Улатăр хулин социаллă экономикăн иртнĕ çулхи аталанăвне пĕтĕмлетнĕ, кăçалхи тĕллевсене палăртнă

В Алатыре подведены итоги социально-экономического развития за 2017 год Пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр хулинче пулнă, муниципалитетăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрĕсене пĕлтĕрхи ҫулшăн пĕтĕмлетнĕ, 2018 ҫул валли палăртнă тĕллевсене халăхпа пĕрле сӳтсе явнă.  

Чи малтанах анлă канашлу ĕҫне пуҫличчен, вăл хула хатĕрленĕ ятарлă курав ĕҫне курса тухнă, тĕнпе ҫыхăннă Вырăс Православи чиркĕвĕн пурнăҫĕпе кĕскен паллаштаракан проекта хакланă.

Ҫак кун Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Улатăр хулин ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Хулари пултаруллă ҫамрăксене, пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнисене, стипенди илнине ҫирĕплетекен свидетельство парса хавхалантарнă, малашне те пуҫаруллă пулма чĕнсе каланă.

Канашлăва уҫнă май, регион Пуҫлăхĕ ҫакăн йышши мероприятийĕсен тĕп тĕллевĕ пирки чарăнса тăнă, йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене халăхпа пĕрле сӳтсе явни ҫав тери пĕлтерĕшлĕ тенĕ сăмаха малалла тăснă май.  Уҫă калаҫусем  яланах тĕрĕс йышăнусем тума витĕм кӳреҫҫĕ тенĕ. «Бюджета тӳрлетӳсем кĕртсе хăварнă чухне, халăхăн сĕнĕвĕсене тĕпе хума тăрăшăпăр», - палăртнă вăл.  

Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа – районăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрĕ пирки муниципалитет пуҫлăхĕ Юрий Боголюбов чаплă доклад тунă.

2017 ҫулта хула бюджечĕ 485,6 млн танлашнă, тăкак пайĕ 502 млн ҫитнĕ.  

Пĕлтĕр хулара промышленноҫ производствин индексĕ 102,2 процентпа танлашнă. Халăхăн уйăхсерен куҫакан шалу укҫин виҫи  22193,6 тенкĕне ҫитнĕ, кăтарту 107,6 процентпа танлашать.

2017 ҫулта Улатăр хулин экономикине тĕрлĕ ҫăлкуҫсенчен 461 млн кĕнĕ, ҫынсене валли ҫĕнĕ 297 ĕҫ вырăнĕ хатĕрленнĕ. Вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕ хулара лайăх аталанать, муниципалитет экономикине вĕсем 95,4 млн хывнă, граждансем валли ҫĕнĕ 92 ĕҫ вырăнĕ хатĕрленĕ.

Юрий Боголюбов хăйĕн сăмахĕнче, хулара 2018 ҫулта тата та инвестициллĕ проектсем пурнăҫа кĕрессине пĕлтернĕ. «Предприятисемпе организацисем хăйсен производство калăпăшне ӳстерсе пырас тесе кулленех модернизациленеҫҫĕ. Технологисене ҫĕнетсе пыраҫҫĕ», тенĕ вырăнти ертӳҫĕ.  

Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем те ҫук мар, хула администрацийĕ ҫинче шутланса тăракан пурлăхсемшĕн арендаторсем вăхăтра укҫа куҫарманни паллă, кăтарту маларахри ҫултан 14 процент пысăк, хальлĕхе вăл 2,1 млн ҫитнĕ.   Парăмсене вĕсем парса таччĕр тесе, суда та сахал мар ыйтса ҫырнă, прокуратура та ҫак ыйтусем ҫине тимлĕх уйăрать тенĕ сăмаха малалла тăснă май хула администрацийĕн пуҫлăхĕ.

Пĕлтĕр шыв ыйтăвне прахăҫлама май килнĕ, халăха йывăрлăх кăларса тăратакан объекта ҫĕнетнĕ тесе пĕлтернĕ вырăнти ертӳҫĕ.

2018 ҫулта хулара автомашина ҫулĕсене чылай тирпейленĕ, нумай хваттерлĕ ҫуртсем таврашĕнче те хăтлă, илемлĕ.

Хулара вĕренӳ пайĕ вăйланса ҫирĕпленсе пыни куҫкĕретех. 14-мĕш №-лĕ ача садĕнче пурлăхпа техника базине пуянлатнă, республика хыснинчен 590 пин тенкĕлĕх тăкакланнă. Кунсăр пуҫне 2-мĕш №-лĕ шкулта та ҫурта тĕпрен юсанă, 22 млн пĕтернĕ.   Кăҫал пуш уйăхĕнче хулари 6-мĕш №-лĕ гимназире технопарк уҫма плана кĕртнĕ.

Пĕр пухăннă пек чухне, хулара пурăнакансем республикăран пынă ертӳҫĕсене тĕрлĕ ыйтусем панă. Автомашина ҫулĕсене ҫĕнетесси, нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсасси, йăлари усал каяшсене пухса тирпейлесси, медицина пулăшăвĕ пирки ыйтусене чылай хускатнă.  

Хулан сăн-сăпатне ҫĕнетессипе йышăннă патшалăх программи пурнăҫа хăватлă кĕрсе пынине каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Ҫак пуҫаруллă проекта Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин йышăннине асăннă вăл.

Халăхăн ҫак ĕҫе хастар хутшăнма тăрăшмалла тенĕ Михаил Игнатьев.  Пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче сасăлавсен рейтингĕ пулать.  Ун чухне хăш территорисене чи малтан тирпейлеме пуҫласси пирки  ҫынсем хыпарсене пĕлĕҫ.

Ҫамрăксене аталанса пыма тĕрлĕ условисем йĕркелесе панăшăн, республика ертӳлĕхне педагогсем мухтаса тав сăмахĕсем каланă.

Михаил Игнатьев ӳлĕмрен те вĕренӳ, сывлăх сыхлавĕпе культура учрежденийĕсем хăтлăланса пырассине пĕлтернĕ.

Ҫак кун граждансем хулари икĕ стадионăн шăпипе кăсăкланнă.  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ халăха ыйтăва татса пама сĕнӳсем тăратма каланă, май килсен, ҫулталăк хушшинче пурнăҫлăпăр тенĕ.

Чăваш Республикин финанс министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Фарида Муратова бюджет ыйтăвĕсем ҫинен чарăнса тăнă. Кунта та халăх «сăрă» схемăпа предприятисенче ĕҫлени сисĕнет тенĕ. Вырăнти бюджет 24 млн тăкак тӳснĕ.  Хулан ҫĕрсемшĕн, газшăн парăм каламасăрах паллă, самай пухнă.

«Муниципалитетăн потенциал пысăк унпа ĕҫлеме кăна пĕлмелле», - тенĕ Фарида Муратова.

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов хăйĕн сăмахĕнче халăхăн пурăнмалли чи пĕчĕк укҫа виҫи пирки каласа ăнлантарнă, ҫак ыйтăва татса пама Раҫҫей Президенчĕ йышăну тунине каланă.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Ефремов республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕ пирки хăй шухăшне пĕлтернĕ, ҫĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă.  

Ҫулран ҫул федераци центрĕнчен республика бюджетне каялла тавăрса памалли мар укҫа куҫать, 2018 ҫулта 19 млрд 987 млн уйăрма пăхса хăварнă, ҫак кăтарту 2017 ҫулхинчен 15,8 процент чухлĕ пысăк.

РФ Президенчĕ, ҫĕршыв Правительстви Чăваш Республикине шанать тата ĕненет, укҫа-тенкĕпе тухăҫлă ĕҫленĕшĕн ҫак пысăк тĕреве парать тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Раҫҫей Президенчĕ РФ Федераци Пухăвне янă Ҫыру пирки те сăмах пуҫарнă.  Ҫырури тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн пурин те ҫине тăрсах ĕҫлемеллине каланă.    

Вырăнти халăха малашне те ҫитĕнӳсемпе палăрма сĕннĕ,  тăван хулан сăн-сăпатне ырă енне улăштарса пырассишĕн кашнин вăй хумаллине палăртнă.  

Фоторепортаж



14 марта 2018
06:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter