Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шăмăршă районĕн ертӳлĕхĕпе тĕлпулу ирттернĕ

Михаил Игнатьев провел рабочую встречу с руководством Шемуршинского районаПаян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Шăмăршă районне тухса кайнă.

Ҫулҫӳревĕн тĕп тĕллевĕ муниципалитет пĕрлешĕвĕн пĕлтĕрхи ҫулăн ĕҫ кăтартăвĕсене пăхса тухасси, кăҫал валли приоритетлă тĕллевсене палăртасси.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шăмăршă район пуҫлăхĕпе Менир Хамдеевпа тата район администрацийĕн ертӳҫипе Владимир Денисовпа курнăҫнă.

Район администрацийĕн пуҫлăхĕ Владимир Денисов хăйĕн сăмахĕнче, 2017-мĕш ҫулта муниципалитет ӳсĕмлĕ ĕҫленине, кăтартусем хăпарнине пĕлтернĕ республика Пуҫлăхне. Вырăнти бюджетăн тупăш пайĕ ӳснине асăннă, ҫĕрсемпе усă курнăшăн, предприятисемпе организацисем аренда укҫине вăхăтра куҫарса пынине палăртнă вăл.  

Пуҫаруллă проектсене пурнăҫа кĕртессипе Шăмăршă районĕ лайăх ĕҫленĕ, Чăваш Республикин бюджетĕнчен сахал мар пулăшу куҫнă. Районта кĕпер тунă, ҫулсене сарнă.

«Эпир кăҫал та ҫĕнĕ проектсем хатĕрлесе тăратнă.  Шкул ҫывăхĕнче карта тытса ҫаврăнасшăн, плотина юсама та плана кĕртнĕ», - тесе пĕлтернĕ вырăнти ертӳлĕх.

Калаҫу вăхăтĕнче пуҫлăхсем ял хуҫалăх пайне аталантарассипе ҫыхăннă актуаллă ыйтусене те хускатнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев халăх валли ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрлемеллине, вĕсен шалу укҫине те ӳстерессипе ҫине тăрсах тăрăшмаллине асăннă.

Ҫамрăксене ялта пурăнса ĕҫе вырнаҫма кирлĕ пек условисем йĕркелесе парассишĕн вăй хумалла тесе чĕнсе каланă регион Ертӳҫи. 

Фоторепортаж



09 февраля 2018
14:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter