Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Пăрачкав районĕн ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев провел встречу с руководством Порецкого районаЧăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Пăрачкав районĕнче пулнă, район ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Уҫă калаҫăва регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле Пăрачкав районĕн пуҫлăхĕ Леонид Васильев, район администрацийĕн пуҫлăхĕ Евгений Лебедев хутшăннă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев вырăнти ертӳлĕхе курăмлă ĕҫлесе пынăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Ӳлĕмрен те ҫитĕнӳсемпе палăрас тесессĕн, муниципалитет пурлăхĕпе - ҫĕрсемпе тухăҫлă усă курма чĕнсе хăварнă. Предприятисем аренда шучĕпе пурлăхсемпе усă кураҫҫĕ пулсан, укҫа-тенке вăхăтра бюджета хывса пыма хушнă. Халăх «сăрă» схемăпа ĕҫе вырнаҫассинчен яланах сыхă тăма каланă, тӳрĕ кăмăлпа ĕҫлеменнисене явап тыттарма сĕннĕ.

Ҫурхи уй-хир ĕҫĕсем ҫывхара килеҫҫĕ, ҫавна май ял хуҫалăхĕнче тăрăшакансен патшалăх пулăшăвне вăхăтра илме тăрăшмалла, вăрлăхсен пахалăхĕ ҫине те пысăк тимлĕх уйăрмалла тенĕ вăл. 

Ял хуҫалăх таварĕсен калăпăшне ӳстерсе пырас ыйту та кулленех кун йĕркинче пулмаллине асăрхаттарнă Михаил Игнатьев.  

Фоторепортаж  



14 марта 2018
07:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter