Чăваш Республикин Ипотека корпорацийĕнче савăнăҫлă лару-тăрура нумай ачаллă ҫемьесене хваттер ыйтăвне татса пама ҫăмăллатнă мелпе кредит панă

В Чувашии выдан первый кредит в рамках президентской программы «Семейная ипотека с государственной поддержкой» под 6% годовыхНарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче  Чăваш Республикин Ипотека корпорацийĕнче савăнăҫлă лару-тăрура нумай ачаллă ҫемьесене хваттер ыйтăвне татса пама ҫăмăллатнă мелпе кредит панă, пулăшăва патшалăх программипе килĕшӳллĕн тивĕҫтернĕ.  Ҫак ĕҫе ҫĕршывра РФ Президенчĕ Владимир Путин пуҫарăвне тĕпе хурса йĕркелесе янă.  Ҫăмăллатнă ставкăпа ипотека кредичĕ ҫемьесене самай пысăк пулăшу кӳрет, вĕсен уйăхсерен банка тӳлемелли укҫа виҫи пĕчĕк ыттисемпе танлаштарсан.

Чăваш Енре патшалăх программипе пулăшăва пуҫласа Ҫĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Воронцовсен ҫемьи тивĕҫнĕ.

Палăртнă мероприятине Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев килсе ҫитнĕ.  Вăл Воронцовсен ҫемьипе курнăҫнă, ашшĕ-амăшĕпе ачисемпе калаҫнă.

Ҫемье пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕнче ипотека кредитне илме ĕҫ хучĕсене пĕтĕмпех пуҫтарса хатĕрлесе банка тăратнине палăртнă. Хыҫҫăн, комисси членĕсем документсене хытă тĕрĕсленине каланă. Палăртма кăмăллă, халĕ кредит илесси пирки ĕҫ хучĕсене ҫирĕплететпĕр те тенĕ вăл сăмаха тăснă май.   Чи малтан мăшăрсем 20 ҫуллăха кредит илнĕ, ăна вĕсем ҫемьесене пулăшу парассипе йышăннă патшалăх программипе тивĕҫнĕ.  Вĕсен пĕр уйăхра банка кредитшăн 17 пин тенкĕ тӳлемелле пулнă.  Каярах вĕсен ҫемьинче иккĕмĕш пепке ҫуралнă, уншăн ҫемьене амăшĕн капиталне тивĕҫтенĕ. Вăл укҫа-тенкĕне кредит саплаштарма тăкакланă.  Каярах ҫак укҫан виҫи тата  та чакнă, уйăхсерен тӳлемелли пай 12 пине ҫитнĕ. Паянхи куна ҫак виҫе курăмлăнах пĕчĕкленни куҫкĕретех, вăл 8 пинпе танлашнине савăнса пĕлтернĕ ҫемье пуҫлăхĕ. Ҫак укҫана уйăхсерен тӳлесе пыма пачах та йывăр мар тесе сăмаха тăснă, патшалăх пысăк тĕрев пани пурăнма хавхалантарать тесе асăннă хăйĕн сăмахĕнче Евгений Воронцов.

Пайковсен ҫемьи виҫҫĕмĕш ача кĕтет. «Эпир те амăшĕн капиталĕпе куҫнă укҫана кредит парса татма куҫартăмăр.  Халĕ вара ҫурт-йĕр условисене лайăхлатма куҫаракан ҫăмăллатнă кредит илме ĕҫ хучĕсене пуҫтарса ҫитертĕмĕр. Тавах ҫĕршыв ертӳлĕхне, ҫакăн пек программăсем йышăннăшăн, пире пысăк пулăшу пани савăнтарать», - тенĕ мăшăрсем. Пĕчĕк процентпа куҫакан ипотека кредитне нумай ачаллă ҫемьесем хапăл тусах илеҫҫĕ тата ăна ҫитменнине тивĕҫме мелсем те питĕ лайăх тесе уйрăммăн палăртса каланă Валерий Пайков.

Надежда Ильинична хăйĕн сăмахĕнче яланах пысăк ҫемье пирки ĕмĕтленнине пĕлтернĕ. Кĕтнĕ ĕмĕчĕ тулнă. Патшалăх та сахал мар пулăшу куҫарса парать тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев патшалăх нумай ачаллă ҫемьесене, амăшĕсене тата вĕсен ачисене пысăк тĕрев парассишĕн ҫине тăрсах тăрăшнине асăннă. Тĕрлĕ категорири ҫынсене валли социаллă пулăшусем уйăхсерен куҫнине пĕлтернĕ, ҫăмăллăх меслечĕсем те чылай тенĕ вăл сăмаха тăсса.  «Нумай ачаллă ҫемье – общество тăнăҫлăхĕ, Раҫҫей тата Чăваш Ен пуласлăхĕ», - тенĕ вăл калаҫăва пĕтĕмлетсе.  

Ҫамрăк ҫемьесем Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн пуҫаруллă шухăшĕ, амăшĕн капиталне 2021-мĕш ҫулччен тăсни ҫав тери савăнтарать тенĕ. Кăҫалтан пуҫласа ҫемьере пĕрремĕш ача ҫуралнăшăн уйăхсерен патшалăх укҫан куҫарса парать. Енчен те пуласлăхра ҫак ҫемьесенче иккĕмĕш е тата виҫҫĕмĕш ачасем ҫуралас пулсан,  вĕсен ипотека кредичĕпе те усă курма  ирĕк пур. Чи пахи кредит ставки пĕтĕмпе те 6 процент ҫеҫ. Ҫав тери пĕчĕк. Кун пекки историре пулман тесен те йăнăш мар.  

Палăртнă тăрăх, халлĕхе регионта ҫак пулăшупа 5,5 пин ҫемье усă курма пултарать.  Чăваш Республикинче амăшĕн капиталне те малалла парса тивĕҫтерессине тăснă.

«Ипотечная корпорация Чувашской Республики» АО генеральнăй директорĕ Альберт Сидоркин проект пирки тĕплĕн каласа кăтартнă, халăх ҫурт-йĕр условине лайăхлатассипе унпа анлăн усă курнине пĕлтернĕ. Хальхи вăхăтра, шăпах та ҫак проекта тĕпе хурса Шупашкарта Магницкий урамĕнче 7-мĕш ҫур ҫĕкленет, 10 хутлă ҫуртра 96 хваттер пулĕ.

Пĕр кирлĕ пек чухне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев корпорацинче тăрăшакансемпе тĕл пулса калаҫнă, шухăш-кăмăлĕ пирки ыйтса пĕлнĕ, малашнехи ĕҫре вĕсене ăнăҫусем  суннă.

Фоторепортаж



09 февраля 2018
09:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter