Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Штадлер» ТМЯО генеральнăй директорĕпе Рустем Шияновпа тата Швейцарин Раҫҫей Федерацийĕнчи суту-илӳпе промышленноҫ палатин хисеплĕ представителĕпе Артем Казаковпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Обсуждены перспективы реализации совместных проектов с представителями швейцарской компанииПуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Штадлер» ТМЯО генеральнăй директорĕпе Рустем Шияновпа тата Швейцарин Раҫҫей Федерацийĕнчи суту-илӳпе промышленноҫ палатин хисеплĕ представителĕпе Артем Казаковпа  ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Уҫă калаҫăва Чăваш Енрен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш Республикин ҫул-йĕр тата транспорт хуҫалăхĕн министрĕ Владимир Иванов хутшăннă.    Ертӳҫĕсем ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарасси пирки анлăн сӳтсе явнă, хăш-пĕр проектсене пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă.

Артем Казаков хăйĕн сăмахĕнче, хальхи вăхăтра «ШТАДЛЕР» ТМЯО Раҫҫейре Aebi Schmidt Швейцари компанийĕн интересĕсене хӳтĕлессипе ĕҫленине каланă. «Штадлер» ТМЯО генеральнăй директорĕ Рустем Шиянов предприяти калăпласа кăларакан таварсем пирки каласа ăнлантарнă.  «Таварсен пахалăхне темиҫе вуншар ҫул та тĕрĕслев витĕр кăларнă.  Пирĕн тĕллев – вăйлă аталанса пыракан региона тупса палăртасси. Производство йĕркелесе ĕҫлеттересси», тенĕ вăл.  Паян региона килнĕ сумлă хăнасем Шупашкара тата Ҫĕнĕ Шупашкара ҫитсе килĕҫ, предприятисен ĕҫĕсемпе паллашĕҫ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче региона пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем кирлине пĕлтернĕ.  Производствăсем хута яма ҫĕр лаптăкĕсене те пĕтĕмпех йĕркелесе ҫитернĕ, инфратытăм вăл вырăнсенче хатĕр тесе каланă сăмаха малалла тăснă май.  

Чăваш Республикин чи хăватлă енĕ – кадрсем пахи, вĕсен тавракурăмлăхĕ пысăк пулни. Юлашки ҫулсенче ВТБ тата Газпромбанк центрĕсем субъектра хута кайнă.  Чăваш Республикинче ҫителĕклĕ квалификациллĕ специалистсем, вĕсем кирек-епле йывăрлăха тата татса пама пĕлеҫҫĕ,  пысăк технологисене те лайăх чухлакалаҫҫĕ.  

Кăҫал Сочире инвестици форумĕ иртнĕ, ун чухне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата ҫак ҫӳлерех асăннă предприяти килĕшӳ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ, ҫакăн пирки те тепĕр хут аса илсе хăварнă «НПО «ЭНЕРГОМОДУЛЬ» ПАО директорсен канашĕн председателĕ Александр Резников.

Инвестици илĕртӳллĕхĕн кăтартăвĕпе Чăваш Республики Раҫҫейри ытти субъектсем хушшинче виҫҫĕмĕш ҫул ĕнтĕ хисеплĕ малти вырăнсенче тăрать. «Ренова» Группа компанийĕпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ, республикăра теплица комплексне хута яма тĕллев лартнă вĕсем. Вăл объектсенче пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем пуласси куҫкĕретех. 

Фоторепортаж



14 марта 2018
14:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter