Улатăр районĕн социаллă экономикăн иртнĕ çулхи аталанăвне пĕтĕмлетнĕ, кăçалхи тĕллевсене палăртнă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев принял участие в подведении итогов социально-экономического развития Алатырского районаПуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр районĕнче пулнă, муниципалитетăн пĕлтĕрхи ҫулшăн ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетӳ тунă, 2018 ҫул валли тĕллевсене палăртнă.

Анлă канашлăва пуҫличчен, чи малтанах республика Пуҫлăхĕ вырăнти ертӳлĕхпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ, район хатĕрлесе тăратнă курава пăхса тухнă, ҫамрăк яш-кĕрĕмпе курса калаҫнă, чи пултаруллисене, пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнисене, стипенди илнине ҫирĕплетекен свидетельство парса чысланă.

«Калаҫу кăсăклă та уҫăмлă пуласса шанатăп», тесе пуҫланă хăй сăмахне республика Ертӳҫи. Вырăнти халăха хăйсене хумхантаракан ыйтусем пирки каласа кăтартма сĕннĕ.

Республика Пуҫлăхĕ региона аталантармалли стратегиллĕ тĕллевсем ҫинчен ăнлантарса панă. Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, республика бюджетне федераци центрĕнчен кăҫал пĕлтĕрхинчен те нумайрах укҫа куҫассине пĕлтернĕ. Кăтарту 23,5 процент пысăк тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Хушма пулăшăва яслисем ҫĕклесе лартма тăкакланасси пирки хыпарланă республика Ертӳҫи.  Сывлăх сыхлавне аталантарас, автомашина ҫулĕсене сарас, хулана хăтлăрах тăвас ыйтусем те кун йĕркинчех пулнине асăннă. Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕ 2018 ҫулта 58 млрд танлашать.  «Кун пек пысăк калăпăшлă бюджет тахҫантанпах пулманччĕ. 2010 ҫулта хам ĕҫлеме пуҫланă чухне пирĕн республикăн бюджечĕ пĕтĕмпе те 30 млрд ҫеҫ пулнăччĕ», тесе аса илнĕ кăтартусене республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Кашни тенки муниципалитет пĕрлешĕвĕсене куҫать, вырăнти халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатма тăкакланать тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Канашлăвăн кун йĕркинчи тĕп ыйтупа район администрацийĕн пуҫлăхĕ Нина Шпилевая анлă доклад тунă.

Район бюджечĕн тупăш пайĕ пĕлтĕрхи ҫул 260,2 млн танлашнă, кăтарту маларахри ҫулран 4 процент пысăк. Пĕрлештернĕ бюджетăн тăкак пайĕ вара 264,5 млн танлашнă. Бюджет укҫин 64,8 проценчĕ социаллă тытăма тĕрев пама куҫнă. Пĕлтĕр районта таварсен ҫаврăнăшĕ ӳснĕ. Ытти районсемпе пăхас пулсан,   Улатăр районĕ 4-мĕш вырăнта тăрать. Ҫурт-йĕрсем хăпартса лартассипе те лайăх ĕҫленĕ муниципалитет, ытти районсем хушшинче вĕсем 4-мĕш вырăнта тăраҫҫĕ.  Халăхăн шалу укҫин виҫи пĕчĕк мар, ыттисемпе пăхас пулсан асăннă район 8-мĕш вырăнта.

Ял хуҫалăх таварĕсене тирпейлессипе те курăмлă ĕҫленĕ, 2017 ҫулта 842,7 млн  тавар туса илнĕ. Патшалăх пулăшăвне пĕтĕмпе 27 млн тивĕҫнĕ районти ҫĕр ĕҫченĕсем.  

2017 ҫулта акса хăвармалли ҫĕрсен лаптăкĕ 16,4 пин га йышăннă тесе пĕлтернĕ Нина Шпилевая. Кăтарту «НДН Агро» ял хуҫалăх предприятийĕ тухăҫлă ĕҫлеменнине кура чакнă тесе сăлтавланă вырăнти ертӳҫĕ.

Хальхи вăхăтра районта ҫĕнĕ инвесторсем ĕҫлеҫҫĕ. Вĕсем: «КиПиАй-Агро Сеченово» ТМЯО тата «Атрать-Агро» ТМЯО.  Кунсăр пуҫне кăҫал районта инвестициллĕ 4 проект пурнăҫа кĕртме плана кĕртсе хăварнă, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 31,5 млн танлашать.

2017 ҫул пуҫламăшĕ тĕлне пурĕ 6598 га усă курăнман ҫĕрсене шута илнĕ.  Вĕсенчен 2400 га ҫĕр лаптăкне пусă ҫаврăнăшне кĕртнĕ.  Кăҫал тата та 1600 га ҫĕре тирпейлесе акса хăварма плана кĕртнĕ тесе каланă Нина Шпилевая.

Пĕлтĕр республика пĕлтерĕшлĕ автомашина ҫулне 31,5 ҫухрăм юсанă, ăна валли 248 млн тăкакланнă.  Вырăнти пĕлтерĕшлĕ ҫулсене те сахал мар тирпейленĕ, 17 ҫухрăм ҫул валли 17 млн пĕтернĕ.  

2017 ҫулта 3 пин тăваткал метр чухлĕ  ытла ҫурт-йĕр хăпартнă районта. Кăтарту планпа пăхса хăварнинчен 67 процент пулать.

Пĕлтĕр муниципалитет пĕрлешĕвĕнче халăхăн пуҫаруллă 5 проектне пурнăҫа кĕртнĕ, инфратытăма ҫĕнетнĕ. Кăҫал 9 проектпа ĕҫлеме тĕллев лартнă.    

2017 ҫулта 5,5 пин ҫын социаллă пулăшу илнĕ, ăна валли 77,7 млн тăкакланă.

Бюджет ыйтăвĕсем пирки Чăваш Республикин финанс министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Фарида Муратова тĕплĕ доклад тунă, район харпăр хăй тупăшне ӳстерсе пырассин кăтартăвĕпе ыттисем хушшинче 13-мĕш вырăнта тăнине каланă. Халăх муниципалитетра «сăрă» схемăпа предприятисенче ĕҫлени сисĕнет. «НДН Агро» предприятийĕн НДФЛ налукĕ чылай пухăннă, кăтарту 5 млн ҫитнĕ тесе пăшăрханса каланă министр ҫумĕ.  Организацисем муниципалитет ҫĕрĕпе тата пурлăхĕпе аренда шучĕпе усă курнăшăн парăмсем сахал мар пухса янă, ҫулталăк пуҫламăшĕ тĕлне кăтарту 500 пине ҫитнĕ тенĕ вăл.  

Вырăнти халăх ҫулсем, ĕҫ укҫи, хваттер, медицина ыйтăвĕсене хускатнă.

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов саккунсен йĕркисем пирки каласа кăтартнă, ҫĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Электроавтомат»  АО  профсоюз организацийĕн профком председателĕ Николай Ефремов предприятийĕн ĕҫĕ пирки каласа кăтартнă, ҫĕнĕ инвесторсене явăҫтарассипе ĕҫсем кал-кал пынине пĕлтернĕ.

Канашлу ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев бюджета тултарассипе активлăрах ĕҫлеме чĕнсе каланă вырăнти ертӳлĕхе, пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатассишĕн ырми-канми тăрăшмалла тенĕ, сăмаха май, пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче РФ Президентне сасăламалли кун, пурне те суйлава йыхравласа хăварнă.   

Фоторепортаж



13 марта 2018
14:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter