Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ

Пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна яланхиллех Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă.

Чăваш Республикинчи предпринимательсен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Александр Рыбаков  кун йĕркине кĕртнĕ ыйтупа ларура  доклад тунă.   Ертӳҫĕ хăйĕн сăмахĕнче вĕсен институчĕ ытларах предпринимательсем ыйтса ҫырнисене тивĕҫтерессишĕн тăрăшнине каланă.  Республикăри влаҫ органĕсенче ĕҫлекенсемпе тачă ҫыхăнăва йĕркелес ыйту та кун йĕркинче тăнине асăннă.  Кирек-епле йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăва та вăхăтра татса пама витĕм кӳни  – бизнес тытăмĕнче ĕҫлекенсене малалла ăнтăлма хавхалантарать тесе пĕлтернĕ вăл.  Патшалăх уйăракан пулăшусем пирки вĕсем патне хыпарсене вăхăтра илсе ҫитерни те ҫав тери аван  тесе хакланă.   Тепре чухне, ертӳҫĕсемпе специалистсем предпринимательлĕх тытăмĕнче вăй хуракансене консультаци парса пулăшни те куҫкĕретех. Бизнес-омбудсмен час-часах арбитраж сучĕсенче те пулать, бизнесра тăрăшакансене кăштах та пулин тĕрлĕ сĕнӳсемпе пулăшать. Саккунсене пăхăнса ĕҫлесси кашнин тивĕҫĕ тесе палăртать вăл сăмаха малалла тăснă май. Йĕрке пăсакансене ӳлĕмрен йăнăшсем тăвассинчен пăрать. Юлашки вăхăтра тĕрĕслевпе асăрхав службисем предприятисене час-часах тухса тĕрĕслеменни ҫав тери лайăххине каланă, кăтарту чăнласах та тĕрĕслевсен шучĕ чакнине ҫирĕплетет тенĕ. Палăртса хăвармалла, субъектра юлашки ҫулсенче вак тата вăтам предпринимательлĕх сфери вăй илсе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар, кăтарту та 7 процента ҫити хăпарнă. Хальлĕхе вĕсен шучĕ 47 пине ҫитнĕ.

2016–2017-мĕш ҫулсенче Чăваш Республикин экономикине аталантарма патшалăх предпринимательсене субсиди мелĕпе 425 млн пулăшу уйăрнă.   Организацисемпе предприятисен налук пайĕсем пĕчĕкленни сисĕнет, куншăн вĕсем республика Правительствине тав тăваҫҫĕ.  Кун пирки тепĕр хут Чăваш Республикинчи предпринимательсен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Александр Рыбаков  ҫирĕплетсе каланă. Бизнес сферăра ĕҫлекенсем регионти условисемпе кăмăллă, вăй-илсе пыма майсем чылай теҫҫĕ.

Ахальтен мар пулĕ, Правительство вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕ вăй илтĕр тесе тăрăшать, кулленех тĕрлĕ условисем хатĕрлет, пĕр сăмахпа каласан, производствăсем хута кайччĕр, халăх валли пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнсем пулччĕр тесе вăй хурать. «Йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене вăхăтра тупса палăртасси сирĕн тĕллев», – тесе каланă республика Пуҫлăхĕ Чăваш Республикинчи предпринимательсен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăйне.

Паянхи пурнăҫ таппине каялла туртса пыракансенчен пĕри  – халăх организацисенче «сăрă» схемăпа ĕҫлесе шалу укҫине илсе пыни. Кун пек пачах та пулмалла мар тесе тепĕр хут аса илсе хăварнă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, ыйтăва никамăн та куҫран вĕҫертме юраманнине асăрхаттарнă.

  



14 марта 2018
15:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter