Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫейри самбо федерацийĕн вице-президенчĕпе, Чăваш Республикин самбо федерацийĕн ертӳҫипе Евгений Селивановпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Михаил Игнатьев провел рабочую встречу с вице-президентом Всероссийской федерации самбо Евгением СеливановымНарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫейри самбо федерацийĕн вице-президенчĕпе, Чăваш Республикин самбо федерацийĕн ертӳҫипе Евгений Селивановпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче регионта ҫак асăннă спорта аталантарассипе чылай ĕҫ йĕркеленине пĕлтернĕ. Спорт шкулĕсен пурлăхпа техника базине пуянлатма пысăк тимлĕх уйăрнине, самбистсене хатĕрлеме тренерсем кулленех тăрăшнине асăннă.

«Ҫамрăк ачасен ашшĕ-амăшĕсем сахал мар ырă сăмахсем калаҫҫĕ пире. Пултаруллă яшсем ҫитĕнӳсеме хавхалантараҫҫĕ, хатĕрленӳ ĕҫĕсене те яваплăха туйса ҫӳреҫҫĕ», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ.

«Самбо - шкулта» ятлă проект пурнăҫа епле кĕрсе пыни ҫинчен ертӳҫĕсем сӳтсе явнă.

Евгений Селиванов Шупашкарта спортăн ҫак енĕпе икĕ шкулта ҫамрăксем хăйсен ăсталăхне туптанине пĕлтернĕ.  Ҫак спорта регионти ытти шкулсем те хаваспах хутшăнма кăмăл тунине асăннă вăл.  Раҫҫейри самбо федерацийĕн вице-президенчĕ Чăваш Енри ачасен ҫитĕнĕвĕсем пирки чарăнса тăнă. Хальхи вăхăтра Новосибирск хулинче хĕрсен хушшинче самбо енĕпе спорт ăмăртăвĕсем иртеҫҫĕ.  Унта Чăваш Республикинчен спортсменсем хастар хутшăнаҫҫĕ. Кăҫал пуш уйăхĕнче Мускавра тĕнче Кубокне ҫĕнсе илессишĕн ăмăртусем пуласси паллă. Пирĕн ентешсем унта тăваттăн пулĕҫ. «Лăпланса ларма никамăн та ирĕк ҫук. Ҫĕнĕ ҫулта тата та пысăкрах ҫитĕнӳсемпе палăрассишĕн тăрăшăпăр», - тесе хăй шухăшне каланă Евгений Селиванов.

Пирĕн паллă ентешсем: Владимир Погодин, Александр Трофимов, Геннадий Трошев авиакатастрофăра вилнĕренпе вунă ҫул ҫитет кăҫал. «Татăлнă вĕҫев» ятлă Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче пулакан турнира Шупашкарта авăн уйăхĕнче ирттерме  сĕннĕ Евгений Селиванов.  Михаил Игнатьев шухăшпа килĕшнĕ, мероприятине йĕркелесе ирттерме пулăшу пама хатĕр тесе каланă.

Паянхи куна республикăра 10 шкулта самбо енĕпе 1702 ача хăйсен пултарулăхне аталантарать.

Раҫҫейĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕнче Чăваш Енрен 11 спортсмен.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм Раҫҫейĕн самбо федерацийĕн Попечительсен канашĕн йышĕнче тăрать. 

Фоторепортаж



08 февраля 2018
16:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter