И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче энергетикăпа электротехника пайĕ валли технологсем хатĕрлекен Центр уҫнă

В ЧГУ им. И.Н. Ульянова открылся Центр образовательных технологий для энергетики и электротехники Пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пулнă. Унта энергетикăпа электротехника валли ятарлă вĕрентӳ центрĕ хута кайнă. Объект аслă шкулăн тĕп корпусĕнче вырнаҫнă.  

Паллă пулăма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Надежда Дмитриева, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев, Шупашкарти электроаппарат завочĕн генеральнăй директорĕ Роман Никулин хутшăннă.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ мероприятине пухăннисем умĕнче  калаҫнă май, регионта тата тепĕр пысăк аслă шкул ҫумĕнче вĕрентӳ бази йĕркеленнине каланă. Ҫак центр вĕренекенсемпе вĕрентекенсене актуаллă технологисене ăша хывса пыма май парать, технологи енĕпе факультетра ăс пухакансене пĕр чăмăра пухать.   

Регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, республика Правительстви ăслăлăха аталантарас ĕҫ ҫине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă.  Ҫĕнĕлле ĕҫлесе пыракан предприятисене, пысăк технологисене пăхăнса пыракансене кулленех тĕрев пама тăрăшнине каланă.

Ҫак кун республика Пуҫлăхĕ студентсемпе тĕл пулса калаҫнă, вĕсен шухăш-кăмăлĕпе кăсăкланнă. Сăмаха май, чăнласах та аслă шкулта ҫамрăк яш-кĕрĕме вĕренсе хăйсен ăсталăхне туптама ҫав тери условисем лайăх пулнине тепĕр хут ҫирĕплетсе хăварнă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, паянхи пурнăҫшăн чи паха специалистсем пулса тухнине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Аса илтеретпĕр, Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин РФ Федераци Пухăвне кăҫал янă Ҫырура професси пĕлĕвĕпе тивĕҫтерес ыйтăва тĕпрен ҫĕнетмеллине палăртнă, вĕренӳ пайне модернизацилени те пĕлтерĕшлĕ тесе асăннă.  Паянхи ĕҫ рынокĕнче професси тĕлĕшĕнчен технологсем ҫителĕксĕр пулни сисĕнет.  Апла пулсан, студентсене тарăн пĕлӳ памалла, предприятисемпе организацисемшĕн усăллă специалистсем хатĕрлемелле.

Каламасăрах паллă, Чăваш Республикинче ҫак ҫӳлерех асăннă ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Республика бюджетĕнчи укҫа-тенкĕн пĕтĕмĕшле пайĕнчен пĕрре виҫҫĕмĕш тӳпи вĕренӳ тытăмне вăй илтерме тăкакланать.

2017–2018 ҫулсенче регионти мĕнпур учрежденийĕсенче федерацин патшалăх стандарчĕсене тĕпе хурса специалистсем вĕрентсе кăларни сисĕнет. Ҫамрăксем малта пыракан пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе нимĕнле йывăрлăхсене туймасăрах ĕҫлеме вĕренсе пыраҫҫĕ.

Республикăра «Строительство», «Машиностроение», «Электротехника», «Жилищно-коммунальное хозяйство», «Сельское хозяйство», «Транспорт», «Сфера обслуживания» тата МЦПК нумай функциллĕ центрсем хута кайнă, вĕсенче ҫитĕнекен ăру пысăк ăсчахсем, квалификациллĕ специалистсем пулма вĕренеҫҫĕ. Субъектра 14 ресурс центрĕ, унта пĕтĕмпех пысăк технологиллĕ хатĕрсем вырнаҫтарнă. Аслă шкул ҫумĕнчи ҫĕнĕ центра предприятисемпе вĕренӳ учрежденийĕсене пĕр-пĕринпе ҫывăхлатас тĕллевпе хута янă. Кун пирки тĕплĕнрех И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Андрей Александров тĕплĕн каласа кăтартнă.  

Палăртса хăваратпăр, ҫак центра ҫĕклесе лартма Шупашкарти электроаппратнăй завод пысăк витĕм кӳнĕ, укҫа-тенкĕ енчен те сахал мар тăкакланнă.

«ЧЭАЗ»  АО генеральнăй директорĕ Роман Никулин хăйĕн сăмахĕнче ҫамрăксем вĕренӳ тапхăрĕнче предприяти калăпласа кăларакан ҫĕнĕ технологисен вăрттăнлăхĕсемпе те паллашма пултарассине асăннă.  Кун пек йышăну туни, ҫамрăк специалистсем предприятисене вырнаҫсан ҫĕнĕ технологисемпе паллашса усăсăр вăхăта пĕтермĕҫ, ҫийĕнчех таварсене тирпейлес ĕҫе кӳлĕнме пултарĕҫ.  Ҫĕнĕ условисемпе «ЧЭАЗ» АО генеральнăй директорĕн ҫумĕ, вăлах «ЧЭАЗ-ЭЛПРИ»  ТМЯО генеральнăй директорĕ Алексей Шурдов кĕскен каласа хăварнă.  Ҫак кун хăнасем ҫĕнĕ центр ĕҫĕпе кăсăкланнă, вĕрентӳ класĕсене пăхса ҫаврăннă, ҫамрăксемпе курнăҫнă.

 Пурĕ объектра 3 лаборатори вырнаҫтарнă. Кунта архив та пур, ĕҫ докуменчĕсем те чылай.  

Андрей Александров Центра хута яма пурĕ 10,5 млн тăкакланине пĕлтернĕ.  Ҫак кун Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев электротехника тытăмĕпе ĕҫлекен предприятисен ертӳҫисемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Мероприяти Чăваш Патшалăх университетĕнче иртнĕ.  Паян наука пӗрлӗхӗ техника тата ҫут ҫанталӑк пӗлӗвӗсем, гуманитари ӑслӑлӑхӗсем енӗпе 200 ытла тӗплӗ те тарӑн тата практикӑллӑ тишкерӳ-тӗпчев ирттерет. Асӑннӑ ӗҫсене тивӗҫлӗн пурнӑҫлама респуб­ликӑра 65 наука шкулӗ, 15 конструктор бюровӗ, 43 тӗпчев лабораторийӗ туса хунӑ. Патшалӑх политики ӑслӑлӑх, вӗрентӳ тата инноваци ӗҫ-хӗлне пулӑшса пыма тӗллев лартать. Влаҫ органӗсемпе наука сферин тата чӑн экономика секторӗн ӗҫ­ченӗсем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени ӑслӑлӑх туса хатӗрлекен япаласене производствӑна васкавлӑн кӗртме ҫул уҫать. Аслӑ шкул наукипе промышленноҫ пӗрле ӗҫлемелли ҫӗнӗ майсем аталанаҫҫӗ, ӑслӑлӑхпа тачӑ ҫыхӑннӑ отрасльсенче мала иртмелли проектсем пур­нӑҫланаҫҫӗ, туса кӑларакан инновациллӗ таварсен тӗсӗ тата калӑпӑшӗ пы­сӑк­ланать. Пӗтӗм продукцин калӑпӑшӗнче инновациллӗ таварсен танлаш­таруллӑ виҫи 25 процента яхӑн. Ҫакӑ Чӑваш Ене инновацие аталантармалли кӑ­тарту енӗпе Раҫҫейре малта пыракан регионсен йышӗнче сыхланса юлма май парать.     

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн докладĕнче предприятисемпе  аслă шкулсем пĕрле  промышленноҫ пайĕпе ҫĕнĕ проектсем хатĕрленине асăннă. Наука енĕпе ĕҫлекенсене патшалăх та самай тĕрев панине каланă. Республикăри предприятисем Раҫҫей Оборона министерствишĕн те усăллă проектсем чылай хатĕрлесе, ятарлă таварсем тирпейлесе кăларнине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май. Ҫĕнĕлле ĕҫлеме витĕм кӳрекен фонд пĕчĕк промышленноҫ предприятисене аталанса пыма сахал мар тăкакланать. Фондра хальлĕхе 230 проект, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 248 млн танлашать.  Асăнса хăвармалла, проектсене аслă шкулсем те хатĕрленĕ, кун пирки вице-премьер ҫирĕплетсе хăварнă.

И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров аслă шкул ҫамрăксене тĕлĕнмелле паха пĕлӳпе тивĕҫтерет тенĕ, вĕсем тĕрлĕ конкурссенче кулленех малти вырăна тухаҫҫĕ, патшалăх пулăшăвне те сахал мар тивĕҫеҫҫĕ тенĕ сăмаха малалла тăсса. Учрежденийĕн пурлăхпа техника бази пуянланать, пĕр сăмахпа каласан, ҫав тери лайăх тавракурăмлăха ӳстерсе пыма. Предприятисемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлени ҫинчен ертӳҫĕсем кĕскен каласа панă. Виҫҫĕмĕш ҫул ĕнтĕ «ЧЭАЗ» АО валли ятарлă специалистсем хатĕрлессипе аслă шкул тăрăшать. Студентсем хушма стипенди илеҫҫĕ, вăл виҫе 2500 тенкĕпе танлашать.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионти влаҫ тытăмĕнче ĕҫлекенсем экономика хăватлă аталанса пытăр тесе хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех туса пыраҫҫĕ тенĕ.  Чи пуҫаруллă чаплă проектсене пурнăҫа кĕртессишĕн ҫине тăрсах ĕҫленине каланă.  Импорта улăштарас ыйту ҫине тимлĕх уйăрни те никамшăн та вăрттăнлăх мар тенĕ вăл сăмаха вакланă май.  Паянхи пурнăҫшăн наукăпа техника вăй илсе пыни паха.  Чăваш Республики электротехника кластерне вăй илтернин кăтартăвĕпе ҫĕршыври малта пыракан субъект пулса тăчĕ.

Мероприяти вĕҫленес умĕн, хисепе тивĕҫнисене наградăсем парса хавхалантарнă.

Фоторепортаж



15 марта 2018
09:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter