Пăрачкав районĕн социаллă экономикăн иртнĕ çулхи аталанăвне пĕтĕмлетнĕ, кăçалхи тĕллевсене палăртнă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев принял участие в подведении итогов социально-экономического развития Порецкого района за 2017 год и постановке задач на 2018 год

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Пăрачкав районĕнче пулнă.  Муниципалитетра пĕлтĕрхи ҫулăн ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе тата 2018 ҫул валли тĕллевсене лартассипе ҫыхннă анлă канашлу ĕҫне хутшăннă.

Ĕҫе пухăннисем умĕнче тухса калаҫнă май, республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пурне те уҫҫăн калаҫма чĕнсе каланă, виҫĕ ҫуллăха палăртнă бюджет укҫипе тĕллевлĕн усă курса приоритетлă ыйтусене пурнăҫа кĕртни, халăхпа пĕрле сӳтсе явни пĕлтерĕшлĕ тесе палăртнă. Йывăрлăх кăларса тăратма пултараканнисене те граждансемпе пĕрле пăхса тухни вырăнлă тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа районăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрĕсем ҫинчен муниципалитет пĕрлешĕвĕн пуҫлăхĕ Евгений Лебедев тарăн доклад тунă. 2017 ҫулта Пăрачкав районĕн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайĕ 229,9 млн танлашнă, тăкак пайĕ – 241,5 млн ҫитнĕ.  

2017 ҫулта муниципалитетра 12 программăпа ĕҫленĕ, вĕсене валли 220,5 млн тăкакланă, кăҫал 13 программăпа ĕҫлеме плана кĕртнĕ, вĕсене пурнăҫа кĕртме 192 млн тенкĕ пăхса хăварнă.  

2017 ҫулта ял хуҫалăх тытăмĕпе курăмлă ĕҫленĕ районта. Пĕлтĕрхи ҫул 1219 млн тенкĕлĕх ял хуҫалăх таварĕсене тирпейленĕ, производство таварĕсен индексĕ 100,1 процентпа танлашнă. Аш-какай тирпейлесе кăларассипе те ӳсĕм чылай, кăтарту 30 процента ҫити хăпарни ҫав тери лайăх.  

2017 ҫулта районта ял хуҫалăх валли уйăрнă 30,9 пин га ҫĕр лаптăкне тирпейлесе акса хăварнă. Кăтартăва маларахри ҫулпа пăхас пулсан 2,4 процент чухлĕ пысăк пулни сисĕнет. Районта рапс, соя, лён, пăрăҫ, рыжик тата ытти культурăсене акса ҫитĕнтерессипе тĕллевлĕн ĕҫлени те никамшăн та вăрттăнлăх мар.

Евгений Лебедев хăйĕн сăмахĕнче, районта кăҫалхи ҫурхи ĕҫсене пурнăҫлама ҫĕр лаптăкĕсене тĕпрен тирпейлесе ҫитернине асăннă.  Кĕрхи культурăна 6042 га  ҫинче акса хăварнă, 13222 га ҫĕр лаптăкне сухаласа тирпейленĕ.

Вырăнти пуҫлăхсем республика ертӳлĕхне Пăрачкав салинче водопровод хута яма пысăк пулăшу панăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă, объектăн строительство ĕҫне пурнăҫлама пурĕ 19 млн тăкакланă тенĕ.  

Паянхи пурнăҫ таппишĕн приоритетлă ыйтусенчен пĕри – ял хуҫалăх пайне аталантарса пырасси, таварсен калăпăшне ӳстересси.  

Пăрачкав районĕнче аграри тытăмне аталанса пыма условисем чаплă, вырăнти халăх патшалăх тĕревне туять. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе хуҫалăхсем аван ĕҫлеҫҫĕ, ӳсен-тăран культурине ҫĕнетсе пыни те куҫкĕретех.   Кунсăр пуҫне ял поселенийĕсен пуҫлăхĕсене хăйсен территорийĕсене инвесторсене явăҫтармаллине, усă курмасăр выртакан ҫĕр лаптăкĕсене пусă ҫаврăнăшне кĕртессипе те ҫине тăрса ĕҫлемеллине кулленех аса илтерсе тăнине асăннă.

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев район ертӳлĕхне строительство ыйтăвĕ ҫине ытларах тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă. Халăх валли ҫурт-йĕр хăпартас ыйту та питĕ актуаллă пулмаллине палăртнă. Граждансен пуҫаруллă проекчĕсем ҫав тери кăсăклă, вĕсене пурнăҫа кĕртсе ҫынсен пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатасси те кун йĕркинчех тăмалла тенĕ республика Пуҫлăхĕ.  «Ҫамрăксем ялта пурăнса хăйсен ĕмĕчĕсене пурнăҫлаччĕр, ĕҫе вырнаҫса ҫĕршыва юрăхлă ҫынсем пулса ҫитĕнччĕр»,  тенĕ регион Ертӳҫи.  

Чăваш Республикин финанс министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Фарида Муратова укҫа-тенкĕ ыйтăвĕсем пирки чарăнса тăнă, вырăнти бюджета тултарассипе ертӳҫĕсен ҫине тăрса ĕҫлемеллине каланă. Калăпăр, Пăрачкав тăрăхĕнче пурăнакан 1,5 пин ҫын официаллă майпа ниҫта та ĕҫлемест.  Вĕсене пула, вырăнти бюджета 14 млн ытла ҫителĕксĕр укҫа пухăннă. Халăх предприятисемпе организацисенче «сăрă» схемăпа ĕҫлени сисĕнет.

Фарида Муратава патшалăх тивĕҫтерекен социаллă пулăшусем ҫинчен те каласа хăварнă. 2017 ҫулта 4,7 пин ҫын ҫак пулăшусемпе усă курнине пĕлтернĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. 2018 ҫулта граждансене социаллă тĕрев пама 63 млн плана кĕртсе хăварнине те ырă хыпара пĕлтернĕ.

Районăн тĕп врачĕ Сергей Демьянов хăйĕн сăмахĕнче «Земский доктор» тата «Земский фельдшер» программăсемпе килĕшӳллĕн, ялсене специалистсене самай явăҫтарма май килнине асăннă.

Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков докладра ял халăхне пуҫаруллă проектсем пĕлтĕр пурнăҫа кĕни ҫав тери хавхалантарнине палăртнă, инфратытăм ҫĕнелнишĕн ҫынсем мăнаҫланнине пĕлтернĕ. «Кăҫал икĕ хут та ытларах проектсем пуласси паллă. Вырăнти влаҫпа халăх кирек-епле ыйтăва та пĕрле сӳтсе явни пысăк пĕлтерĕшлĕ», тесе каланă вăл сăмаха тăснă май. 2017 ҫулта районта ача-пăчасем ытларах спорта ҫӳрени сисĕнчĕ, вĕсем спорт шкулĕсене пĕтĕм кăмăлтан ҫӳреҫҫĕ тенĕ вăл.  Районта ГТО нормисене тултарас тесе 824 ҫын хăйсене тĕрĕсленĕ, пурĕ 123-шĕ ылтăн тата кĕмĕл 123 значока тивĕҫнĕ.  

Ҫак кун канашлура Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем: Леонид Лукин, Сергей Мельников саккунсен пайĕнчи ҫĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă, халăхăн ыйтăвĕсене татса парассипе пурнăҫланă ĕҫсем пирки чарăнса тăнă.   

Пăрачкав тăрăхĕн полици уйрăмĕн пуҫлăхĕ Алексей Масеев хăйĕн докладĕнче районта ытларах халăхпа профилактика ĕҫне йĕркеленине пĕлтернĕ, ăна пула йĕрке пăсакансен йышне самай чакарма май килчĕ тесе хыпарланă.

Канашлу ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регион аталанăвĕн перспективлă тĕллевĕсем пирки каласа хăварнă.  Республика Правительстви муниципалитетсем вăй илсе пыччĕр тесе, сахал мар ĕҫленине асăннă. Районсемпе хуласенче социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕ ырă енне куҫса пытăр тесе чылай тăрăшнине палăртнă.  

Ҫак ĕҫсене пурнăҫлама пĕтĕмпех федераци центрĕ ҫулсерен пысăк пулăшу куҫарать.  Финанспа пĕлсе тата тухăҫлă усă курнăшăн, федераци бюджетĕнчен каялла тавăрса памалли мар укҫа региона куҫать. Калăпăр, 2018 ҫулта субсиди мелĕпе федераци центрĕнчен куҫакан укҫа виҫи 2017-мĕш ҫулхипе танлаштарсан 23 процент пысăк. Ҫак укҫасем пĕтĕмпех халăхăн социаллă ыйтăвĕсене татса пама тăкакланаҫҫĕ. Ялсенче инфратытăм ҫĕнелет, ача сачĕсем, шкулсем, культурăпа сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем ҫĕкленсе пыраҫҫĕ, спорт объекчĕсем те кулленех хăпарса пыраҫҫĕ. 2018 ҫулта калăпăр, сывлăх сыхлавне  аталантарма 17 млрд та 963 млн пăхса хăварнă.

Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕн 2018 ҫулхи  тăкак пайĕ 58 млрд танлашнă. «Бюджетран куҫакан кашни тенки граждансен пурнăҫ условийĕн шайне ҫĕклеме тăкакланать», - тесе тепĕр хут ҫирĕплетсе хăварнă Михаил Игнатьев, вырăнти халăха пĕр-пĕринпе килĕшсе пĕр чăмăра пухăнса тухăҫлă ĕҫлесе пыма чĕнсе каланă, ҫитĕнекен ăру тĕрĕс-тĕкел ҫитĕнтĕр тесе кашнин вăй хумаллине палăртнă.

Пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнă яш-кĕрĕме мухтанă, вĕсене стипенди илни пирки ҫирĕплетекен свидетельство парса чысланă. Сăмаха май, Пăрачкав тăрăхĕнче ĕҫлесе пурăнакансене пурне те ҫитĕнӳсем патне ăнтăлнăшăн тав тунă.  

Фоторепортаж



14 марта 2018
09:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter