Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей наукин кунӗ ячĕпе саламлани
Наука сферин хисеплӗ ӗҫченӗсем!
Сире Раҫҫей наукин кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!
Чӑваш Енӗн наука вӑй-хӑвачӗ чӑннипех пысӑк. Ҫакна пирӗн ӑсчахсем тӗрлӗ сферӑра тӑвакан ҫитӗнӳсем шанчӑклӑн ҫирӗплетеҫҫӗ, вӗсене патшалӑх шайӗнче пулӑшу кӳреҫҫӗ, инновациллӗ таварсем туса кӑларакансем те вӗсемпе хӑйсен ӗҫӗнче хапӑл туса усӑ кураҫҫӗ.
Паян наука пӗрлӗхӗ техника тата ҫут ҫанталӑк пӗлӗвӗсем, гуманитари ӑслӑлӑхӗсем енӗпе 200 ытла тӗплӗ те тарӑн тата практикӑллӑ тишкерӳ-тӗпчев ирттерет. Асӑннӑ ӗҫсене тивӗҫлӗн пурнӑҫлама республикӑра 65 наука шкулӗ, 15 конструктор бюровӗ, 43 тӗпчев лабораторийӗ туса хунӑ.
Патшалӑх политики ӑслӑлӑх, вӗрентӳ тата инноваци ӗҫ-хӗлне пулӑшса пыма тӗллев лартать.
Влаҫ органӗсемпе наука сферин тата чӑн экономика секторӗн ӗҫченӗсем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени ӑслӑлӑх туса хатӗрлекен япаласене производствӑна васкавлӑн кӗртме ҫул уҫать. Аслӑ шкул наукипе промышленноҫ пӗрле ӗҫлемелли ҫӗнӗ майсем аталанаҫҫӗ, ӑслӑлӑхпа тачӑ ҫыхӑннӑ отрасльсенче мала иртмелли проектсем пурнӑҫланаҫҫӗ, туса кӑларакан инновациллӗ таварсен тӗсӗ тата калӑпӑшӗ пысӑкланать.
Пӗтӗм продукцин калӑпӑшӗнче инновациллӗ таварсен танлаштаруллӑ виҫи 25 процента яхӑн. Ҫакӑ Чӑваш Ене инновацие аталантармалли кӑтарту енӗпе Раҫҫейре малта пыракан регионсен йышӗнче сыхланса юлма май парать.
Хӑйсен пултарулӑхӗпе вӑй-халне ӑслӑлӑха халалланӑ мӗнпур ҫыннӑн ырми-канми ӗҫӗ малашне те республика пуянлӑхне ӳстерсе пыма, ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма, Чӑваш Ене тата аслӑ Раҫҫее пысӑк усӑ кӳме пулӑшасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.
Сире ҫирӗп сывлӑх, телей, ӑнӑҫлӑх, ҫӗнӗ идейӑсемпе проектсем тата пӗлтерӗшлӗ ҫĕннине тĕпчесе пĕлме сунатӑп.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев