Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чӑваш Енри уголовлӑ айӑплава пурнӑҫлакан тытӑмӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Енри уголовлӑ айӑплава пурнӑҫлакан тытӑмӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 Сире професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Эсир право сыхлавӗн тытӑмӗн тӗп принципӗсенчен пӗрне – пре­с­­­туп­ле­ни ту­нӑшӑн айӑплав пурпӗрех пулассине ти­вӗҫ­теретӗр. Сирӗн яваплӑхӑр шутне тӗрмере ларакансене тытса усрассипе вӗ­сен прависене пӑхӑнас­си кӑна мар, ҫавӑн пекех йӑнӑш утӑм тунӑ ҫын­­­сене тӗрӗс пур­нӑҫ патне таврӑнма пулӑшасси те кӗрет.

Ӗҫ условийӗсем ансатах маррине пӑхмасӑр, Федерацин ай­ӑ­п­лава пурнӑҫлакан службин Чӑваш Республикинчи – Чӑваш Енри уп­равленийӗн сотрудникӗсем хӑйсен тивӗҫӗсене чыслӑн пурнӑҫ­ла­са пыраҫҫӗ. Вӗсен професси ӑсталӑхне пула республикӑри юсану уч­режденийӗсенче ҫирӗп тата йӗркеллӗ лару-тӑру сыхланса юлать.

Управлени сотрудникӗсем хӑйсен ӗҫне чунтан парӑнни, при­ся­гӑпа служба тивӗҫӗсене ҫирӗп пӑхӑнса пыни хальхи юсав слу­жби умӗн­че тӑракан тӗллевсене татса парас тӗлӗшпе пы­сӑк ҫитӗ­нӳ­сем тума май парасса шанса тӑратӑп.

Юсану колонийӗсенче тата следстви изоляторӗсенче ҫӑмӑлах мар ӗҫре вӑй хуракан мӗнпур ӗҫчене ҫирӗп сывлӑх, телейпе са­вӑнӑҫ, ҫемье ырлӑхне тата малашнехи ҫитӗнӳсем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                                              М. Игнатьев



12 марта 2018
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter