Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртекен РФ Президенчĕн суйлавне Чăваш Республики хатĕрленет

Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ канашлăва ирттернĕ.  Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен пĕри – 2018 ҫулта пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче  РФ Президенчĕн суйлавне епле регион хатĕрленсе пыни. Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче хăйсем пурăнакан вырăнта мар, урăх çĕрте пулакан граждансем мĕнле сасăлама пултарнине тепĕр хут аса илтернĕ. Общество сăнавçисене хатĕрлес ĕç мĕнле пыни çинчен чарăнса тăнă.

Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков Раҫҫейре суйлава хатĕрленес ĕҫ финиша тухса пынине палăртнă. «Ҫак кĕҫнерникунран пуҫласа шалти ĕҫсен пайĕнче тăрăшакансем кунĕ ҫĕрĕпе хурал тăрасси паллă. Республикăра влаҫ органĕсенче, суйлав комиссийĕсенче, МИХче тăрăшакансем пурте ҫивĕч ҫыхăнура тăрĕҫ», — тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.   Чи кирли — обществăна хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси, суйлав вăхăтĕнче йĕрке пăсассинчен сыхă тăрасси.  Вăл вăхăтра тимлĕхе самантлăха та куҫран вĕҫертме юраманнине асăрхаттарнă ертӳҫĕсем. 

Тĕп çĕнĕлĕхсенчен пĕри — çын пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче хăй пропискăра тăракан вырăнта мар, пачах урăх çĕрте пулсан (урăх адреспа пурăнать, командировкăна е отпуска урăх хулана кайнă) вăл çавăнтах сасăлаять. Александр Цветков каланă тăрăх — çак тĕллевпе гражданинăн кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнчен территорири суйлав комиссине (çывăхра вырнаçнине, каллех пропискăпа мар) е патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене кӳрекен Нумай функциллĕ центра паспортпа каймалла пулнă. Нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнчен вара — кирек хăш участокри суйлав комиссине те кайма май пулнă. Асăннă пунктсенче çыннăн заявлени çырмалла, унта хăй хăш регионти миçемĕш суйлав участокĕнче сасăлассине кăтартмалла. Территорири тата участоксенчи суйлав комиссийĕсен адресне тата номерне Раççей Тĕп суйлав комиссийĕн сайтĕнче вырнаçтарнă интерактивлă карттă çинче тупма пулать. Заявление килтен тухмасăрах, Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă та çырма юрать. Çакнашкал заявление пуш уйăхĕн 12-мĕшĕччен çырмалла. «Çыннăн хăй регистрациленнĕ вырăнта мар, урăх çĕрте сасăласси пирки заявление пĕр хутчен çеç çырма юрать», — тенĕ Александр Иванович.

Сусăр ҫынсен хăйсем пурăнакан вырăнта, килте сасăлама ирĕк пур. Кун пирки те суйлав комиссийĕн членĕсене маларах пĕлтермелле.  Ҫак пулăшупа вырăнпа вăраха кайса выртакан  чирлисем, ача ҫуратма хатĕрленекеннисем, сусăр граждансем усă курма пултааҫҫĕ.  

Чăваш Республикинчи Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ ку шăматкун шăплăх кунĕ пулассине аса илтернĕ. Сасăлав кунне каламасăрах паллă, кирек-епле агитаци те пулмалла мар.

Александр Цветков сасăлав кунĕ саккунпа килĕшӳллĕн уҫăмлăн иртсе каясса шанса каланă. Суйлавҫăсен участокĕсенче уяв мероприятийĕсем пулассине, пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен юрри-кĕввипе халăха савăнтарасса пĕлтернĕ. Тутлă апат-ҫимĕҫпе те сăйланма май пулĕ.

Чăваш Енри Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ пурне те суйлав пыма йыхравланă.  «Чăваш Ен халăхĕ суйлава активлă хутшăнни – Раҫҫейшĕн пархатарлă та пысăк парне пулĕ», — тенĕ вăл.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев хăйĕн сăмахĕнче, пĕтĕмпе регионта 1162  суйлав участокĕсене хатĕрленине асăннă, вăхăтлăх участок комиссийĕсем – 15 тенĕ. Халăхпа ăнлантару ĕҫĕсене анлă ирттернине палăртнă, кирлĕ пек мĕнпур хатĕрсене ҫителĕклĕ туяннă тесе каланă.

«Раҫҫей ЦИКĕ кăҫалтан пуҫласа, аякра вырнаҫнă ялсенчен халăха суйлава илсе ҫитерме условисем йĕркелеме ирĕк панă. Транспорт ыйтăвĕсене ку енĕпе регионта пĕтĕмпех татса панă», – тесе пĕлтернĕ Юрий Васильев.  

Чăваш Республикин общество палатин председателĕ Алексей Судленков хăйĕн докладĕнче суйлав комиссийĕсене пăхса тăма ҫынсене ҫителĕклĕ таран хатĕрленине асăннă.  Пĕтĕмпе вĕсен шучĕ 2000 ҫитнине каланă. Кăҫал суйлава волонтерсем хастар хутшăнма кăмăл тунине асăннă.

Чăваш Енри ҫынсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Надежда Прокопьева хăйĕн сăмахĕнче суйлав ĕҫне мониторинг тăвакан «Обществăлла штаб» йĕркеленнине пĕлтернĕ, унăн телефонĕ: (8352) 62-35-88.  

«Эпир суйлав таса ирттĕр тесе витĕм кӳме хатĕр», – тенĕ Алексей Судленков.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ республикăра суйлава хатĕрленес ĕҫ тивĕҫлĕ пулса пынине каланă. ИА «Интерфакс»  пĕтĕмлетĕвĕпе экспертсем палăртнă тăрăх, Тутарстан Республикинче, Чăваш Республикинче тата Пенза облаҫĕнче халăх суйлава активлă хутшăнаҫҫĕ, явка пысăк пуласси те куҫкĕретех пулĕ тенĕ. «Раҫҫейĕн тата пирĕн ачасен  пуласлăхĕшĕн  халăх сасăлать», - тесе каланă регион Ертӳҫи.  

Паян канашлура Михаил Игнатьев федераци хыснинчен республика бюджетне каялла тавăрса памалли мар укҫа-тенкĕ куҫасса каланă, кăтарту маларах палăртнинчен чылай пысăк, 23 процент та хăпарнине пĕлтернĕ.  Пулăшу, паллă сывлăх сыхлавне аталантарма куҫĕ.  Ҫак тĕллевпе кăҫал федераци центрĕнчен 242 млн хушма укҫа-тенкĕ куҫарма плана кĕртнĕ.  Апла пулсан, республикăра сиплев учрежденийĕсем пысăк технологисемпе пуянланасси паллă, ҫуртсене те тĕпрен юсав ĕҫĕсем тăвĕҫ.



12 марта 2018
15:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter