Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлев ыйтăвĕсен, ĕҫе вырнаҫтарас ыйтусен федераллă службин ертӳҫин ҫумĕпе Иван Шкловецпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев провел рабочую встречу с заместителем руководителя Роструда Иваном ШкловцомНарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлев ыйтăвĕсен, ĕҫе вырнаҫтарас ыйтусен федераллă службин ертӳҫин ҫумĕпе Иван  Шкловецпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

 Ертӳҫĕсем социаллă ĕҫлев сферинчи актуаллă ыйтусене сӳтсе явнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра ĕҫсĕррисен шутне чакарассипе пурнăҫланă ĕҫсем пирки каласа кăтартнă. Халăхăн ĕҫ укҫин виҫине хăпартасси те кун йĕркинчех тăнине пĕлтернĕ.  Регионта лару-тăру йĕркеллĕ пулнине, пур-пĕрех хальлĕхе тракторсен заводĕнче кăштах ĕҫсем айвантарах тесе каласа хăварнă.

Республикăри районсемпе хуласенче предприятисемпе организацисенче 15 пине яхăн ĕҫлекен ҫын ҫителĕксĕр пулнине пĕлтернĕ.  Ĕҫсĕррисене патшалăх енчен пулăшу парас тĕллевпе ҫулсерен 700 млн яхăн укҫа-тенкĕ тăкакланние асăннă.  

Иван Шкловец Патшалăхăн тĕрĕслевпе асăрхав службин Чăваш Республикинчи пайĕ лайăх ĕҫлесе пынине ҫирĕплетсе каланă. 2017-мĕш ҫулта 14 пин ытла ҫыннăн прависене хӳтĕлесе шалу укҫипе пухăнса кайнă 445 млн парăма, халăха тавăрса пама май килнĕ.

«Кун пек ҫивĕч тĕрĕслев – ĕҫ укҫин парăмĕсене вăхăтра пăрахăҫлама май парать. Кăтарту та ҫук мар.  Енчен те ҫулталăк каялла регионта 26 парăмҫă пулнă пулсан,  халĕ вĕсен шучĕ 13 ҫитнĕ.  Парăм виҫи 155 млн пулнă, халĕ ҫак кăтарту 77 млн ҫеҫ тăрса юлнă», - тенĕ вăл сăмаха тăсса.

Федерацин ĕҫлев службин ертӳҫин ҫумĕ предприятисем панкрута тухма хăтланаҫҫĕ пулсан, вĕсемпе ытларах ĕҫлемеллине, тепре чухне организацисем ĕҫ укҫин парăмне тивĕҫтермесĕрех пăрахăҫланни сисĕнет тенĕ.

Паянхи тĕлпулу вăхăтĕнче вĕсем малашне те пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлĕ ҫыхăнусене анлăлатасси пирки канашланă.  Ытти актуаллă ыйтусене тишкернĕ, кирлĕ пек йышăнусем тунă.

Фоторепортаж



09 февраля 2018
13:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter