Ҫĕнĕ Шупашкарти «Химпром» ПАОра гипохлород кальци таварне тирпейлекен ҫĕнĕ производство хута янă

Михаил Игнатьев принял участие в открытии нового цеха по производству гипохлорита кальция ПАО «Химпром»Пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче Ҫĕнĕ Шупашкарти «Химпром»  ПАОра гипохлород кальци таварне тирпейлекен ҫĕнĕ производство хута янă. Торжествăлла майпа уҫнă мероприятине Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, «Ренова Актив»  ТМЯО генеральнăй директорĕ  Игорь Дибцев, «Группа Оргсинтез»  АО генеральнăй директорĕ Ярослав Кузнецов, «Химпром» ПАО генеральнăй директорĕ Сергей Науман хутшăннă.

Ҫак кун пирĕн региона сумлă хăна – РСФСР халăх артисчĕ, ҫыравҫă-юморист Евгений Петросян, Общество халăх фрончĕн представителĕ Александр Лысенко килсе ҫитнĕ.

Гипохлорит кальцине ытларах ылттăн тирпейлессипе тимлекен предприятисем усă кураҫҫĕ.  Паянхи пурнăҫра Раҫҫей Федерацине ылттăн таварсем Китай ҫĕршывĕнчен килеҫҫĕ. Енчен те ҫак производство вăй илсе кайсан, ҫĕршывшăн та усăллă пуласси паллă.

«Кун пирки Сочире инвестици форумĕнче кăҫал Виктор Вексельбергпа сӳтсе явнăччĕ. Вăл пулăшнипе пирĕн регионта производство самай хăпарса пырать.  Пирĕн таварсемпе Раҫҫрейре кăна мар, ҫĕршыв тулашĕнче те анлă усă кураҫҫĕ», тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Импорта улăштарма витĕм кӳрекен производство ҫакă. Проекта пула, халăх валли ҫĕнĕ 150 ĕҫ вырăнĕ хатĕрленнĕ. Ҫулталăкне производство 15 пин тонна гипохлорит кальци тирпейлеме плана кĕртнĕ.   

«Химпром» ПАО пуласлăх планĕнче тата та ҫĕнĕ проектсем пур-ха.  «Енчен те мĕн ĕмĕтленнисем пĕтĕмпех пурнăҫа кĕрсен, ҫынсем валли ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем пулĕҫ.  Ҫамрăксене «ураланма» лайăх. Тепĕр тесен, бюджета та ҫăмăллăх кӳреҫҫĕ ҫак предприятисем. Граждансен пурнăҫ условийĕн шайĕ лайăхланать», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Кунта вăй хуракансене регион Ертӳҫи мухтаса тав сăмахĕсем каланă.

Паллă пулăмпа ҫак кун пухăннисене «Ренова Актив» ТМЯО генеральнăй директорĕ  Игорь Дибцев саламланă.  Ҫак предприятипе ылттăн тирпейлессипе ĕҫлекен Раҫҫейри компанисем хапăл тусах килĕшнине, ӳлĕмрен пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме килĕшӳ хучĕсене те алă пусма хатĕр тесе пĕлтернĕ.

«Химпром» предприятийĕнче тăрăшакансене ҫĕршыври паллă артист Евгений Петросян ăшшăн саламланă. Ун саламĕсем ҫумне Общество халăх фрончĕн представителĕ Александр Лысенко хутшăннă.

«Химпром» ПАО генеральнăй директорĕ Сергей Науман предприятире вăй хуракансене, пухăннă хăнасене, республика ертӳлĕхне, строительство ĕҫĕнче тăрăшнисене пурне те мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Объект графикпа килĕшӳллĕн хута кайнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.

«Чи малтанхи тапхăрта проекта пурнăҫлама питĕ хĕн пулĕ тесе шутланăччĕ. Пире тĕрев параканĕ – яваплăха туйса ĕҫлеме пултаракан халăх. Кирек-епле йывăр ыйтăва та вĕсем татса пама пĕлеҫҫĕ. Пуласлăхра пысăк плансем тата та пур-ха. Эпир вĕсене те пурнăҫа кĕртме хатĕр», – тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне вырăнти ертӳҫĕ Сергей Науман.  

Ҫак кун официаллă хăнасем предприятийĕн ĕҫĕпе тарăнрах паллашнă, ҫĕнĕ технологисене курса ĕненнĕ.

МИХсенче ĕҫлекенсемпе курнăҫнă май, регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫапларах каланă: «Эпĕ пĕлетĕп, пĕр 10 ҫул каялла, вырăнти халăх ĕҫ ҫук тесе, пуласлăха шанмасăр, ытти регионсене тухса кайнине. Халĕ палăртма кăмăллă, хулара кулленех ҫĕнĕ капмар заводсем хута каяҫҫĕ. Граждансем хĕпĕртеҫҫĕ, ĕҫ укҫи пысăк, условисем хăтлă.  Тĕнчипе паллă Rocа компани пирĕн тăрăхра ĕҫлет, Виктор Вексельберг проекчĕсене пурнăҫа кĕртет. Халĕ пирĕн республикăна ытти субъектсенче пурăнакансем ĕҫе вырнаҫма килни те никамшăн та вăрттăнлăх мар. Апла пулсан, Чăваш Республикинче хăтлă пулни куҫкĕретех.   Сăмаха май, Химпромăн ҫĕнĕ производствине хута яма 1,7 млрд инвестици хывнă», тенĕ.  

«Предпринимательсем пуласлăха ĕненеҫҫĕ, ҫĕнĕ проектсене пурнăҫа кĕртме сахал мар укҫа тăкаклаҫҫĕ. Регионта пысăк квалификациллĕ кадрсем ҫителĕклĕ», - палăртнă республика Пуҫлăхĕ.   

Сергей Науман журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, гипохлорит кальци ҫав тери кăсăклă тавар пулнине, ăна предприятисем хапăл тусах йышăннине каланă. Унпа нумай чухне бассейнсенче те усă курнине асăннă.   

РСФСР халăх артисчĕ  Евгений Петросян хăйĕн сăмахĕнче ҫак предприяти Раҫҫейри чи паллисенчен пĕри пулса тăнине, организаци халăхшăн усăллă тавар тирпейлесе кăларассине шанса каланă.

«Манăн пурнăҫри ĕмĕт – пирĕн производствăсем тĕнче шайĕнчи таварсене тирпейлесе кăларччĕр тени. Халĕ эпĕ хам курса ĕнентĕм, предприятисем пысăк стандартсемпе ĕҫлеҫҫĕ, ют ҫĕршыврисенчен пирĕн таварсем паха пулни куҫкĕретех. Ку вара чи кирли», - тенĕ хăна. «Турă пирĕн ҫĕршывăн тӳсĕмлĕхне тĕрĕслет.  Пире хирĕҫлисем те эпир айван пулĕ тесе шанаҫҫĕ, анчах та кăлăхах, халăх ĕҫчен, пысăк тавракурăмлă ҫынсем, йăх-несĕлĕмĕрсен паха ĕҫ опытне тĕпе хурса ĕҫлени никамшăн та вăрттăнлăх мар. Заводсем ҫĕкленнишĕн эпир пурте хĕпĕртетпĕр, ырă вăхăт тĕлне пултăрччĕ, Турă яланах пулăштăрччĕ!  Пирĕн ӳлĕмрен те импорта улăштарассипе 60 процент ҫеҫ мар, 100 процента ҫити тивĕҫтермелле пултăрччĕ», - тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.  

2017 ҫулта инвестициллĕ проектсене пурнăҫа кĕртсе пынине кура, халăх валли 2800 ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕ хатĕрленнĕ. Ҫынсен вăтам ĕҫ укҫи 31 пин тенкĕпе танлашнă. Кăҫал тата та 2 пин ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕ хатĕрлеме плана кĕртсе хăварнă. 

Фоторепортаж



15 марта 2018
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter