспа тухăҫлă ĕҫлесе пыма пĕлнин кăтартăвĕпе пĕрремĕш степньлĕ регион пулса тăнине ырă хыпара пĕлтернĕ. Федераци центрĕ региона шанать тата ĕненет. Кăҫал ытти ҫултинчен 9 процент ытла федераци бюджетĕнчен пулăшу куҫасси паллă, ҫакă та пысăк ҫитĕнӳ тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса. Субъект муниципалитетсем умĕнчи мĕнпур яваплăха туллин тивĕҫтерме тĕллев лартнă, ҫине тăрсах ĕҫлеме хатĕррине палăртнă регион Пуҫлăхĕ.

Канашлура Михаил Игнатьев ял хуҫалăхне аталантарас ыйту ҫинчен чарăнса тăнă.  Ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс-тĕкел ура  ҫине тăратса тĕрĕс воспитани парасси те кун йĕркинче пулнине палăртнă.

«Пирĕн пурсăмăрăн та пĕрле килĕшсе алла-аллăн тытăнса ĕҫлемелле, Раҫҫей Президенчĕпе пĕрле яланах пулмалла. Ун чухне ҫĕршывра тăнăҫлăх хуҫаланасси те куҫкĕретех пулĕ», - тесе чĕнсе каланă Михаил Игнатьев.

Яланхиллех, хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене мероприятинче хаваслă лару-тăрура парса чысланă. Пултаруллă ҫамрăксене, ятарлă стипендине тивĕҫнисене, свидетельство парса хавхалантарнă.  

Куславкка хула поселенийĕ республика шайĕнче йĕркеленĕ «Чăваш Ен ҫуттисем» конкурс ҫĕнтерӳҫи пулнă, ăна диплом парса чысланă.  

 

Фоторепортаж



08 февраля 2018
10:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter