Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Патăрьел районĕн ертӳлĕхĕпе тĕл пулнă

Михаил Игнатьев провел рабочую встречу с руководством Батыревского района Нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Патăрьел районне ĕҫлĕ визитпа кайнă.

Муниципалитетăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн 2017-мĕш ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене тĕплĕн тишкериччен, чи малтан регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Патăрьел районĕн пуҫлăхĕпе Михаил Петровпа тата район администрацийĕн ертӳҫипе Рудольф Селивановпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Ертӳҫĕсем муниципалитет пĕрлешĕвĕн ĕҫ-хĕлне кĕскен пăхса тухнă.

Регион Ертӳҫи районăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайне ӳстермелли ҫине пысăк тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă вырăнти ертӳлĕхе, района инвестици явăҫтарассине, «сăрă» укҫа-тенкĕпе халăха тивĕҫтерессинчен асăрханассине, ҫурт-йĕр ыйтăвĕсене те кулленех ҫивĕч тĕрĕслеве илме хушнă.

Рудольф Селиванов  хăйĕн сăмахĕнче, районăн пĕрлештернĕ хысни 2017-мĕш ҫулта 701 млн танлашнине пĕлтернĕ, кăтарту 2016-мĕш ҫулхипе илсен 15 процент пысăк пулни сисĕнет тенĕ.

Ҫулсерен района инвесторсене явăҫтарас ĕҫ хĕрӳ пынине палăртнă вырăнти ертӳҫĕ. 2018-мĕш ҫулта пурĕ 5 проект пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнине тата та 12-шĕпе ĕҫсем кал-кал пыраҫҫĕ тенĕ.  

Районта предприятисемпе организацисене тĕрĕслевпе асăрхав службисем ҫивĕч пăхса тăнине асăннă район ертӳлĕхĕ.

Тĕлпулу вăхăтĕнче  пуҫлăхсем ытти актуаллă ыйтусем тавра та канашланă.

Фоторепортаж



09 февраля 2018
17:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter