Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр районĕн ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Михаил Игнатьев провел рабочую встречу с руководством Алатырского районаПуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр хулине, Улатăр районне тата Пăрачкав тăрăхне ĕҫлĕ визитпа кайнă. Регион Ертӳҫи муниципалитетсенче пĕлтĕрхи ҫулăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă анлă канашлу ĕҫне хутшăннă. Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев чи малтан Улатăр районĕн ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Уҫă калаҫăва район администрацийĕн пуҫлăхĕ Нина Шпилевая тата район пуҫлăхĕ Алексей Смирнов хутшăннă. Ертӳҫĕсем пĕлтĕрхи ҫулăн ĕҫ кăтартăвĕсене тишкернĕ, кăҫалхи ҫул валли лартнă тĕллевсене пăхса тухнă, приоритетлă ыйтусем пирки чарăнса тăнă.

Михаил Игнатьев муниципалитетăн харпăр хăй тупăшĕ пирки кăсăкланнă, район халăх валли пурăнмалли ҫурт-йĕр хăпартассипе курăмлă ĕҫленине, ял хуҫалăх валли уйăрнă ҫĕр лаптăкĕсене пусă ҫаврăнăшне кĕртессипе те аванах тăрăшнине каланă.

 Пĕр пухăннă пек чухне, пуҫлăхсем инвестициллĕ проектсем ҫинчен сăмахланă, вĕсене 2018 ҫулта пурнăҫа кĕртмеллине палăртнă.  

Фоторепортаж



13 марта 2018
10:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter