Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр хулин ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев провел рабочую встречу с руководством г. Алатыря Пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр хулине ĕҫлĕ визитпа кайнă.  Унта вăл муниципалитетăн пĕлтĕрхи ҫулшăн ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă анлă канашлăва хутшăннă, кăҫалхи ҫул валли палăртнă тĕллевсене халăхпа пĕрле сӳтсе явнă.

Канашлу пуҫланиччен, чи малтан республика Пуҫлăхĕ Улатăр хулин ертӳҫипе Николай Зайкинпа тата хула администрацийĕн пуҫлăхĕпе Юрий Боголюбовпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Пĕр пухăннă пек чухне, ертӳҫĕсем муниципалитетăн тĕп кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ вырăнти ертӳлĕхе муниципалитетăн ҫутҫанталăк газĕшĕн пухăнса кайнă парăмне пăрахăҫлассипе ҫине тăрса ĕҫлеме чĕнcе каланă.

Палăртнă тăрăх, пĕлтĕр Улатăр хулинче таварсен ҫаврăнăшĕн кăтартăвĕ ӳснĕ, вăл 119,9 процента ҫити хăпарнă.  Ҫак ҫитĕнĕве «сăрă» схемăпа ĕҫлекенсен йышне сахаллатнине кура, пурнăҫларăмăр тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Юрий Боголюбов.

Михаил Игнатьев ҫурт-йĕр строительстви пирки ыйтăва хускатнă. 2017 ҫулта ку енĕпе хулан кăтартăвĕ чакнă имĕш, пурĕ те 89,8 процент ҫеҫ тулнă 2016 ҫулхпе пăхсан.   «Ҫамрăксем валли ытларах условисем йĕркелесе парассишĕн ĕҫлемелле, ун чухне тен вĕсем хуланах юлĕҫ», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ.  

Фоторепортаж



13 марта 2018
13:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter