Республикăри Ача-пăчасен клиника больницине тĕпрен юсав ĕҫне йĕркеленĕ хыҫҫăн, паян торжествăлла майпа уҫнă

В Чувашии на средства из резервного фонда Президента РФ проведен капитальный ремонт поликлиники Республиканской детской клинической больницыРеспубликăри Ача-пăчасен клиника больницине тĕпрен юсав ĕҫне йĕркеленĕ хыҫҫăн, паян торжествăлла майпа уҫнă. Объекта ҫĕнетме Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн резерв фондĕнчен укҫа-тенкĕ тăкакланă.

Палăртса хăваратпăр, 2017 ҫулта авăн уйăхĕнче хулари РДКБ объектне тĕпрен юсав ĕҫне йĕркелеме РФ Президенчĕн  резерв фондĕнчен 26,5 млн уйăрма йышăннă. Ăна пула, 1985 ҫулта хута кайнă кивĕ виҫĕ хутлă ҫурта тĕпрен улăштарма,  пулăшу самай куҫарнă.

Паян сиплев учрежденийĕ калама ҫук илемлĕ, пӳлĕмсем хăтлă, медицина хатĕрĕсем те ҫĕнелнĕ. Пĕр сăмахпа каласан, кунта та пысăк технологи вăй илнĕ. «Пĕтĕмпех ҫĕнĕ, таса, тирпейлĕ, пире тата пирĕн ачасене килĕшет», - тенĕ Василиса Никандрова ҫамрăк хĕрарăм.

Палăртмалла, сусăр ҫынсене те поликлиникăна илсе ҫӳретме аван, условисем пур. Вырăнти тухтăрсем пĕлтернĕ тăрăх, вĕсен учрежденине куллен 6 сусăр ҫӳрет.  Пурĕ РДКБра 12 пин  ытла ача амбулаторнăй майпа сипленет, 10 пин ытла операци ĕҫĕсем тăваҫҫĕ специалистсем.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕпе Владимир Викторовпа тата больницăн тĕп врачĕпе Анатолий Павловпа ҫĕнелнĕ поликлиникăпа кăсăкланнă, условисене курса хакланă.  Мероприятине ҫакăн пекех Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, травматологи, ортопеди тата эндопротезировани енĕпе тимлекен Федераци центрĕн тĕп врачĕ Николай Николаев хутшăннă.  

Ҫак кун Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ вырăнта медицина пайĕнче ĕҫлекенсемпе тĕл пулнă, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ.    

«Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн резерв фондĕнчен Чăваш Республикине юлашки 10 ҫул хушшинче 110 млн ытла укҫа уйăрнă. Сахал мар, регионта социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене тирпейлесе ҫĕнетнĕ. Пирĕн тĕллев халăх валли хăтлă условисем йĕркелесси. Ҫынсен медицина пулăшăвне ĕненмелле», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Сире хăвăра шанса панă ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫланăшăн тав тăватăп, ачасен сывлăхĕ яланах ҫирĕп пултăр тенĕ вăл.

Юлашки виҫĕ ҫул хушшинче, РДКБ пурлăхпа техника базине пуянлатма 50 млн пĕтернĕ. Тĕп врач Анатолий Павлов хăйсем патне ҫакăн пек пысăк тимлĕх уйăрнăшăн, ҫĕршыв, республика ертӳлĕхне мухтаса тав сăмахĕсем каланă.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов хăйĕн сăмахĕнче маларахри ҫулсенче РФ Президенчĕн резерв фондĕнчен уйăрнă пулăшупа хулари Мичман Павлов ячĕллĕ урамри 1-мĕш №-лĕ больницăна та ҫĕнетме май килнине асăннă.   Хулари 2-мĕш №-лĕ сиплев учрежденине те тĕпрен юсанă тесе сăмаха малалла тăснă вăл.

РФ Президенчĕ Владимир Путин ача-пăчасен поликлиникисене тĕпрен юсас ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрать. Чăваш Енре  объектсене тирпейлеме 117 млн хушма укҫа-тенкĕ пăхса хăварнă.  Кунсăр пуҫне ытти сиплев учрежденийĕсен шăписем те кун йĕркинчех.

Михаил Игнатьев юсав ĕҫĕпе паллашнă хыҫҫăн, МИХсенче ĕҫлекенсемпе курнăҫнă. «Ҫав тери чаплă объект. Медицина пайĕнче ĕҫлекенсем валли условисем лайăх. Пĕр сăмахпа каласан, пĕтĕмпех кунта хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăрать. Чирсем вăраха каяссинчен тупса палăртассипе врачсене ĕҫлеме пысăк технологи те ҫителĕклĕ», - тесе пĕлтернĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетнĕ май.  Ашшĕ-амăшĕсен, медицинăра ĕҫлекенсен ячĕпе Раҫҫей Федерацийĕн Президентне Владимир Владимирович  Путина тав тунă, енчен те ҫĕршыв Ертӳҫи тĕрев паман пулнă пулсан, кун пек пысăк ĕҫе хамăр укҫа-тенкĕпе ҫĕнетме йывăр пулаччĕ тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Фоторепортаж



15 марта 2018
11:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter