Шупашкарти Индустри паркĕнче «НПО «Каскад» АО производство корпусĕ хута кайнă

В Индустриальном парке г. Чебоксары заработал новый производственный корпус АО «НПО «Каскад»Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарта «Научно-производственное объединение «Каскад» АО ҫĕнĕ производство хута кайнă.   Предприяти электротехника таварĕсене тирпейлессипе ĕҫлет, кунти таварсемпе промышленноҫ пайĕнчи тытăмсем анлăн усă кураҫҫĕ.

Торжествăлла пулăма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Шупашкар хула администрацийĕн ертӳҫи Алексей Ладыков хутшăннă.  Ҫак кун паллă пулăма проектсемпе ĕҫлекен предприятийĕсен представителĕсем, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем, Шупашкарти ытти аслă шкулсенче вĕренекенсем хутшăннă. Производствăна уҫни – электротехника кластерĕ валли ҫĕнĕ ҫул-йĕрсем хушать. Ҫитĕнекен яшсемпе хĕрсене валли ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрленеҫҫĕ. Ку производствăра халăх валли 180 ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕ пулĕ.

Михаил Игнатьев предприяти тирпейлекен тавар импорта улăштарасса асăннă. «Паянхи пурнăҫ таппинче патшалăх предприятисемпе организацисене сахал мар пулăшу куҫарса парать», - тенĕ Михаил Игнатьев. «Эпир тата та ҫĕнĕ производствăсем ҫĕкленессе шанатпăр. Республика хăй енчен бизнесра вăй хуракансем валли сахал мар тĕрлĕ условисем йĕркелесе тăратать», - тенĕ вăл сăмаха тăсса.

«НПО «Каскад»  АО директорсен Канашĕн председателĕ   Константин Маскевич паян хута кайнă  предприяти тата та пысăк ҫитĕнӳсем туса пыма пулăшать тенĕ.  Ӳлĕмрен вăйлă пысăк технологисем пурнăҫа кĕресси пĕрре те иккĕлентермĕ тесе сăмаха малалла тăснă.  Предприяти ҫĕршыври тата тулашри малта пыракан компанисен паха ĕҫ опытне тĕпе хурса ĕҫлеме тăрăшнине каланă ертӳҫĕсем. Вĕсен таварĕсене Раҫҫейри 450 предприяти йышăнать, ют ҫĕршывсемпе  пĕр-пĕринпе   килĕшсе ĕҫлени куҫкĕретех.

«НПО «Каскад»  АО ҫĕнĕ производство линисем кулленех хута ярассишĕн  тăрăшать.   Инвестици проектне пурнăҫа кĕртме 1 млрд тенкĕ пăхса хăварнă, ăна 2020-мĕш ҫулсем тĕлне ĕҫлеттерме тĕллев лартнă. Кăҫал тата та тепĕр ҫĕнĕ корпус хута яма палăртнă. Халăх валли ҫĕнĕ 400 ĕҫ вырăнĕ хатĕрленĕ тенĕ Константин Маскевич. Хальхи вăхăтра производство пысăк технологиллĕ ҫĕнĕ производствăсемпе пуянланать.

Михаил Игнатьев цех ĕҫне пысăка хурса хакланă, предприятийĕн пуласлăхĕ пысăк тенĕ,  2020-мĕш ҫулсем тĕлне таварсен калăпăшĕ ӳсесси паллă, халăхăн ĕҫ укҫи вăтамран  икĕ хут ҫурă пысăкланасси те куҫкĕретех.

Фоторепортаж



15 марта 2018
16:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter