Юбилейпа саламлама Санкт – Петербурга çитрĕмĕр

«Тăрмăш» халăх фольклор ушкăнĕн членĕсем тата Енĕш – Нăрваш ялĕнчи  «Саймал» ушкăна çӳрекен Любовь Максимова хисеплĕрен те хисеплĕ çыннăмăра – юратнă пиччене, тăвана, Тăрмăш ялĕнче çуралса ӳснĕ, хальхи вăхăтра Санк – Петрбург хулинче пурăнакан Алексей Максимович Максимова 80 çулхи юбилей ячĕпе пĕтĕм чун – чĕререн Санкт – Петербург хулине кайса саламлатпăр, чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, анлă Атăлшывĕ пек вăрăм кун – çул, иксĕлми телейпе çăлкуç пек тапса тăракан вăй – хал сунтăмăр.Эпир чăваш тумĕсемпе хамăр юррăсене пĕрин хыççăн теприне шăрантартăмăр, ташшине те  ташларăмăр, хамăрăнйăла – йĕркесемпе паллаштартăмăр. Хăнасем чăннипех тĕлĕнчĕç пирĕн тумсенчен те, юрă паташăран та. Хăйсем те тухьясем тăхăнса сăнӳкертерчĕç. Кун пек чаплă юбилей пулнине курман, терĕç пире тав туса.

Алексей Максимович 1938 – мĕш çулхи нарăсăн 15 – мĕш числинче Тăрмăш ялĕнче кун çути курнă, пурнăçĕ çăмăлах пулман унăн. Вăл 3 çулта чухне хаяр та ирсĕр вăрçă пуçланнă, ашшĕ вăрçăна тухса кайнă, амăшĕ ултă ачипе тăрса юлнă. Икĕ ывăлпа тăватă хĕр, пĕри тепринчен пĕчĕкрех, Алексей виççĕмĕш ачи пулнă. Амăшне питĕ йывăр килнĕ, анчах та вăл чăтнă, ачисене ура çине тăратассишĕн колхозра та, килте те ырми – канми ĕçленĕ, кăçатне тĕплеме, çăпатине хуçма вĕреннĕ, ачисене те вĕрентнĕ. Ашшĕ вăрçă хирĕнчен хăрах урасă ртаврăнать, килтисемшĕн пăшăрханса госпитальтен те чĕрĕлсе пĕтмесĕрех тухса килет. Хăйне вали хăех йывăçран ура тăвать, ухсахласа пулин те икĕ урапа утма вĕренет. Ашшĕ киле чĕрĕ таврăннăшĕн мĕн тери савăннине питĕ лайăх ас тăвать Лексей пичче, урасăр пулсан та унăн ашшĕ чĕрĕ таврăннă, ывăлĕсене вăл çăпата хуçма, кукăр тупанине тума вĕрентет. Вĕрене йывăççинчен йĕлтĕрне те Ваççа пиччĕшĕпе хăйсемех ăсталанă, йывăççине те вăрмана хăйсемех кайса каснă. Кайран ашшĕ вĕсене типтерлесе панă, алли ăста пулнă унăн, атăсене сапланă, вĕсене çĕлеме те пултарнă, ачисене те ĕçе хăнăхтарнă.

Алексей Максимович ялти шкултан вĕренсе тухсан, Енĕш – Нăрваш ялĕнчи вăтам шкулта пĕлӳ пухать. Вăл ялти хора та юрласа тĕрлĕ смотрсене хутшăннă. Спортпа яланах туслă пулнă, йĕлтĕрпе те, ахаль те чупнă, соревнованисене яланах хастар хутшăнса малти вырăнсене тухнă. Уйрăмах кире пуканĕ йăтассипе ăмăртса тăрлĕ медальсене çĕнсе илнĕ. Ачисене те спортпа туслаштарнă, паянхи кунчченех çемьипех спортпа туслă. Çавăнпе та ăна хăй çулне памастăн, питĕ хастар та правурпирĕн Лексей пичче.

Салтакра Алексей Максимович Мурмоноблоçĕнчи арттиллеристсен чаçĕнче виçĕ çул та тăватă уйăх службăра пулать, хыççăн Ленинград хулинчи Свердлов яĕпехисепленсе тăракан завода ĕçе кĕрет, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех унта аслă категориллĕ слесарь – электромонтажникра тăрăшать, командировкăсене ют çĕршывсене те çӳренĕ. Ĕçне кура хисепĕ, унăн мухтав хучĕсемпе тав çырăвĕсем чылай, медалĕсем темиçе те, «Ĕç ветеранĕ» ята та тивĕçнĕ. Ленинград хĕрĕпе паллашса, пĕр – пĕрне килĕштерсе çемье çавăрнă, ывăл пахĕр çитĕнтерсе ура çине тăратнă, ачисем иккĕшĕ те аслă пĕлӳллĕ специалистсем, харпăр хăй çемьипепурăнаççĕ. Мăнукĕсем савăнтараççĕ Максимовсене.

Тăван яла кашни çулах килсе тăрать вăл, мĕн май килнĕ таран тăванĕсене пулăшать, нимĕнле йывăр ĕçрен те хăрамасть. Чăвашла çав тери таса калаçать, пĕр сăмахне те манман, тет.

Пĕчĕкренпех эпир Санкт – Петербург хулине Ленинград хули тесе ӳснĕ, халĕ те çаплах калас килет, хамăр хушăра Ленинград тесех калатпăр. Шутласассăн аякра пек ку хула, поезд çине ларсассăн 20 сехетрен çитетĕн те çитмеллиçĕре. Хальхи поездсем çав тери хытă хăвăртлăхпа çӳреççĕ иккен. Санкт- Петербург хули çавтери хитре хула, Темĕнтĕрлĕ соборсемпе чиркӳсем, музейсемпе театрсем тата ытти тĕрлĕ тĕлĕнмелле хитрее зданисем темĕнчухлех кунта, пăхса ытармалламар. Хĕлле те питĕ хитре те,çулла мĕнлерех –ши вара, тесе тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕмĕр. Пенсионерсене çурхакпа е укçасăрах курма кĕртеççĕ çавăн пек курăмлă вырăнсене.Эрмитажра путăмăр, унта укçасăрах кӳртеççĕ иккен пирĕн пек пенсионерсене. Пăхса – курса тĕлĕнтĕмĕр, мĕнле кăна чаплă япаласем çук – ши кунта? Картинăсем тем пысăкăш, сĕтелĕ – пуканĕсемпе креслисене веçех ылтăнпа илемлетнĕ, Петĕр патшаларнă тронĕ мĕнле хитре тата, веçех хаклă чулсемпе илемлетнĕ, йăлтăртатса çеç тăрать. Пӳлĕмĕсене кашнине хăйне евĕрилемлетсе эрешленĕ, çав илемлĕхе сăмахпа каласа пама май çук, ăна куçпа курмалла. Эрмитажа пĕтĕм тĕнчери ылтăн ункă сенйышне илнĕ.

Восксенчен ăсталанă музейра та пулса куртăмăр, кам кăна çук пулĕ кунта: ĕлĕкхи çынсенчен пуçласа Д.Трампа В. Путин таранах. Крейсер «Аврора» патĕнче те пултăмăр, ăшне те кĕрсе куртăмăр. Тĕлĕнмеллисем тем таранах, сăмахпа каласа пама та пулмасть, хăйĕн курмалла, хакламалла.

Çавăн пек мероприятисене кайни, чăвашлăхпа паллаштарни, хамăр та паллашни, курни тавра курăма анлăлатать, татах та хастар ĕçлеме хистет. 



Тăвай районĕ
13 марта 2018
15:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter