Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă

 Пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.

Ăна яланхи пек Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă. Ларăва пухăннисем, Чăваш Республикинчи административлă право йĕркине ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварассипе ҫыхăннă саккун проектне пăхса тухнă. «Конституци çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртесси» — Министрсен Кабинечĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе паян иртнĕ ларăвăн кун йĕркинчи çак ыйту актуаллă пулин те, тĕрĕссипе, питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ тӳрлетӳсем теме те май ҫук. Ҫĕнĕлĕхсем пирки Чăваш Республикин пурлăхпа ҫĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева тĕплĕн ăнлантарса панă. Саккун статйисене улăштарни патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕсемпе усă курнăшăн яваплăх тытасси ҫăмăллăхсем кӳмĕ тесе пĕлтернĕ вăл хăйĕн сăмахĕнче. Республика тата муниципалитетсен пурлăхĕпе усă курнă май йĕркене пăхăнманшăн административлă майпа явап тыттарасси те текех «вырăнти» полномочи пулмĕ. Тивĕçлĕ статьясене республикăн административлă правăна пăсни çинчен калакан саккунĕнчен кăларма йышăнĕҫ.

Чăваш Енре бюджет ыйтăвĕсемпе ĕҫлекенсем йĕрке пăснă пулсан, вĕсене айăпламалли саккунсене те ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварнă, кун пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина лайăх ăнлантарса панă. Ĕҫ хутне федераци саккунĕсене пăхса йĕркеленине пĕлтернĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.   Сăмах уйрăм налук тупăшĕсене республика бюджетне хывассипе çыхăннă улшăнусем пирки пырать. Дизель фракцийĕсенчен хатĕрленĕ, кăмака хутмалли топливо акцизĕсем вырăнне вăтам дистиллятсенчен илекен акцизсем пулĕç. Регион бюджетне çак акцизсен 50% кĕрĕ. Çĕнĕ саккун проекчĕ массăллă информаци хатĕрĕсен патшалăх регистрацийĕшĕн патшалăх пошлинине илессине çирĕплетет, çавăн пекех бюджет учрежденийĕсем патшалăх заданине пурнăçламасан бюджет субсидийĕн тивĕçлĕ пайне каялла тавăрса парассине палăртать.

Светлана Енилина 2018 ҫулта нефтепродуктран акцис мелĕпе республика хыснине 1,9 млрд кĕме пултарасса палăртнă. Саккунсене кĕртнĕ ҫĕнĕлĕх, республика бюджетне пысăк тăкак кĕменнине асăннă, пĕтĕмпе те 100 пин тенкĕ пăрахăҫланать тесе пĕлтернĕ.  Ҫакă Чăваш Республикин Ҫул-йĕр фондне те сиен памасть тенĕ.  Субсидийĕн ытлашши пайне бюджет тата автономи учрежденийĕсенче ĕҫлекенсен шалу укҫине саплаштарма куҫассине каланă.   

Ку хутĕнче ларăва пухăннисем Чăваш Республикин Финанс министерствин тытăмĕ пирки калакан ĕҫ хутне те тишкернĕ.   

Республикăн документацин страховани фончĕ пулать — ун çинчен калакан положение çирĕплетнĕ.

НКОсем енчен те социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусемпе ĕҫлеҫҫĕ пулсан, вĕсене финанс тĕлĕшĕнчен пулăшу памалли йĕркене пăхса тухнă, организацисем ҫинчен Раҫҫей Юстици министерстви реестр туса пырать. Пулăшăва субсиди мелĕпе куҫариччен, чи малтан вĕсен ĕҫ тухăҫлăхне тарăн тишкерĕҫ, ҫитĕнĕвĕсене пĕтĕмлетĕҫ, тĕрлĕ пулăшусен пахалăх шайне тĕрĕслĕҫ.

Ял хуҫалăхне аталантарассипе йышăннă патшалăх программине Чăваш Енре ҫĕнĕлĕхсем пăхса хăварнă, таварсен тĕсĕсене сарасси пирки сăмахланă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов 2014–2017-мĕш ҫулсенче тата 2020-мĕш ҫулсем валли йышăннă ял территорийĕсене ҫирĕп аталантарассипе пăхса хăварнă тĕллевлĕ программа пирки чарăнса тăнă. Кунта та ҫĕнĕлĕхсем малашне пулĕҫ тенĕ вăл.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Краснодарта Пĕтĕм Раҫҫейри ял хуҫалăх форумĕ иртнине аса илсе хăварнă.  Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин ҫак асăннă мероприятине ертсе пынă, пуласлăх валли ҫирĕп тĕллевсем палăртса хăварнă.

РФ Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне Ҫырупа ҫулсерен тухать.  Паянхи лару-тăрура хулара кăна мар, ялсенче те халăхăн пурнăҫ условийĕн шайĕ пысăк пулмалла тесе палăртнă. Ҫитес 6 ҫул хушшинче инфратытăма ҫĕнетессипе йышăнакан укҫа-тенкĕн виҫи тата та икĕ хут та пысăк пулĕ тенĕ ҫĕршыв Президенчĕ Ҫырура.   

Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те тишкернĕ, кашнинпех тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.



14 марта 2018
17:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter